Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак ăста купăсçă каланă хаваслă кĕвĕ-çемĕ камăн чĕрине хускатман пулĕ 75 çул хушшинче! Семен Теби хăй капăрлатнă купăсĕпе Чăнлă районĕнчи тата облаçри уявсене хăйнеевĕр илем кӳрет. Вăл кăçал 81 çул тултарнă пулин те аллинчен купăсне вĕçертмест-ха.
Семен Кириллович Анат Тимĕрçенте йышлă хресчен çемйинче ултă ачаран пиллĕкмĕш пулса çуралса ӳснĕ.
-Вăрçă тухнă çул эпир Пенза хулинче пурăннă. Миккалай тетене вăрçа илсе кайрĕç, аттене броньпе -Днепропетровск хулине вăрçă хатĕрĕсене тунă çĕре. Аннепе эпир яла таврăнтăмăр. Çуртăмăра сутса тухса кайнипе пирĕн ниçта пурăнма та çук. Ферма çуртĕнче, çынсем патĕнче пурăнкаларăмăр. Вăрçă чарăнсан тин тăм кирпĕчрен çурт туса кĕтĕмĕр,- аса илет вăрçă ачи.
Купăс калама Семен пилĕк çул тултаричченех вĕреннĕ. Вĕсен ашшĕ тата Миккалайпа Ванькка тетĕшĕсем пурте купăспа туслă пулнă. Семен та пĕчĕклех купăс сассине юратса пăрахать. Пĕчĕк пӳрнисемпе кĕвĕ хыççăн кĕвĕ кăларма хăтланать.
-Пирĕн ачалăх çăмăл пулман. Çуркунне такан çапнă, урана çăпата тăхăнса колхозăн çĕрулми ани çинче крахмал пуçтарнă. Крахмалтан тата мăянран пашалу пĕçеретчĕ анне. Çăлварта уйран, ут кăшкар тата чĕпĕ ури курăкĕсене çиеттĕмĕр. Тырă вырса илнĕ хыççăн кĕреплесемпе колхоз валли пучах пуçтараттăмăр. Каçпа молотилка патне кĕлте сĕтĕрме те çӳренĕ. Самани йывăр пулсан та эпир, вăрçă ачисем, выляса савăнма вăхăт тупаттăмăр. Пучах пуçтарма кайсан каннă вăхăтра тытăнаттăмăр кĕрешме... Каç пулсан вара кашни касăран купăс сасси, такмак калани илтĕнетчĕ. Çимĕк умĕн сада – Çăлвара – ушкăнпа хăпараттăмăр. Купăспа, шӳтлĕ такмаксемпе киле ире хирĕç тин таврăнаттăмăр. Кĕрхи сăра, Крещенке уявĕсем пит хаваслă иртетчĕç,- сӳтет асаилӳ çăмхине Семен Кириллович.
Семен вăтам пĕлӳ кӳршĕри Вăта Тимĕрçен шкулĕнче илет. Вăл пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пырать, ылтăн медаль илме кандидат пулать. Анчах пуçне хĕр шухăшĕ кĕрсен вĕренес туртăм унра самаях чакать.
-1954 çулта мана салтака илсе кайрĕç. Баку хулинче полк шкулĕнче радиотелеграфиста вĕрентĕм. Киле таврăничченех шанса панă ĕçе пурнăçларăм. Салтакран таврăнсан романтика мана комсомол путевкипе Ростов облаçне шахта тунă çĕре илсе кайрĕ. Камчаткăра пулă тытнă çĕрте те ĕçлесе пăхрăм. Томскра авлантăм. Таврăнсан нумай çул тăван колхозра стройкăра вăй хутăм. Тăрăшса ĕçленĕшĕн нумай Тав хутне, парнене тивĕçрĕм. Манăн ĕç стажĕ-49 çул,- тăсарах калаçать ентеш.
Мăшăрĕпе Клавдия Аристарховнапа вĕсем виçĕ ача (икĕ ывăл тата хĕр) çуратса ӳстернĕ. Манăн ентеш хаш сывласа илчĕ те калаçăвне малалла тăсрĕ:
-Çур çул каялла юратнă мăшăрăм çĕре кĕчĕ. Хурлăха сирес тесе эпĕ ирех купăса тытатăп та кĕвĕ тăсса яратăп. Тинех кăмăл çĕкленет, пурăнас килет... Акатуйра, Çăварнире, Çĕнтерӳ кунĕнче тата ытти уявсенче те çынсене купăс кĕввипе такмак каласа савăнтаратăп. Пирĕн района кашни çул Заволокинсен ушкăнĕнчен купăсçăсем килеççĕ. Эпĕ вĕсен концерчĕсене хутшăнатăп. Ача садне те чĕнеççĕ мана. Шăпăрлансене те савăнтаратăп,- йăл кулать Семен Кириллович.
Унăн ку тĕле ултă мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук. Пĕр мăнукĕ аслашшĕ пекех купăспа «чирлĕ».
 
Чăнлă районĕ.
 
: 643, Хаçат: 28 (1326), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: