Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мĕнле шкулта вĕренни мар, тĕпренчĕкĕ епле учитель патне лекни пĕлтерĕшлĕ тенине ашшĕ-амăшĕнчен пĕрре мар илтме тӳр килнĕ. Аван учитель ачана пĕрремĕш класран, пĕрремĕш кунĕнчен пуçласах тĕрĕс çул-йĕр çине тăратса пырать, çителĕклĕ пĕлӳ парать.
 
Бахтеевка шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Владимирова патне лекнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕ хĕпĕртет куншăн.
Чăваш Кăлаткă ялĕнче çуралнăскер шкул хыççăн вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленсе Сызраньти педагогика училищине вĕренме кĕрет. Тăван яла таврăнсан ача садĕнче 27 çул ĕçлет. Вĕсенчен 13 çулне учреждени заведующин тилхепине тытса пырать. Анчах та чунĕ Татьяна Константиновнан шкулах туртать. Акă ĕнтĕ пуçламăш классенче вĕрентме тытăннăранпа 11 вĕренӳ çулĕ те çитнĕ. Çĕнĕ 2015-2016 вĕренӳ çулĕнче унăн 4-мĕш класс пулĕ. Класĕнче – 4 ача.
Татьяна Владимирова шкулта «Умелые руки» кружок ĕçне ертсе, йĕркелесе пырать, ачасене ӳкерме, çыхма, тĕрлеме вĕрентет. Вăлах пуçлăмăш класс ачисенчен пухнă «Шăнкăрав» ансамбль хĕрачисем валли чăваш кĕписене çĕленĕ, масмакĕсене, пиçиххийĕсене хатĕ-рленĕ. Ĕçтешĕсем ун пирки: «Алли ылтăн пирĕн Татьяна Константиновнан», – теççĕ.
– Учитель ĕçне ытарайманран шухăшланă ĕмĕтсем веçех ăнăçуллăн пурнăçланса пыраççĕ пек туйăнать. Ал ĕç ăсти тесе юлташсем кăшт ӳстеререх калаççĕ пуль те-ха – епле чăваш хĕрарăмĕ çĕлемест, çыхмасть/ Илемлĕ тĕрлеме мана анне вĕрентсе хăварнă темелле. Тавах ăна уншăн. Педагогика училищинче вĕреннĕ чухне те алăпа теттесем ăсталама хăнăхтаратчĕç. Мăшăрăмпа пĕрле хĕрпе ывăл çитĕнтертĕмĕр. Вĕсем паян хăйсемех ура çинче çирĕп тăраççĕ. Хĕр çемйипе Германире пурăнать, ывăл Ульяновскра вĕренет. Эпĕ ĕçрен таврăнсан кил хуçалăх ĕçĕпе йăпанатăп. «Çуркунне» юрă ушкăнне хаваспах çӳретĕп. Чăваш юрри-ташши мана савăнăç кӳрет, – терĕ ăшă кулăллă.
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
: 704, Хаçат: 28 (1326), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: