Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 27-мĕш номерте.)
 
- Анне, ан тертлен-ха, эпĕ те сан пекех çичĕ юта юрама тăрăшăп. Анчах та çукшăн, çуратман «ывăлушăн» чунна ан çунтар, пире те ан кӳрентер,- хуравларĕ Çинук.
- Сана, хĕрĕм, сăмахпа çĕнтереймĕн.
- Турă çырнă пулсан Люпукпа манăн мăшăрсене ывăлусем вырăнне хурса хисеплесе пурăнăн, анне.
- Çаплине çапла пултăр та – кĕрӳ ывăл мар, кин хĕр мар теççĕ халăх хушшинче,-терĕ амăшĕ...
Ваньăн тăван ялĕ Мелекесс тăрăхĕ-нче вырнаçнă. Йĕри-тавра вăрманлăх, хир. Вырăнĕ хитре. Чăвашсемпе тутарсем пĕрле пурăнакан ялтан вăл. Чăвашла пит лайăх калаçать пулин те тăван чĕлхене шкулта вĕренмен. Юлашкинчен хăнана килсен Ваня «тăванĕсене» комсомол путевкипе çĕнĕ çĕр уçнă çĕре тухса каясси пирки пĕлтерсе хăварчĕ. Çамрăк чĕри çапла хушать.
Çур çултан Ваня целинаран хăнана килчĕ. Пĕве çитнĕ хĕрсем ун çине куçĕ-сене уçса пăхма та вăтанчĕç. Улшăнмаллипех улшăннă, чиперленнĕ вăл.
-Ывăлăм, сана хĕрсемпе паллашма та вăхăт. Епле хитре хĕрсем ӳсеççĕ пирĕн урамра, пĕринчен тепри лайăхрах. Чунна илĕртекенни пур-и/ Пĕрне суйласа ил,- терĕ Улюк.
-Çук, анне, эпĕ хĕр суйлама мар, Çинука хампа пĕрле илсе каяс шухăшпа килтĕм,-сăмах хушрĕ Ваня.
Пикене ку шухăша пĕри те пĕлтермерĕ. Çинук вăтам пӳллĕ. Сăнĕ-пе те никама тĕлĕнтермеллех хитре мар. Ваня çине куçне уçса пăхма та хăяймарĕ, сăмах чĕнсе калаçма та вăтанчĕ.
Ваньăн шухăшĕсене амăшĕ çийĕнчех хирĕçлерĕ.
- Çу-ук, çу-ук, ывăлăм, Çинук питĕ çамрăк та айван-ха, килтен ниçта та тухса курман, ют çĕрте çухалсах кайĕ,- шартах сикрĕ Улюк.
Çак шухăшсемпе Ваня темиçе хутчен те сăмах хускатрĕ, вĕрентсе професси илме пулăшасса та, çитсенех уйрăм хваттер парасса та шантарса ӳкĕтлерĕ амăшне. Лешĕ ăна Çинукпа хăйпе калаçма чарчĕ. Каччă итлерĕ. Пурнăçа кĕртеймен шухăшĕсене пуçтарса Ваня инçе çула тухса кайрĕ. Çитсенех пĕлтерсе çыру çырчĕ. Сăмахĕсем туслăх-тăванлăх туйăмĕсене тата çывăхлантарса пычĕç.
Акă Люпук та вунçичĕ çула çитрĕ. Тăван амăшĕпе, йăмăкĕпе сывпуллашса Çĕпĕрти пысăк стройкăна тухса кайрĕ.
- Çамрăклăх-шухлăх, тытса чарма та çук ку чух ачу-пăчуна,- мăкăртатрĕ Улюк.
Çинукăн шăпи ялпа çыхланчĕ, вĕренме каяс шухăшне те амăш хирĕçлерĕ. Уншăн халĕ ферма алăкĕ анчах яри уçрĕ. Кун каçиччен ĕçлесе халтан кайнă хыççăн яш-кĕрĕме пурпĕ-рех урам, клуб илĕртет, кăмăла юрă-ташă çĕклет.
Кĕрхи тĕттĕм каç витререн тăкнă пек шăпăртаттарса çумăр çăвать. Çинукпа юлташĕсем тантăшĕ патне алă ĕç тума пуçтарăнса ларчĕç. Юрла-юрла тĕрĕ тĕрлесе ларакан хĕрсем алăк яри уçăлса кайнипе шартах сикрĕç. Пӳрте ишсе çăвакан вичкĕн çумăрта йĕпеннĕ хăюллă та çӳллĕ салтак кĕрсе тăчĕ.
- Сывлăх сунатăп çамрăк хĕрсене! – рапорт панă пек саламларĕ вăл.
- Ваня, Ваня, эсĕ ăçтан килтĕн çапла/- тĕлĕнсе кайсах çуйхашрĕ Çинук.
Ĕç хыççăн ĕшенсе, тĕлĕрсе кайнă амăшĕ хĕрĕн сассипе вăранса тĕпелтен тăрса тухса Ваньăна ыталаса илчĕ.
- Ывăлăм, Ванюкăм, ăçта çӳрерĕн хальччен/ Нумайранпа курман вĕт сана, ачам. Епле майпа çавăрса килчĕ сана Çӳлти Атте/- ĕсĕклерĕ Улюк.
-Лăпланăр-ха, тăванăмăрсем, веçех йĕркипе каласа кăтартăп,-терĕ Ваня.
Амăшĕ ывăлне вĕри чей ĕçтерчĕ, хăналарĕ.
Унтан Ваня хăйĕн пурнăçĕ çинчен калаçу пуçларĕ. Салтак пулма çул çитнĕ Ваня офицерсем хатĕрлекен çар училищинче вĕренет. Кĕске вăхăтлăха ăна килне канма янă. Пулас офицер вăхăтне сая ямасăр кунта васканă иккен.
-Ирхине сакăр сехете чаçа çитмелле,- пĕлтерчĕ Ваня.
- Ан пăшăрхан, ывăлăм, выртса кан, ирхи пуйăс пиллĕк çитсен пулать, вăратса, ăсатса ярăпăр. Çинук та çав вăхăтрах ĕçе каять. Ан кулян, ывăлăм, канлĕ ыйхупа çывăр,- терĕ амашĕ тĕпелте вырăн сарса.
Çинук алăк патĕнчи вырăн çине выртнă-выртман мăшлаттарса çывăрса кайрĕ.
-Ĕшенет пулĕ çамрăкскер, кунĕпе ĕçре,- шеллерĕ амăшĕ хĕрне.
Ваня темĕнччен çывăрса каяймасăр енчен енне çаврăнкаласа выртрĕ. Унталла-кунталла куçнă майăн кравачĕ чĕриклетсе ыйхине уçсах ячĕ. Вăл тăрса ларчĕ. Амăшĕ те çывăраймарĕ. Пусарса хунă лампа çутине çӳлелле хăпартса Çинукăн кĕнекисен хушшинчен юрă альбомне туртса кăларчĕ. Ача-пăчалла çырнă юрăсемсĕр пуçне нимĕн те çук унта.
Мĕн пулса иртнине сăнаса выртакан Улюк хăй çывăрманнине пĕлтересшĕн пулса кĕххĕм-кĕххĕм! тукаласа илчĕ.
Ваня чернилпа ручка илсе альбом çине йĕр хыççăн йĕр шăрçаларĕ. Çырса пĕтерсен альбома вырăнне хурса тарăн ыйха путрĕ.
Çĕрле мĕн пулса иртни çинчен никам та аса илмерĕ. Кашни хăйĕн çулĕпе: Çинук – ĕçе, Ванюк – пуйăса васкаса тухса кайрĕç. Улюк аппа ывăлĕпе хĕрне сывлăх, ырă çул сунса ăсатса ячĕ.
Темиçе кун иртнĕ хыççăн Çинук клубран çĕнĕ юрă вĕренсе килчĕ, манса кайиччен альбомĕ çине çырса хурас тесе уçрĕ. Палланă почеркпа çырнă йĕркесене курсан шартах сикрĕ, чĕри тухса тарасла тăпăртатрĕ. Хăш вăхăтра çырса хума ĕлкĕрни тĕлĕнтерчĕ Çинука. Хыпăнса ӳксе пике çак йĕркесем тăрăх куçне чуптарчĕ. Унта «Испытание верности» кинофильмри юрă сăмахĕ-сем сăнарланнă: каччă юратнă хĕрне чунĕнчен савни çинчен калама вăй-хал çитереймесĕрех пăрахса каять. «Сывă юлăр, Зинаида Петровна, манăн юрлайман юрă!»-тенĕ Ванюш сăмахне вĕçлесе. Виçĕ саспаллипе вĕçленĕ: П.В.Г.
Çинук юрă сăмахĕсене темиçе хутчен те вуласа тухрĕ, анчах каччă мĕн пирки çапла çырнине ăнланаймарĕ. Татăклăн калаçса курман çамрăк тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ пикене.Ку тĕлпулу хыççăн Ваньăран вăрах вăхăт пĕр хыпар-хăнар та пулмарĕ. Амăшĕ кăна çыру кĕтсе асапланчĕ, тĕрлĕ шухăшсемпе пуçне ыраттарчĕ.
Çул хыççăн çул сисĕнмесĕрех хăвăрт чупать. Улюк ывăлне аса илет. Пĕррехинче хăйсах Çинукран ыйтрĕ вăл.
- Хĕрĕм, мĕншĕн Ваня хыпар ямасть-ши, мĕн туса кӳрентертĕмĕр-ши ăна/ Çинук, ачам, эсĕ кӳрентермерĕн пулĕ те ăна/ - пăшăрханчĕ амăшĕ.
Çинук çитĕнсе çитрĕ. Качча кайса çемье çавăрчĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те тăрăшса ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Кил-çурт туса лартрĕç, тăватă ача ашшĕ-амăшĕ пулса тăма ĕлкĕрчĕç.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 291, Хаçат: 28 (1326), Категори: Шевле çути

Комментарисем:

Lore (2016-06-30 22:33:06):
Pin my tail and call me a doeynkĔ that really helpedĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: