Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
С.Эльмендеев Кивĕ Улхаш ялĕнче 1974 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Унсăр пуçне Вера Яковлевнапа (хĕр хушамачĕ – Сяськина) Владимир Петровичăн тата икĕ ача пулнă. Сергей – асли.
 
Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă, çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе районти тата облаçри ăмăртусене хутшăннă, призлă вырăнсем те йышăннă. Футболла лайăх вылянă.
1991 çулта шкул пĕтерсен Ульяновскри строительство техникумне вĕренме кĕрет. Лайăх вĕреннипе пĕрлех спортпа та çыхăну татмасть, спорт маçтăрĕн кандидачĕ ятне илет. Уйрăмах вăл 3 тата 5 çухрăма лайăх чупать.
Çамрăка техникум пĕтерсенех, аллине диплом илсе ĕлкĕреймесĕрех, салтака илсе каяççĕ. Самарта 5 уйăха яхăн учебкăра хăнăхать, БМП-2 машинан механик-водительне вĕренет. Унтан Калининград, Тверь облаçĕ-сенче хĕсметре тăрать.
1992 çулта вара вĕсене Моздок хули урлă Чечня Республикине илсе кĕреççĕ. Ун чухне кунта вут-çулăм вылянă, Раççей çарĕ террористсене хирĕç кĕрешнĕ. Чăваш каччи Грознăй хулине илнĕ çапăçăва хутшăнать. Ун машини виçĕ хут сирпĕнет, экипажри юлташĕсем вилеççĕ. Сергей, телее, сывă юлать.
-Танк командирĕ хамăр ял ачиччĕ – Андрей Иванович Сяськин. Эпир ăна çунакан танкран аран туртса кăлартăмăр, госпитале ăсатрăмăр. БМП ăшĕнче эпĕ те çуннă. Халĕ сурансем тӳрленсе çитрĕç ĕнтĕ. 1995 çулта яла таврăнтăм. Тӳрех анне патне колхоз фермине вĕçтертĕм. Анне эсĕ чĕрĕ-и тесе йĕрсе ячĕ – эпĕ сывă таврăннине ĕненмест!- каласа парать Сергей Андреевич.
Вăл 2001 çулта Пухтел хĕрне Лариса Викторовна Ахмерована качча илет, халĕ вĕсем икĕ ача ӳстереççĕ – 13 çулхи Вика тата 4 çулхи Максим. Ачисем хулара пурăнсан та чăвашла калаçаççĕ, çемье «Канаш» хаçат çырăнса илет. Кил хуçи малтан стройкăра маçтăрта, прорабра вăй хунă. Халĕ ГАЗель автомашинăпа инçете çӳрет. Пушă вăхăтра чăваш концерчĕсене çӳреме кăмăллаççĕ Эльмендеевсем.
 
: 620, Хаçат: 28 (1326), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: