Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Регион пуçлăхĕ облаçри пур культура тата спорт учрежденийĕсене шкул ярмăрккисене хутшăнма чĕннĕ.
– Ашшĕ-амăшĕн ярмăрккана пырсан ача валли килĕшӳллĕ тата хаклах мар шкул форми туянма тата çав вăхăтрах ăна пĕр-пĕр спорт секцине е кружока çырăнтарма, медицина ĕçченĕсенчен кирлĕ сĕнӳ илме май пултăр. Шкул ярмăрккисем суту-илӳ вырăнĕ кăна мар, кирлĕ информаци илмелли лапам пулмалла, – тенĕ Сергей Морозов.
Кун пек пĕрремĕш ярмăркка Заволжски районĕнче Çĕнтерӳ 50 çул ятлă площадьре утăн 25-мĕшĕнче иртнĕ.
Шкул ярмăрккисем облаçри кашни районтах иртĕç. Ульяновскра вĕсем кашни шăматкун пулĕç. Ленин районĕнче – çурлан пĕрремĕшĕнче.
 
Çырусен конкурсĕ вĕçленнĕ
Ульяновскра пĕтĕм Раççейри «Лучший урок письма» XIII конкурсăн регионти тапхăрĕ вĕçленнĕ. Ăна йĕркелекенĕ- «Раççей почтин» филиалĕ.
Облаçри районсенче вĕренекен ачасем тăванĕсемпе юлташĕсене çыру çырассипе тĕрлĕ конкурс номинацийĕсенче ăмăртнă. Унта вĕсем телейлĕ çемйипе мĕнлерех тĕнчере пурăнма ĕмĕтленни çинчен çырнă. Учительсем хăйсен «Письма в нашей жизни...» урокĕсен проекчĕсемпе паллаштарнă. Конкурса 100 яхăн конкурс ĕçĕ тăратнă.
– Ачасем хăйсен сочиненийĕсенче питĕ кăткăс тата пачах ачасен мар темăсем çĕклеççĕ. Шел, кăçал учительсенчен питĕ сахал ĕç килчĕ. Тĕрĕссипе, вĕсен хăйсен проекчĕсемпе ачасене тĕслĕх кăтартмалла. Эпĕ чĕмпĕрсен ĕçĕсем пĕтĕм Раççей конкурсĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанса тăратăп,-тенĕ Раççей почтин филиалĕн пуçлăхĕ Елена Калимуллина.
 
Çамрăк инженерсем ăмăртнă
Ульяновскри моторсем кăларакан «Группы ГАЗ» заводра вăй хуракан Михаил Елизаров инженер-технолог наукăпа техника конференцийĕн призерĕ пулса тăнă.
Вăл хатĕрленĕ проект 3-мĕш вырăн йышăннă.
Çамрăк инженер EvoTech 2,7 çĕнĕ двигателе хута ярассипе проект тăратнă. Михаил Елизаров конструкцие улăштарса детальсен шутне ӳстерме тата технологие çĕнетме сĕнет. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, ĕç те хăвăртланать, тăкакĕсем те чакаççĕ.
Конференцие предприятири 35 çула çитмен 60 ытла çамрăк хутшăннă.
Аса илтеретпĕр: Ульяновскри мотор завочĕ Раççейри автомобильсем туса кăларакан пысăк «Группы ГАЗ» холдинг йышне кĕрет. Завод туса кăларакан тĕп продукци-- бензинпа тата газпа ĕçлекен УМЗ-4216, EvoTech 2,7 двигательсем.
 
Картишсен паспорчĕ пулĕ
2016 çул тĕлне Ульяновск облаçĕнче çуртсен çумĕнчи территорин стандарчĕ тата кил картисен электрон паспорчĕ пулмалла. Çакна тума «Пятилетка благоустройства» регион проектне хатĕрлес тĕллевпе пуçтарăннă канашлура Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр сĕннĕ.
Стандарта ултă пункт кĕмелле: ача-пăча площадкисем, урамри çутăсем, тавралăха ешĕллетесси, машинасене лартмалли тата çӳп-çап пуçтармалли вырăнсем, информаци кĕтесĕ.
Паспортра нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăма мĕн кирли, картишĕнчи оборудованин паянхи тĕсĕ пулмалла. Облаçри ЖКХ, строительство тата транспорт министрĕ Александр Букин пĕлтернĕ тăрăх, халĕ виçĕ саккун проектне хатĕрлес ĕç пырать: çурт-йĕршĕн яваплисене çирĕплетесси, кил хушшисене тирпей-илемре тытса тăрасси тата çак тытăмра патшалăх пулăшăвĕпе усă курас йĕркене çирĕплетесси.
Канашлура тĕслĕхлĕ ял тăрăхĕ йĕркелеме сĕннĕ. Унта хăтлăх, культура тата спорт тĕлĕшĕнчен халăха пурăнма йăлтах пултăр. Çак шая ытти ял тăрăхĕсем те çитме тăрăшчăр. Çаплах халăха чăмăртас тĕллевпе тĕрлĕ уявсем ирттерме сĕннĕ. Тĕслĕхрен, «Кӳршĕсен кунĕ», «Манăн урам», «Халăх паркĕ», «Тăван çĕршыва парне».
Унпа пĕрлех хăт кĕртес ĕçри саккуна пурнăçланине йĕрлесе тăрассине хытармаллине палăртнă.
 
: 744, Хаçат: 29 (1327), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: