Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Июлĕн 23-мĕшĕнче Нева çинчи çапăçусем иртнĕренпе 775 çул пулать. Ку вăрçă Александр Ярославич ертсе пыракан вырăс çарĕпе шведсем хушшинче пулса иртнĕ.
 
XIII ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕнче Раççей çийĕн Хĕвеланăç енчен хăрушлăх тухса тăрать. Раççейĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енне монголсем аркатсан Новгородпа Псков хулисен урăх ниçтан та пулăшу кĕтме пулмасть. Çакăнпа усă курса шведсемпе нимĕç рыцарĕсем вырăс çĕрĕсене çăмăллăнах тапăнса кĕрессе шаннă. Пĕрремĕш утăм шведсем тăваççĕ. Новгородра вĕсен планне тата вырăссене католиксен тĕнне ирĕксĕр йышăнтарма шутланине пĕлнĕ.1240 çулта çулла шведсен çарĕ (Биргер ертсе пынă) карапсемпе Нева шывне кĕрсе Ижоры пырĕнче чарăнать. Александр патне çырупа хăй çыннине ярать. Унта вăл çапăçусăрах парăнма ыйтать. Александр васкаварлă дружина пухать. Ытти çĕртен пулăшу кĕтме вăхăт юлманнипе вăл Новгородран хăй ирĕкĕпе пулăшма хатĕррисене пуçтарать. Шведсем Александр ăнсăртран тапăнса кĕрессе кĕтмен, çавăнпа хирĕç тăрса та ĕлкĕреймен. Вырăссем шведсене хăваласа яраççĕ, карапĕсене сиен тăваççĕ. Çапăçура Александр 20 çын çеç çухатать, шведсем вара вилнисемпе виçĕ кимĕ тултараççĕ, ыттисем çыран хĕрринче выртса юлаççĕ. Çапла Александрăн çарĕ Новгород хулине тата Невапа Финн заливне тытса илме памасть. Çавăншăн халăх паттăрне Александр Невский хушма ят параççĕ. Тепĕр икĕ çултан (1242 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче) вырăс çарĕ Чудское кӳллин пăрĕ çинчи çапăçура ливон рыцарĕсене çапса аркатать. Икĕ çĕршыв хушшинчи килĕшĕве вырăссем хушнă пек тăвать. Çапла хĕвеланăç енчен тапăнасси 100 çула чарăнса ларать.
Александр Невский – Раççей историйĕн тĕп геройĕсенчен пĕри. Вăл Раççей çĕршывне тăшмансенчен сыхласа хăварса Владимир хулине тĕп хула туса хураканĕ, урта вăрă-хурахĕнчен сыхлаканĕ, Мускав кнеçĕсен йăхне никĕслекенĕ.
Вăл нихçан та, никама та парăнса курман. Хăйĕн çар ăсталăхĕпе чеелĕхне пула Раççей çĕршывне нумай тăшманран сирме пултарнă.
 
: 641, Хаçат: 28 (1326), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: