Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ялавăрта пурăнакан Валерий Харитоновпа курса калаçичченех ун пирки нумай ыррине илтрĕм. Вăл нумай çул Крупская ячĕллĕ колхозăн председателĕ пулнă. Тăван ялĕшĕн чунне парса ĕçленĕ. Колхоз ятне çĕклес тесе ырми-канми тăрăшнă. Шел, сывлăхне пула çак ĕçе вăхăтсăр пăрахма тивнĕ.
 
Валерий Викторович çак ялтах çуралса ӳснĕ. Шкул пĕтерсен Ульяновскри политехника институтĕнчи строительство факультетне вĕренме кĕнĕ. 1976 çулта пĕтерсен ăна направленипе Горький (халĕ Чулхула) хулине ĕçлеме яраççĕ. Вăл ют çĕрте ĕçлеме килĕшмест. Мускав урлă тепĕр хут распределени туса хăй çуралнă ялта хăварма ыйтать. Çав çулах колхозра прорабра ĕçлеме пуçлать. Яваплăха туйса ĕçлекенскере унтан партком секретарьне суйласа лартаççĕ. Тепĕр виçĕ çултан ăна халăх Крупская ячĕллĕ колхоз председателĕн тилхепине шанса парать. Тăхăр çул туртать вăл çак çăмăл мар лава. Пĕррехинче руль умĕнче ларакан пĕр ӳсĕр çынна пула Валерий Викторович пĕр самантра сывлăхне çухатать. Нумай вăхăт хушши çурăм шăммине, урине сиплеме тивет ăна. Çавăнпах вăл председатель ĕçне пăрахать. Ура çине тăрсан райком ăна таврăнма чĕнет, Валерий Викторович килĕшмест – ĕлĕкхи пек вăй-хал çуккипе ĕнтĕ.
– Пирĕн колхозăн 800 ытла пуç ĕнеччĕ, 2 пин пуçа яхăн пăру, 3 пин пуç сысначчĕ. Халăх тăрăшса ĕçлетчĕ. Дояркăсемпе механизаторсем тата арçынсем валли ĕç пурччĕ. Хĕрсене те ялтан ярас килместчĕ. Эпир вара çак йывăрлăхран тухма та çул тупрăмăр: Ульяновскри «Руç» çĕвĕ фабрикине кайрăмăр. Колхозра филиал йĕркелес ĕçе пуçăнтăмăр: çĕвĕ машинисем туянтăмăр, çурт юсаса çĕвĕ цехĕ уçрăмăр. Хĕрарăмсен аялти кĕпе-йĕмне çĕлеме тытăнтăмăр. Çапла 70 яхăн хĕрпе хĕрарăм валли ĕç пулчĕ. Вĕсемех колхоз пахчине тухса ĕçлетчĕç, – хавхаланса каласа парать Валерий Викторович. – Пĕлетĕр-и, пирĕн ялта районĕпе чи чаплă стадионччĕ! Унта çăмăл атлетсем чупмалли çул тунăччĕ. Футбол, волейбол командисем пурччĕ. Хамăрăн тир, йĕлтĕр бази, гимнастика залĕ, саунăпа душ кабини, канмалли тата хывăнса тăхăнмалли пӳлĕмсем ĕçлетчĕç. Хуларинчен пĕрре те кая марччĕ.
Эпир тата хоккей курупки туса лартрăмăр. Хоккей командине «Колос» ят патăмăр. Ĕненетĕр-и, вĕсем облаçри первенствăра çĕнтерме пултарчĕç! Пĕрре кăна та мар. Ялавăр ятне çӳллĕрен те çӳллĕрех çĕклени пире тата хавхалантарчĕ. Нумаях пулмасть «Колос» команда 30 çул тултарнине паллă турăмăр. Облаçран та килнĕччĕ. Ветеран хоккеистсене пуçтартăмăр. Парнесем патăмăр, асăнмалăх медальсем çакса ятăмăр. Питĕ савăнăçлă паллă турăмăр çак куна.
Валерий Викторович пуçлăх пулнă çулсене ялавăрсем халĕ аванпа çеç аса илеççĕ, паянхи пирки вара пăшăрханса калаçаççĕ.
– Йăлт пĕтрĕ, йăлт арканчĕ. Ял пушанса пырать. Çамрăксем юлмаççĕ. Юлсан та мĕн ĕçлемелле кунта/ Ĕç çук. Чĕре ыратать. Эх, Валерий Викторович пекки пулсанччĕ, – теççĕ пирĕн калаçăва хутшăнса ялти ватăсем.
Валерий Харитонов килĕнче алă усса лармасть. Вăл ял пурнăçне хастар хутшăнать. Ялти Культура çурчĕ йĕркелекен мероприятисенче яланах курма пулать. Вăл ял уявĕсене, Ялавăртан тухнă паллă çынсен юбилейĕсене ирттерме пулăшать.
– Пирĕн çĕр нумай чаплă çын парнеленĕ: Алексей Ургалкин актер, Петр Ургалкин художник, Петр Ишутов поэт-прозаик, чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ обществин 1-мĕш председателĕ Иван Кирюшкин... Паллă актер çуралнăранпа 105 тултарнине тивĕçлĕ паллă турăмăр. Ун тĕлне пуян стенд хатĕрлерĕмĕр.
Кĕркунне Анатолий Ермилов-Юманпа тĕлпулу ирттересшĕн, – тет вăл.
Валерий Викторовича Атăл тăрăхĕнчи çар округĕн сучĕн (вăл Самарта вырнаçнă) облаçри присяга заседательне çирĕплетнĕ. Пушă вăхăтра çемье пуçĕ килти ĕçсемпе аппаланать. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Кĕрĕвĕсем – вырăс. Кукашшĕ мăнукĕсемпе йăх-тымар пирки калаçма юратать. Пĕри нумай шутласа çӳренĕ хыççăн унран: «Асатте, апла эпĕ чăваш та, тутар та, вырăс та, украинец та, мордвин та-и/» – тесе ыйтать.
Паллах, эпир унпа чĕлхе пуласлăхĕ пирки те калаçрăмăр. Ку таранччен «Канаш» хаçата çырăнманнипе вăл кăштах аванмарланчĕ. Эпир ялтан тухса кайичченех почтăна кĕрсе çырăнчĕ.
Валерий Викторовича паян ялти чи сумлă çынсенчен пĕри теме пулать. Вăл пуриншĕн те çунать, чĕри пуриншĕн те ыратать.
 
Çинкĕл районĕ.
 
: 722, Хаçат: 29 (1327), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: