Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск районĕнчи Аслă Ключищи – пысăк ял. Чăвашсем те унта чылай пурăнаççĕ. Анчах ултă çемье кăна «Канаш» хаçат çырăнать. Вĕсенчен пĕри – 86 çулпа пыракан Анастасия Никоноровна Ермолаева.
 
Сăн-питрен пăхсан А.Н. Ермолаевана хăй çулне параймастăн, пĕркеленчĕксемпе витĕнсе ларман вăл. Ури утманнипе вăй çукки кăна çулĕсем пирки аса илтереççĕ.
-Мĕнпур савăнăçăм та «Канаш» хаçат тăрса юлчĕ. Ăна илсе килессе чун-чĕререн кĕтетĕп. Шкулта виçĕ класс кăна вĕреннĕ пулин те чăваш хаçатне мĕн тухма тытăннăранпах çырăнса илетĕп. Куç курать-ха хальлĕ-хе. Ĕç тăваймасан та вулама пултаратăп, - тет чăваш хĕрарăмĕ.
1930 çулта Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Пасарлă Упи ялĕнче çуралнă вăл. Фашистла Германи СССРа тапăннă çул 11 тултарнă хĕрача вăрçă нушине туллин астивнĕ.
- Аттене вăрçă пуçлансанах фронта илчĕç. Анне тăватă ачапа тăрса юлчĕ. 1941 çултанпа парта хушшинче ларса курман, анне шăллăма пăхмалла тесе шкула ямарĕ, тăхăнмалли те пулман. Хĕрарăмсене окоп чавма илсе кайсан килте ачасем кăна тăрса юлтăмăр. Юрать, тете пурччĕ (вăл 1927 çулхи). Пурĕпĕр хăраттăмăр. Ял хĕрринче пурăнаттăмăр. Тырă хушшинче таркăнсем пытанса пурăнаççĕ тетчĕç. Ялан питĕрĕнеттĕмĕр. Анне окоп чавнă çĕртен питĕ чирлесе таврăнчĕ. Вырăн çинчен те тăраймастчĕ, краватьрен çыхса янă кантăрапа тытăнса аран çĕкленетчĕ. Аран сывалчĕ. Ура çине тăрсан пĕр кун та ĕçрен юлман вăл – хĕлле те, çулла та. Хĕлле пĕччен хĕрарăмсем ĕçе кайсан мана пĕчĕк ачисене пăхма хăваратчĕç, куншăн вара çăкăр чĕлли касса паратчĕç. Анне окоп чавма кайсан та çапла тăранса пурăннă. Çурта улăмпа хутса ăшăтнă, апатне те çаплах пĕçернĕ. Ăшă пулман ĕнтĕ. Çулла хамăр та аслисемпе тан хирте ĕçленĕ. Анне саппун айне кĕсье çĕлесе панăччĕ. Çавăнта вăрттăн тырă сăвăрса чикеттĕмĕр. Хырăма тăрантармалла пулнă. Хыçри анкартине веçех алăпа чавса лартнă. Ун чухнех манăн урасем пĕтнĕ. Анкарти пысăкчĕ, çуррине çĕрулми, çуррине тырă акаттăмăр. Тырринчен анне килте авăртса çăнăх тăватчĕ те салма яшки пĕçеретчĕ. Çăкăр валли çитмен. Пĕччен çынсем патне тислĕкрен кирпĕч çапма каяттăмăр. Куншăн пире кунне пĕрре апат çитеретчĕç. Çитменнине, налукĕ питĕ пысăкчĕ. Ăна пуçтаракансем ушкăнпа çӳретчĕç. Мĕнпур выльăха шутлатчĕç, илсе каятчĕç. Укçа тăвас тесе ялти крахмал заводне ĕçлеме кайрăм. Унта çĕрулми типĕтсе фронта ăсататчĕç. Эпир çĕрулмине шуратса çӳхен тураттăмăр. Куншăн лайăх укçа паратчĕç. Атте таврăнсан мана кунтан пăрахтарчĕ. Вăл фронтран хăрах алăпа таврăнчĕ. Лаша витине ĕçлеме кĕчĕ. Хăрах алăпа ĕçлеме йывăр пулнипе пур ĕçе те мана илсе каятчĕ. Унпа вăрман та каснă, улăма та кайнă. Аслă тетене те вунçиччĕ тултарсан вăрçа илчĕç. Тăраниччен çисе курман. Анне: «Хăçан шăл туни пытаниччен чăмласа çăкăр çийĕпĕр-ши/»- тетчĕ. Ачасене каласа паратăп та çаксене – итлесшĕн мар. «Юмах ку сан», - теççĕ. Çапла ман пурнăç халь юмаха çаврăнчĕ, - куççульне шăлать Анастасия Никоноровна.
Çирĕм икке çитсен хĕр Хурăнвар каччипе çемье çавăрать. Вăрçă хыççăн та ял çыннишĕн пурнăç çăмăлланмасть, ĕç кунĕшĕн укçа памаççĕ, çĕр сахал, уйрăм пурăнмалли çук. Ермолаевсен пĕрин хыççăн тепри пилĕк ача çут тĕнчене килет.
Анастасия Никоноровна Ульяновск облаçĕнчи совхозра ĕçленĕшĕн укçа панине тата унта ĕç аллисем кирлине пĕлет те мăшăрĕпе куçса каясси пирки канашлать. Çапла 1970 çулта Ермолаевсем Ульяновск районĕнчи Поникий Ключ ялне килсе вырнаçаççĕ. Совхоз малтанлăха пурăнма пĕчĕк çурт парать. Анастасия Никоноровна фермăна вырнаçать, алăпа 16 ĕне сăвать, мăшăрĕ шоферта ĕçлет. Ачисем пурте шкула çӳреççĕ. Анчах чăваш ачисене ялта кӳрентерме пуçлаççĕ.
Ермолаевсем Аслă Ключищине куçма шутлаççĕ. Тăванĕ пулăшнипе пĕчĕк çурт туянаççĕ, выльăх-чĕрлĕх тыта пуçлаççĕ. Унтан укçа пуçтарса тата пысăкрах çурт илеççĕ. Анастасия Никоноровна чăх-чĕп фабрикине ĕçлеме куçать. Ача чухне курнă нуша хĕрарăмăн сывлăхне хавшатать, урипе чирлет. Тивĕçлĕ канăва кайиччен ăна çăмăл ĕçе куçараççĕ. Ачисем вара шкултан вĕренсе тухса, професси илсе пĕрин хыççăн тепри килĕнчен тухса каяççĕ. Анчах çемьене хуйхă килсе хуçать: пĕр ывăлĕ пурнăçран уйрăлать, кĕçĕннине киле таврăннă чухне хытă хĕнеççĕ. Вăл урасăр тăрса юлать. Халĕ вăл кӳлепе çинче ларакан инвалид. Пĕр хĕрĕ Мускав çывăхĕнче, тепри Çинкĕл районĕнчи Хĕрлĕ Гуляйра, ывăлĕ хăйĕн çемйипе ялта пурăнаççĕ. Амăшĕн сывлăхĕ пирки телефонпа кăна интересленеççĕ. Килсе курма вăхăт тупма йывăр хальхи вăхăтра. Амăшне Хĕрлĕ Гуляйри хĕрĕ кăна килсе пулăшать.
Сакăр çул каялла мăшăрĕ вилнĕ хыççăн А.Н. Ермолаева пысăк пӳртре ытларах чухне пĕчченех кун кунлать.
-Инвалид ывăл ман патра пурăнатчĕ. Санаторие кайсан хĕрарăмпа паллашрĕ, халь ун патĕнче. Юрать, пенси аван илетĕп. Мăшăр вăрçăра пулнипе уншăн та укçа параççĕ. Апат-çимĕç, тăхăнмалли тата мунча хутма вутă туянма, газшăн тӳлеме çитет. Хам ĕçленĕ чăх-чĕп фабрикипе ял администрацийĕ уявсенче парнесем, фабрика кашни уйăхра йӳнĕ хакпа 30 çăмарта параççĕ. Куншăн пысăк тав. Халь пурте пур, сывлăх кăна çук, - тет вăл паянхи куна хакласа.
 
: 326, Хаçат: 28 (1326), Категори: Вăрçă ачисем

Комментарисем:

Roxie (2016-06-30 23:02:32):
Many many quitlay points thereĕ

Dorie (2016-07-02 02:38:45):
I told my grhmondtaer<Ӳa> how you helpedĕ She saidĔ "bake them a cake!"

Arry (2016-07-04 20:59:27):
I found myself nodding my noggin all the way throhguĕ http,ӲӲspeckwuaeĕco m [urlçhttp,ӲӲqusvbsza ĕcom]qusvbsza[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲadmalic ĕcom]admalic[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: