Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ Павловка районĕнчи Шаховское ялĕнче пултăм. Кунта çитсе курас шухăш тахçанах пурччĕ. Ку ялта Совет Союзĕн тĕп идеологĕ Михаил Андреевич Суслов çуралнă.
Вăл чунĕпе, юнĕпе çирĕп тĕллевлĕ коммунист пулнă, Сталин пек, пурлăхшăн, укçашăн пуçне ыраттарман. Сталинпа Хрущев вăхăтĕнчех унăн пултарулăхне асăрханă. Брежнев вăхăтĕнче вăл идеологи тĕлĕшĕнчен уйрăмах палăрать.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче вăл хăй укçипе çуралнă ялĕн урамĕ-сене асфальт сартарать тата икĕ хутлă çурт тутарать.
Халĕ вăл çуралнă вырăнта музей пур. Унта виçĕ пине яхăн кĕнеке упранакан вулавăш, тĕнчери тĕрлĕ çĕршывсенче парнеленĕ тата хăй усă курнă тĕрлĕ япала, сăнӳкерчĕксем Вăл шутра хăй тăхăнса çӳренĕ пальто, шĕлепки, пушмакĕ.
Михаил Суслов 1902 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче Сарă Ту кĕпĕрнинчи Хвалынск уесĕнчи Шаховское ялĕнче чухăн çемьере çуралнă. 1918 çулта вăл Хвалынск уесĕнче чухăнсен комитетне ертсе пынă, 1921 çулта коммунистсен партин членĕ пулса тăнă, 1937 çулта – ЦРК, 1941çулта – ЦК, 1952 çулта – Политбюро членĕ. 1928 çулта вăл Плеханов ячĕллĕ халăх хуçалăх институтне пĕтернĕ. 1949-50 çулсенче Михаил Андреевич «Правда» хаçатăн редакторĕ пулнă.
1982 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ татăлать. Ăна Мускавари Кремль стени çумĕнчи Некрополе пытараççĕ.
1990 çулччен Шаховское ялĕнче 400 килĕ пулнă, халĕ 200 килĕ çеç юлнă. Унта 800 çынна яхăн пурăнать. Колхозĕ арканнă. Çĕрĕсене 4-5 фермер акса тăрать.
 
: 424, Хаçат: 28 (1326), Категори: Çулçӳрев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: