Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ольга Петровна Кириллова мĕн ачаран вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ пулсан та вĕрентӳ тытăмĕнчи чи йывăр та яваплă вырăнта – катăк ăс-тăнлă инвалид ачасен çĕршывĕнче – вĕрентӳпе воспитани тытăмне йĕркелесе пырасси çинчен, паллах, шухăшламан.
 
Чун туртăмĕ. Вăл кашни çыннăнах хăйне евĕрлĕ: хăшĕсен пĕчĕклех палăрма тытăнать, теприсен – ӳсерехпе.
1968 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Ульяновск районĕнчи Михайловкăра çуралнă ентешĕмĕрĕн чун туртăмĕ вара Салмановкăри шкулта вĕреннĕ чухне тымар янă – вăл шкул çулне çитмен шăпăрлансемпе ĕçлеме тĕллев лартнă.
Воспитатель тата вĕрентӳçĕ – Турă пилленĕ профессисенчен пĕрисем. Ольга çакна чунтан ăнланса тата хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе 1983-1986 çулсенче Ульяновскри 1-мĕш педагогика училищинче вĕренет. Çамрăк специалист Салмановкăри ача садне вырнаçать те 1994 çулччен ачасемпе ĕçлес хастарлăха туптать. Çак хушăра вăл паллă педагогсен ĕç опычĕпе паллашас тĕллевпе нумай литература вулать, тишкерет. Уйрăмах унăн кăмăлне А.С. Макаренко (1888-1939) педагог тата çыравçă, совет педагогĕ В.А.Сухомлинский (1918-1970) хатĕрленĕ ĕçсем каяççĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне паллă педагогсем çырса кăтартнă ятарлă интернатсенчи пек йывăр лару-тăрупа çыхăнтарасси çинчен шухăшлама тытăнать. Ăна Салмановкăран инçе мар вырнаçнă катăк ăс-тăнлă инвалид ачасен çурт-интерначĕ хăй патнелле туртнине ăнланса илет. 1994 çулта вăл социаллă реабилитаци учрежденийĕнче воспитатель ĕçне пуçăнать.
Хастар вĕрентӳçе интернат администрацийĕ асăрхать: Ольга Петровнана социаллă педагог должноçне çирĕплетет. 2008 çулччен ентешĕмĕр çак ĕçре пысăк маçтăрлăх кăтартать. Çу (май) уйăхĕнче вара ăна директорăн вĕрентӳпе воспитани ĕçĕсене илсе пыракан çумĕ пулма шанаççĕ.
О.П.Кириллова малаллах талпăнать: паян вăл Чăваш патшалăх университечĕн «Документоведение» факультетĕнче куçăмсăр майпа пĕлӳ илет.
- Манăн ĕçĕм интернатра вăй хуракан 33 воспитателе, 2 психолога, 1 логопеда, 2 социаллă педагога, 2 ĕç инструкторне, 1 физвоспитани ертӳçине, 1 методиста, 1 хушма вĕрентӳ педагогне, 1 музыка ертӳçине кулленхи пулăшу парассипе çыхăннă. Яваплă та питĕ интереслĕ ĕç. Ушкăнра – вăй каларăш тĕрĕс пулнине хамăр ĕçре туятпăр. Вĕсем мана ăнланса, пулăшса вăй хуни вĕрентӳпе воспитани тытăмĕнче палăртнă проектсене ăнăçлăн пурнăçласа пыма май парать, - тет Ольга Петровна.
Паллах, çемьери тулли пурнăçпа хăтлăх та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мăшăрĕ – Сергей Викторович – районти райпора водитель. Вăл çемье тĕрекĕ.
Кирилловсен икĕ хĕр çитĕнет: Юлия – Ульяновск патшалăх университетĕнче 5-мĕш курсра вĕренет, пулас ача-пăча тухтăрĕ; Катя Салмановкăри шкулта 9-мĕш класра пĕлӳ илет.
Чун туртнипе суйласа илнĕ професси кăмăла тивĕçтерни, кунта пурăнакан мĕскĕнсене тата вăй хуракансене чунтан юратни тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçлама май панине уççăн палăртать Ольга Петровна.
 
: 1088, Хаçат: 16 (1108), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: