Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку ĕç 70-мĕш çулсенче пулса иртнĕ.
Ялта пирĕн кӳршĕре пурăнакан Кирук пиччене яланах сума сунă. Алли ылтăн пулнăран. Пуçăннă ĕçе яланах тĕплĕн пурнăçланăран. Вăл колхоз выльăх-чĕрлĕхне пăхнă. Сăнӳкерчĕкĕ Хисеп хăми çинчен илĕнмен. Хĕрĕхелле çитсе пыракан Кирук пиччен ялан лаша пек вăй хунипе ача-пăчаллă пулма шухăшĕ те пулман пулĕ çав...
Пĕррехинче ăна уяв кунĕ юлташĕсем хăнана чĕннĕ. Вĕсем Кирук пиччене авлантарма шут тытнă иккен. Миккуль пичче ун валли Çĕнĕ Упи хĕрне – вунă çул кĕçĕнтереххине – тупса хунă.
Кирук пиччене ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те лаша кӳлсе хĕр илме кайнă. Юрă шăрантарсах хĕр пурăнакан çурт тĕлне чарăннă. Кĕнĕ. Калаçнă. Хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ те хирĕç пулман. Çураçнă пикене Кирук пичче килне лартса килнĕ. Килтисем – ватă амăшĕпе шăллĕ – тĕлĕнсех кайнă.
- Туй тума эпир хатĕрленмен, - тенĕ амăшĕ.
- Маюк аппа, ан пăшăрхан, аншарлине те, апат-çимĕçне те тупатпăр. Вĕсем темех мар, тимĕре хĕртнĕ вăхăтра ĕçе кĕртесчĕ. Кирук та, хĕрĕ те хирĕç мар, - тенĕ каччă юлташĕсем.
Туй кĕрекине самантрах хатĕрленĕ. Ĕçкĕ-çикĕ пуçланнă. Маюк аппа савăннипе туй халăхĕпе пĕрле ĕçнĕ, çинĕ.
- Кирук ачам, телейлĕ те нумай ача-пăчаллă пул, - пилленĕ амăшĕ.
Кирук та, малтанах ӳсĕрĕлнĕскер, черкке хыççăн черкке ӳпĕнтернĕ. Ăна кравать çине йăтса кайсах вырттарнă. Кăвак çутăпа туй халăхĕ килĕсене саланнă.
- Кинĕм, санăн халĕ вăтанмалли çук. Салтăн та Кирук çумне кĕрсе вырт. Эсир халĕ арлă-арăмлă, - тенĕ Маюк аппа.
Çутăлнă. Кирук та урăлса çитнĕ. Хăй çумĕнче хĕр выртнине асăрханă.
- Мĕн амакĕ ку/ Ман çума выртма мĕнле хăюлăх çитертĕн/ - тустарма тытăннă хĕре.
- Кирук, эпĕ халĕ санăн арăму. Çĕркаç мĕнле чаплă туй турăмăр! Сан патна эпĕ ирĕксĕр килмен. Хăвăр лашапа лартса килтĕр.
- Мана арăм кирлĕ мар! Тухса кай! – кăшкăрнă Кирук.
- Çук, упăшкам, эпĕ ку çуртран тухса каймастăп! Атте-анне, ял-йыш умне мĕнле питпе курăнас/ Вĕсем мĕн калĕç/
- Эпĕ санпа пурăнмастăп! Мана çынсем тупса панă арăм кирлĕ мар! Кирлех пулсан хамах тупатăп! – хăйĕннех пенĕ Кирук.
Кăшкăрашнипе Кирук шăллĕ вăраннă.
- Пичче, мĕн авланнă-авланманах арăмна вăрçатăн/ Эсир халĕ пĕр-пĕрне чуптуса та юратса çеç пурăнмалла.
- Çитет, эс те пулин мана ан вĕрент. Манса ан кай, эпĕ санăн пиччӳ, - тенĕ Кирук. – Мана ку хĕр кирлĕ мар! Эсĕ те çирĕм çиччĕри каччă. Кирлĕ пулсан – авлан. Зоя санпа пĕр çулалла. Вăл манран вунă çул кĕçĕн. Туй туни сая ан кайтăр. Пĕрле пурăнма тытăнăр. Эпĕ хирĕç мар.
- Хытă ан шавлăр-ха, ачамсем, пуçăм çурăлса каясла ыратать. Ытлашширех ĕçрĕм пуль çав, - тенĕ ыйхăран вăраннă Маюк аппа.
- Анне, мана арăм кирлĕ мар. Вăхăт çитсен хамах тупатăп, - тенĕ Кирук хулăн сасăпа.
- Ачам, ял-йыша култарар мар. Миккуля хĕр тупса панăшăн тав тăвар. Хĕрĕхе çитрĕн вĕт, хăçан хăв тĕллĕн хĕр тупса авланнă пулăттăн/
- Анне, ку сан ĕçӳ мар. Авланасси манран килет, - парăнман ывăлĕ. –Валюк авлантăр, Зоя унпа пĕр çулта. Лайăх мăшăр пулать.
- Валюк, эсĕ хирĕç мар-и/ Çапса вĕлереймĕн вĕт Кирука. Пултарайман çынран пулмасть пулĕ çемье çавăрса ача-пăчаллă пуласси. Валюк, мăшăрлан, Зоя начар хĕр мар, - тархасланă амăшĕ кĕçĕн ывăлне.
Чăнах та, Валюк килĕшнĕ. Авланса Зойăпа пурăнма пуçланă.
Каярахпа çамрăк мăшăр ашшĕ-амăш çуртĕнчен уйрăлса тухнă. Кермен пек çурт тунă. Ача-пăчаллă пулнă. Ял тĕлĕнсе тăмалла пурăннă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă.
Кирук вара ĕмĕрне пĕчченех пурăнса ирттернĕ. Уншăн колхозра ĕç пĕтмен. Юлташĕсем ăна хăнана чĕнми те пулнă.
- Миккуль юлташăма нихçан та каçармастăп. Вăл мана туй мыскари кăтартса çемьеллĕ пурнăçран пистерчĕ, - тенĕ Кирук пичче.
 
Ульяновск хули.
 
: 638, Хаçат: 28 (1326), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: