Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри Саккунсем кăларакан Пуху юлашки ларăвĕнче “О сельских старостах” саккун йышăннă. Кун пек саккун Раççей Федерацийĕнчи пĕр регионта та çук.
Ялсенче старостăсем пулĕç. Тĕллевĕ – муниципаллă тата регионти ĕç тăвакан органсене ялти ĕç-пуçпа паллаштарасси. Старостăн власть органĕн йышăнăвĕсене халăх патне çитерсе ăнлантарса памалла.
Староста пулма яланах çак ялта пурăннă тата пурăнакан пенсионера, фермера, пурнăçри хастар, чи кирли – халăх хисеплекен çынна лартаççĕ. Вĕсем хăйсен ĕçне обществăлла майпа илсе пырĕç – ĕç укçисĕр. Кăштах хавхалантарас тесе старостăна уйăхне çул ӳреме 170 тенкĕ, çутăшăн, ăшăшăн тӳлеме – 325 тенкĕ компенсаци парĕç.
Пĕрремĕш тапхăрта, 2012 çулта, сăнав майĕпе облаçри 23 ялта старостăсем лартĕç. Вĕсен ĕçĕ курăнсан тата пĕлтерĕшлĕ пулсан – ытти ялсенче те.
Регионти мĕнпур ялта старостăсем лартсан область бюджетĕнчен 6 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. Сăнав ирттерме – 136,6 пин тенкĕ.
 
: 862, Хаçат: 41 (1133), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: