Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Июлĕн 11-мĕшĕнче область центрĕ-нче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ иртрĕ.
Унта Петр тата Феврония Муромскийсен лапамĕнче 50 çул ытла пĕрле пурăнакан мăшăрсене пухрĕç. Пурне те Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн «Çемье, юрату тата шанчăклăх» паллине парса чысларĕç. Ку палла çемье тытăмне тата хутшăнăвĕсене çирĕплетес ĕçре ăс-хакăл пуянлăхĕн йĕркине çĕнетсе упранăшăн, ашшĕ-амăшĕн яваплăхне туйса пурăннăшăн, сывă пурнăç йĕркине сарнăшăн параççĕ.
Уявра çакăн пек паллăпа пирĕн районти Анат Тимĕрçен ялĕнче пурăнакан Ваштаховсен çемйине чысларĕç. Тамара Ивановнапа Леонид Иванович килĕшӳпе юратура 57 çул ытла пурăнаççĕ ĕнтĕ, икĕ ача çуратса çын çине кăларнă, вĕсем обществăра тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ. Ваштаховсен çемйи ялта ятлă-сумлă, вĕсем çамрăкраххисене çемье хутшăнăвĕсем мĕнле пулмалли, ачасене мĕнле ăс парса ӳстермелли ĕçре ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Иккĕшне те нумай çул чыслă ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ят панă. Çавăнпа та вĕсем кĕпĕрнаттăр паллине тивĕçни ахаль мар.
 
: 360, Хаçат: 28 (1326), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: