Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашни кун хуть мĕнле çанталăкра та урамсенче хаçат-журнал валеçсе çӳрекен ĕçчен те маттур хĕрарăма курма пулать. Ку вăл Луговое ялĕнчи почта уйрăмĕнче ĕçлекен Светлана Николаевна Кузнецова.
 
Почтальонкăра ĕçлеме пуçлани икĕ çул кăна пулсан та ку ĕçре хăйне аван енчен çеç кăтартать. Ĕçтешĕсемпе те туслă, пĕр-пĕрне пулăшса тăраççĕ. Хаçат журнала кашни киле вăхăтра çитерме тăрăшать Светлана, ватăсене пенси укçине кӳрсе савăнтарать. Уçă кăмăллă та ырă чунлă почтальонка çулланнă çынсемпе те килĕштерет, мĕн ыйтнине йăлтах ăнлантарса парать. Çавăнпа та ăна куç пек кĕтсе тăраççĕ, ырă сунса ăсатаççĕ.
Светлана Кузнецова Тутарстанти Çĕпрел районне кĕрекен Кивĕ Чакă ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1996 çулта шкул пĕтерсен вăл Пăвари медицина училищине вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухсан икĕ çул облаçри стоматологи поликлиникинче медсестрара ĕçлет. 2002 çулта ăна шăпа Луговое ялне илсе çитерет. Мăшăрĕпе Сергейпа çурт туса вĕсем кунта тĕпленеççĕ. Халĕ Кузнецовсен икĕ ача ӳсет. Катя 5-мĕш класра вĕренет, ывăлĕ Кирилл ача садне çӳрет.
-Эпĕ телейлĕ хĕрарăм,-тет Светлана Николаевна. –Мĕншĕн тесен хам ĕçе юрататăп. Çынсене ырă тунипе чун савăнать. «Канаш» хаçата юратса вулатпăр. Кирлĕ те усăллă канашсем пур унта: ырă сĕнӳсем, сипленмелли мелсем, тĕрлĕ рецептсем, психологсен сĕнĕвĕсем тата ытти те. Мĕнле кăна шăпаллă çынсем çинчен пĕлместпĕр хаçат урлă...
Светлана Николаевна кашни ентеше, тăван-хурăнташа чăваш хаçатне çырăнма сĕнет. Кашни ялта çакăн пек почтальонка пулинччĕ.
 
: 617, Хаçат: 28 (1326), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: