Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче “Об обеспечении полноценным питанием беременных женщин, кормящих матерей, а также детей в возрасте до трёх лет” саккун йышăннă.
Раççей наука академийĕн тĕпчевĕпе çие юлнă хĕрарăмсен 40 проценчĕ анемипе чирли паллă. Чире пула варти ача вăхăт çитичченех чирлĕ, пĕчĕк виçепе çуралма пултарать. Виçĕ уйăхран çуралнă пепкесенчен 40 проценчĕ кăна кăкăр ĕмет. Ыттисене ятарлă апат çине куçараççĕ. Çавна пула вĕсем рахитпа е аллергипе чирлеççĕ.
Ульяновск облаçĕнче кашни çул 13 пин ача çут тĕнчене килет. Вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайне ятарлă апат çитереççĕ. Амăшĕсенчен 30 проценчĕ сахал тупăшлисен шутĕнче.
Ульяновск облаçĕнчи социаллă политикăн тĕп тĕллевĕ - çие юлнă хĕрарăмсемпе пепкесене апат енĕпе пулăшса сывлăхĕсене сыхласси.
Çĕнĕ саккунпа çие юлсан малтанхи вăхăтрах учёта тăнă, анемипе аптăракан хĕрарăмсене, ултă уйăхчен кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене, виçĕ çула çитеймен пепкесене медицина кăтартăвĕпе тата çемье тупăшĕ облаçри пурăнмалли минимумран иртсе каймасть пулсан тулли апатланупа тивĕçтермелле.
2012 çулхи утă (июль) уйăхĕнчен çие юлнă хĕрарăмсене уйăхне – 500, ача ĕмĕртекенсене – 500, ятарлă майпа пепкене çитерекенсене – 1200, виçĕ çула çитмен ача валли сĕт-турăх туянма – 500 тенкĕлĕх пулăшу пăрĕç.
Пулăшăва укçапа е апат-çимĕçпе тивĕçтермеллине халиччен татса паман.
 
: 877, Хаçат: 41 (1133), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: