Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр тата Мелекесс митрополичĕ Феофан вырсарникун пирĕн облаçра юлашки хут кĕлĕ ирттернĕ – вăл Хусана ĕçлеме каять. Ун вырăнне пирĕн пата Хусантан Анастасий килчĕ. Çак эрнере вăл пĕрремĕш кĕлĕ ирттерĕ.
 
Ку пулăм чăвашсене те тӳрремĕ-нех пырса лекрĕ – Феофанпа пĕрле Хусана Чăваш чиркĕвĕн настоятелĕ, ăна пĕрремĕш кунранах ертсе пыракан Игнатий игумен та каять. Вăл та шăматкунпа вырсарникун Çветтуй Сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чиркӳре юлашки хут кĕлĕ турĕ, сывпуллашрĕ. Унта халăх нумай пуçтарăннăччĕ.
Игнатий игумен вырăнне малашне урăх священник -- Владимир атте пулать.
 
Усрав ачасене уяв туса панă
Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнчи çемьесенче 16 усрав ача пурăнать – 3-4 çултан пуçласа 15-16 çулхисем.
Усрава илнĕ çемьесем – Зинаида Хамбикова, Светлана Хамбикова, Ольга тата Николай Мускинсем, Вера тата Николай Михеевсем, Ирина тата Александр Сультеевсем, Лидия Головина, Татьяна тата Анатолий Калягинсем, Татьяна тата Юрий Мультюковсем. Иртнĕ эрнере шăпăрлансем валли районти социаллă хӳтлĕх комитечĕ пысăк уяв туса панă. Яла комитет ĕçченĕсем – А.Шатрашанова, М.Голубева килнĕ.Кунта Çĕнĕ Улхашран килнисем те пулнă. Ачасене тата çĕнĕ ашшĕ-амăшне чи малтан ялти чиркӳре пуçтарнă. Аслисем ачасене кĕскен чиркӳ историйĕпе, тĕн йăли-йĕркипе паллаштарнă, чиркӳ çын чунне тасатнине, çынсене ырă тума вĕрентнине палăртнă. Священник ачасене таса шыв сыптарнă.
Унтан уяв садик картишне куçнă. Ачасем кунта пуçтарăннă халăха юрă-ташăпа савăнтарнă, концерт лартнă.
Юлашкинчен вара садикра ĕçлекенсем ачасене тутлă апат пĕçерсе çитернĕ, килĕнчен илсе килнĕ пылак çимĕçсемпе сăйланă.
Çакна та палăртмалла, çак ачасенчен аслăраххисем чиркӳ йĕри-таврашне тирпей-илем кӳрес ĕçрен те пăрăнмаççĕ, аслисемпе пĕрле яланах вăй хураççĕ.
Кун пирки пире телефонпа чиркӳри ĕçсене илсе пыракан Зинаида Арланова каласа пачĕ.
 
Тӳре-шара ăмăртрĕ
Ульяновск районĕнчи Ломы ялĕ çумĕнчи вăрман ĕшнинче июлĕн 17-19-мĕшĕсенче Наци астăвăмĕн тата мухтавĕн программипе çыхăннă «Экипаж-2020» ятлă çуллахи область пухăвĕ иртнĕ.
Унта облаçри районсенчен администраци командисем килнĕ, кашнинче 5 арçын тата 5 хĕрарăм. Тӳре-шара (чиновниксем) виçĕ кун тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем, маçтăр-классем ирттернĕ, художество пултарулăхне кăтартнă. Çынсем виçĕ кун палаткăра пурăннă, кăвайт чĕртсе апат хатĕрленĕ.
Юлашки кун пĕтĕмлетӳсем турĕç: 1-мĕш вырăна Димитровград хули команди йышăнчĕ, 2-мĕшĕ – чартаклăсем, 3-мĕшĕ – Ульяновск хули команди. Вĕсене сцена çинчен шалти политика управленийĕн пуçлăхĕ Ольга Никитенко саламларĕ тата парне пачĕ.
Вăл çаплах кунта облаçри хаçат-журнал редакторĕсемпе тĕл пулчĕ, унта малашнехи ĕçсене сӳтсе яврĕç.
 
: 754, Хаçат: 28 (1326), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: