Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
М.А.Аляпкин çуралнăранпа 75 çул çитнĕ тĕле
 
Питĕ шанчăклă, çывăх тус вырăнне хураттăмччĕ эпĕ Михаил Андреевича.
 
2014 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче пушара пула манăн хуçалăх пĕтĕмпех çунса кайрĕ. Çири кĕпе-йĕмпе кăна тăрса юлтăмăр. Меречен ялĕнче (Тутарстан, Аксу районĕ) манăн юнашарах виçĕ çуртчĕ. Пĕринче арăмпа иксĕмĕр пурăнаттăмăр. Иккĕмĕшĕнче хамăн библиотекăччĕ (фондра виçĕ пин кĕнеке), музей йĕркелерĕм, килти архив пуянччĕ. Виççĕмĕшĕ хăнасене йышăнмалли çуртчĕ. Пĕтĕмпе кĕлленчĕ. Пулăшакансем питĕ те нумайăн пулчĕç.Эпĕ 1969-1975 çулсенче тутар ялĕнчи шкулта аслă классене вĕрентрĕм. Манăн вĕренекенсем пулнăскерсенчен пĕрисем тумтир, кĕпе-йĕм, теприсем апат-çимĕç, виççĕмĕшсем укçан парса пулăшрĕç. Тăвансем, пĕлĕшсем, Самар облаçĕнчен нумайăн хавхалантарчĕç. Ульяновскран мана Михаил Андреевич çуллахи тумпа тивĕçтерчĕ: шăлаварпа пиншак (костюм), икĕ кĕпе, галстук, пуçа тăхăнмаллисем ярса пачĕ. Вăл маншăн нумай тăкак турĕ хăйне. Пысăк тав ăна уншăн. Нихăçан та манас çук унăн пысăк пулăшăвне. Вĕсен ырă кăмăлĕсене пула эпĕ Вырăс Киреметĕнче хăтлă çурт туянтăм – чул çурт.
2005 çулта манăн пĕрремĕш кĕнеке – «Чувашские населенные пункты Самарской области» тухрĕ. Вăл темле майпа Михаил Андреевич аллине лекнĕ. Çавăн хыççăн хисеплĕ çын ман пата çыру ячĕ. Эпир унпа çавăн хыççăн Ульяновскра пуçласа тĕл пултăмăр, чăн-чăн туссем пулса тăтăмăр. Вăл мана хăйĕн «Краткая чувашская народная энциклопедия Похвистневского района Самарской области» кĕнекине ярса пачĕ. Çавăнтанпа вара пĕр-пĕрне çĕнĕрен тухнă кĕнекесене ярса пама тытăнтăмăр.
Михаил Андреевич Аляпкин 1940 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районне кĕрекен Кĕçĕн Ибряйкино ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ялта вĕреннĕ вăхăтра вăл Похвиçнĕре тухса тăракан «Сталин çулĕпе» хаçатпа тачă çыхăну тытать. Унăн статйисем çав хаçатра тăтăшах пичетленнĕ, шкулти художествăлла пултарулăх, кĕвĕ, ташă кружокĕсене тăтăшах çӳренĕ. Тăван ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан «Канаш» колхозра тимĕрçĕре ĕçлет. 1960 çул ăна салтака илеççĕ. 1962-1964 çулсенче Энгельсри (Саратов облаçĕ) радиотехника училищинче вĕренет. 1965-1986 çулсенче хĕсметре вăл офицер должноçĕнче тăрать. Майора çити ӳсет. 1981 çулта вăл Куйбышеври (хальхи Самар) педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать. 20 çул ытла çар хĕсметĕнче пулнă вăхăтра хăйĕн статйисене «За Родину», «На страже» çар хаçачĕ-сенче, «Вестник ПВО» журналта пичетлет.
Хĕсмет хыççăн 1986-1989 çулсенче Ульяновскри автомеханика техникумĕнче военрукра, облаçри военкоматра пай пуçлăхĕн аслă пулăшуçинче вăй хурать. 2004 çулччен пĕр çар чаçĕнче пуçлăхăн аслă пулăшуçинче ĕçлет. 2004 çултан вара пĕтĕм вăй-халне таврапĕлӳ ĕçĕ çине ярать. Архивсенче чакаланать, тĕпчет.
Михаил Андреевичăн çакăн пек кĕнекисем тухнă: «Моя Родина Ибряйкино» (2004), «Краткая чувашская народная энциклопедия Похвистневского района Самарской области» (2009), «Серебряные россыпи И.Я.Яковлева» (2008), «Карта школ, мастерских, церквей, сельскохозяйственны х ферм, открытых педагогом-просветит елем И.Я.Яковлевым в населенных пунктах Симбирской губернии с 1868-1920 гг.» (2009), «Горжусь, чуваш, тобой» (2009), «Гвардейский Смоленский шестиорденоносный» (2010), «Солдаты трудового фронта» (2010), «Введение в историю Волжской Булгарии» (2011).
М.А.Аляпкин И.Я.Яковлевăн хваттер –музейне пулăшас енĕпе те пайтах ĕçлерĕ. Чăваш халăх академикĕ, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне илнĕ. Алексей Талвир ячĕллĕ преми илме тивĕçлĕ пулнă, Писательсен союзĕнче тăратчĕ.
Михаил Андреевич патшалăхăн пилĕк медальне, СССР хӳтĕлев министерствин виçĕ медальне, чăваш халăх ӳнерпе ăслăлăх академийĕн Спиридон Янтуш медальне тивĕçнĕ.
 
: 339, Хаçат: 28 (1326), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: