Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Людмила Семенова вăтăр çула яхăн Баратаевкăри «Тепличное» хуçалăхра вăй хурать. Халĕ – иккĕмĕш уйрăмăн 4-мĕш бригадинче.
 
-Пирĕн ĕç питĕ йывăр. Çулла сывлама çук шăрăх, сывлăш çитмест. Юрать, хĕлле ăшă. Юлашки вăхăтра пĕтĕм ĕçе механизацилерĕç. Слесарьсем кнопка кăна пусаççĕ. Унччен вара веçех алăпа тунă. Миçе тонна çĕр йăтнă-ши çак вăхăтра! Пахча çимĕç ӳстернĕ чухне алăпа тытса шлангсемпе шăварнă. Ахальтен мар пуль теплицăра ĕçлекенсенчен 90 проценчĕ чăваш. Ытларах хĕрарăмсем ĕçлеççĕ. Ытти халăх çыннисем çав йывăрлăха чăтаймаççĕ. Пирĕн бригадăра та пĕр вырăспа пĕр тутар кăна. Ĕçлекенсенчен нумайăшĕ Чăваш Республикинчен. Чăнлă районĕнчен те ĕçлеме çӳрекенсем пур, вĕсене çул укçи тӳлеççĕ, - каласа парать Людмила Николаевна.
Л.Н.Семенова (хĕр хушамачĕ Антонова) 1960 çулта Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Хăй каласа панă тăрăх, амăшĕ унăн 16 çултах качча кайнă, анчах пĕрремĕш ачине – Людмилăна - 20 çулта тин çуратнă. Ун хыççăн çемьене тата çичĕ кайăк вĕçсе килнĕ. Кĕçĕннисене пурне те аслă хĕрĕн пăхмалла пулнă. Амăшĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхоз хирĕнче вăй хунă, ашшĕ тракторист пулнă. Шкултан вĕренсе тухсан професси илес шухăш пулман Людмилăн, вăл часрах сакăр класс пĕтерсе фермăна ĕçлеме кĕресси пирки ĕмĕтленнĕ. Ачаранпах ал ĕçне хăнăхнă – качча кайма тупра хатĕрленĕ: тĕрленĕ, çыхнă. Çĕршывра нимĕн те пулман вăхăтра пальто та çыхса тăхăннă. Каçсерен çамрăксем клуба васканă, унта тĕрлĕ уявсене концерт программи хатĕ-рленĕ. Юрлама-ташлама кăмăллакан Людмила Николаевна концертсемпе тĕрлĕ ялсене çитнĕ.
-Вунвиçĕ çул ĕне сунă хыççăн 1985 çулта Тутарстанри Çĕпрел районĕ-нчи Алешкин Саплăк ял каччине качча кайрăм. Анчах нумай пурăнаймарăмăр. 1989 çулта эпĕ Ульяновск хулине куçса килтĕм, Баратаевкăри теплицăна вырнаçрăм. Кунта мана общежитире пӳлĕм пачĕç. Кайран – пысăкраххине. Çак çулсенче теплицăра ĕçленĕшĕн нумай Тав çырăвне Хисеп хутне, хаклă парнене тивĕçрĕм. Облаçри ялпа вăрман хуçалăхĕпе çутçанталăк пуянлăхĕ-сен министерствин Хисеп хучĕ те пур. Нихăçан та ӳркенсе тăман, - тет чăваш хĕрарăмĕ.
Л.Н. Семенова нумай çул «Канаш» хаçат çырăнать. Анчах кашни номерĕ алла лекмест, хăш-пĕр чухне ача-пăча выляса хаçата почта ещĕкĕнчен кăларса çурса пăрахни те пулать. Канмалли кунсенче вăл çуралнă ялне васкать, тĕп килĕнчи шăллĕне кайса пулăшать.
 
: 670, Хаçат: 28 (1326), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: