Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шел, пурнăçра чуна кулянтаракан самантсем тупăнсах тăраççĕ. Уйрăмах ватлăхра. Сăмахран, çывăх çынсене инçе çула ăсатсан чун хурланать, тăкăсланса çитет.
Нумаях пулмасть эпĕ инçетрен кĕске вăхăтлăха канма килнĕ юратнă мăнукăма ăсатрăм. Кил-çуртра пĕччен тăрса юлнă хыççăн чун-чĕрене тунсăх, кичемлĕх туйăмĕ çатăрласа илчĕ. Аптранипе вырăс поэчĕн Ю.Лермонтовăн «Парăс» сăвви аса килчĕ. Унта çырса кăтартнă тинĕсри çил-тăвăл куç умне чĕррĕн тухса тăчĕ. Çав самантра вăл шăпах манăн чун пăлхавне çывăхчĕ. Алла ручка тытса çак сăвва куçарма лартăм.
Хăй вăхăтĕнче ку сăвва чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов куçарнă-ха. Питĕ чаплă, оригинала çывăх куçарнă. Ман шутпа, Константин Васильевич çав сăвва куçарма ахальтен суйласа илмен. Унăн кĕске кун-çулĕ те тикĕс пулса пыман, чуна пăшăрхантаракан, салхуллă самантсем сахал мар пулнă. Кун пирки вăл сăввисенче тӳрремĕнех çырать. Пысăк мар «Ватă вăрман шухăшĕ» сăввине илер-ха: «Асап килсен, хĕн килсен Шухăшласа ларатăп: Çамрăк вăхăт, ыр вăхăт, Ăçта эсĕ çухалтăн/ Çамрăк кунсем, ыр кунсем Иртсе кайрĕç тĕлĕк пек. Асап, хĕн-хур халĕ пур, Килчĕç хура пĕлĕт пек».
Сăмах май каласан 2010 çулта пичетленсе тухнă сонетсен тăваттăмĕш кĕнекине эпĕ те «Ватă Юман шухăшĕ» тесе ăнсăртран ят паман.
К.Иванов «Парăс» сăвва куçарнă чух ун виçине пăртак улăштарнă, виçĕ стопаллă анапест виçине килĕштернĕ. Манăн вара кашни шкул ачи пĕлекен сăвва авторĕ суйласа илнĕ тăватă стопаллă ямб виçипех куçарса пăхас килчĕ. Ара, пирĕн чăваш чĕлхи те калама çук пуян-çке. Унпа темĕнле кăткăс шухăша та тĕрĕс çавăрттарса калама пулать. Çакна вулакан хăй хаклама пултарĕ.
 
Куçаракантан.
 
Парăс
 
Ишет пĕччен шап-шуррăн парăс
Сенкер тĕтреллĕ тинĕсре.
Ютра шырать-и çак вăл ăрăс/
Мĕскер çитмен тăван енре/
 
Хумсем шавлаççĕ, çил пĕр харăс
Авать ким каштине кăран.
Телей вăл шырамасть -- çав парăс,
Тупăнайсан тармасть унран.
 
Куçа шартать шыв çăтăл-çăтăл,
Хĕвел шевли сапать çӳлтен.
Ишевçĕ хăй çĕклесшĕн тăвăл,
Унра хавха тупасшăн тен.
 
: 654, Хаçат: 28 (1326), Категори: чунри

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: