Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2015 çулхи утă (июль) уйăхĕн 13-15-мĕшĕсенче облаçри Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕ Барăш районĕнчи Акшуат ялĕн çывăхĕнче вырнаçнă палатка лагерĕнче Ульяновск облаçĕнчи ачасен этнографи фестивальне ирттернĕ.
 
Фестивале Барăш, Инза, Карсун, Кузоватово, Çĕнĕ Малăкла, Чăнлă районĕсенчен 100 вĕренекен хутшăннă. Виçĕ кунра пултаруллă шкул ачисем жюри членĕсене хăйсен шыравпа тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕ еплерех пынипе ултă номинацире паллаштарнă.
«Ярмăркка! Чĕмпĕр ярмăркки» ăмăртура делегацисем Чĕмпĕр купсисен суту-илĕвĕ еплерех аталаннине, вĕсем мĕн сутнине кăтартакан курав-паллаштару хатĕрленĕ. «Кивĕ эрешсен вăрттăнлăхĕсем» ăмăртăва хутшăннисем хут çине Атăлçи халăхĕсенчен пĕрне сăнарласа тĕрĕ-эреш тунă. Ăмăртусенчен теприне Чĕмпĕр тăрăхĕ çинчен калакан ваттисен сăмахĕ-семпе пуплерĕшĕсене халалланă. «Халăх пукани» ăмăртура делегацисем хăйсем пурăнакан вырăнсенчи пуканесемпе паллаштарнă.
Пухăннисене уйрăмах «Ал ĕç промыслисем: иртни тата хальхи» курав-ăмăрту кăсăклантарса янă. Унта шкул ачисем хăйсен районĕнче ал ĕç ăсталăхĕ пирки каласа панă, вĕсене еплерех тунипе, ăçта усă курнипе паллаштарнă. «Ылтăн картлашка çинче ларнă...» ăмăртура ачасем Чĕмпĕр тăрăхĕнчи вырăс, мордва, чăваш, тутар вăййи-куллине кăтартса панă. Акшуат шкулĕн «Хулăран яватпăр» пĕрлешĕвĕн ачисем маçтăр-классем ирттернĕ. Дендропарка экскурси йĕркеленĕ.
Вĕрентекенсем –делегаци ертӳçисем «Этнографипе çыхăннă тĕпчев ĕçне йĕркелес уйрăмлăхсем» темăпа иртнĕ семинара хутшăннă.
Фестивальте Ульяновск облаçĕнчи наципе культура автономийĕсен çыннисем пулса курнă: УОЧНКА пуçлăхĕ В.И. Сваев, тутарсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕн çумĕ Р.Ф. Ахмедуллов, мордва наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ В.А.Софонов. Вĕсем ачасене саламланă, малашне те хăйсен халăхĕсен йăли-йĕркине, культурине, кулленхи пурнăçне вĕренес тата упраса хăварас çĕрте çĕнĕ çитĕнӳсемпе ăнăçусем тума суннă.
 
: 775, Хаçат: 28 (1326), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: