Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кун пирки кĕпĕрнаттăр çумĕнчи Нацисен хутшăнăвĕн канашĕн ларăвĕнче кĕпĕрнаттăрăн советникĕ, облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Сваев каланă.
 
Лару облаçри правительствăра иртнĕ. Унта чăвашсен, мордвасен, еврейсен, нимĕçсен наципе культура автономийĕсен, «Русский дом», «Союз армян России», «Всероссийский азербайджанский конгресс», «Вьетнамское общество «Солидарность» обществăлла организацийĕсен председателĕсем тата ыттисем хутшăннă. Вĕсем регионта пурăнакан Раççей халăхĕсен этнокультура енчен аталанччăр тесе кăçал мĕнле ĕçсем туса ирттернине сӳтсе явнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă.
РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă задачăсенчен пĕри – нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетесси. Правительство облаçра пурăнакан кашни халăх çыннине регионта хăтлă пултăр тесе тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Чăваш, тутар тата мордва чĕлхисемпе тухакан хаçатсен учредителĕ. Кăçал нацисен обществăлла организацийĕсене аталанма проектсен конкурсне ирттерме палăртнă, кун валли 3 миллиона яхăн грант укçи уйăрнă.
Социологи тĕпчевĕпе, регионта пурăнакан çынсен 95 проценчĕ хăйне ирĕклĕ, наци енчен хĕсменнине туять, халăхăн иккĕ виççĕмĕш пайĕ наци уявĕсем пирки информаци илсех тăрать.
Ульяновск облаçĕнче 2006 çултанпа кĕпĕрнаттăр çумĕнче Национальноçсен канашĕ ĕçлет. Нацисен обществăлла организацийĕсем правительствăран укçа-тенкĕ, пурлăх, информаци енчен пулăшу илсех тăраççĕ.
Тĕрлĕ халăх хушшинче хирĕçӳ ан çуралтăр тесе мероприятисем те тăтăшах иртеççĕ. Çак тĕллевпех облаçра «Центр адаптации мигрантов» проект ĕçе кĕнĕ. Кĕпĕрнаттăр сĕнĕвĕпе облаçра 2015-2018 çулсене «Укрепление единства российской нации и этнокультурное развитие народов России на территории Ульяновской области» патшалăх программи хатĕрленĕ. Вăл ĕçлет.
 
: 380, Хаçат: 29 (1327), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: