Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
А. Рафиков ачаранах десантник тумне юратнă, çартан килнĕ илемлĕ формăллă çамрăксем çине яланах ăмсанса пăхнă. Ун чухне вăл темиçе çултан хăй те çавăн пек çӳрессе пĕлмен-ха.
 
Андрей хутăш çемьере çуралса ӳснĕ: ашшĕ Василий Иванович – чăваш, амăшĕ Надежда Анатольевна – Беларуçран. Çемьери ултă ачаран Андрей – асли. Пурĕ вара Рафиковсен çемйинче виçĕ хĕр те виçĕ ывăл. Паллах, аслине йывăрлăхсем ытларах çакланнă, кĕçĕннисене пăхма амăшне пулăшнă. Аслă Нагаткинти вăтам шкултан 9 класс пĕтерсе тухсан вăл 27-мĕш профтехучилищĕне вĕренме кĕрет, тракторист-слесарь профессине алла илет. Анчах нумай ĕçлесе ĕлкĕреймест, 1998 çулхи кĕркунне çар комиссариатĕнчен ăна повестка параççĕ. Кашни каччă салтакра пулмалла текен шухăшпа вăл инçе çула тухса каять. Ашшĕ-амăшĕ пиллесе янине ялан пуçра тытма тăрăшать: тӳрĕ кăмăллă пул, командирсен сăмахне итле, çемье чысне ан варала, йывăрлăхсене тивĕçлипе чăтса ирттер, час-часах çыру çыр...
Каччă çар ретне тăнă вăхăта Чечняри пĕрремĕш вăрçă вĕçленнĕ пулнă ĕнтĕ. Хăрушă тапхăр иртсе кайнă тесе шутланă. Анчах бандитсем 1999 çулхи августра Дагестанри ялсене тапăнса кĕрсе çĕмĕрме, мирлĕ çынсене вĕлерме пуçлаççĕ. Андрей ку вăхăтра Ставрополь хулинче сывлăш десанчĕн çарĕнче хĕсметре тăнă, БМП водитель-механикне вĕренсе тухнă. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă – вăл илемлĕ форма тăхăннă десантник! Паллах, йывăрлăх сиксе тухсан десантниксене чи мала яраççĕ. Çамрăк салтак Дагестана пĕрремĕш ушкăнпа пĕрлех лекет. Самолета мĕн кирлине тиеççĕ те – малалла! Вĕсене ту çине пăрахаççĕ. Чăтма çук шăрăх, хăшĕсем кун пек çанталăка хăнăхманнипе тăнне те çухатаççĕ. Шыв çителĕ-клĕ мар, ăна вертолетран 100 литрлă резина баллонсемпе пăрахаççĕ, анчах вĕсем час-часах çивĕч чулсем çине ӳксе çурăлса каяççĕ. Боевиксем пĕр чарăнмасăр тапăнаççĕ, вĕсен атакисене сирсе ямалла. Вĕсен полкне кунта чылайăшпе тата пĕр уйăхран кăна илсе килеççĕ-ха. Унччен пĕтĕм йывăрлăх малтан килнĕ ушкăн çине тиеннĕ.
Кайран Андрей Чечняна çитет те тĕлĕнет – кунта веçех ишĕлчĕксем. Малашне вăл çакăнта ту çинче хĕсметре тăрать. Окопра икшерĕн тăнă, канма май çук. Тĕлĕрме пуçлатăн çеç – хăраса вăранса каятăн! Унтан та кунтан автомат сасси илтĕнет. Тăшман хăш енчен килсе çапасса пĕлместĕн – кашни самантра сыхă пулмалла. Унсăрăн сана тĕп тума пултараççĕ.
-Наркотикпа ухмаха тухнă бандитсем тапăннине миçе хут сирсе яман-ши эпир! Унта чеченецсем кăна мар, ют çĕршывсенчен килсе укçалла çапăçакан çулланнă, сухаллă боевиксем те нумайччĕ, – каласа парать Андрей Васильевич.
Вăл хăй чиперех юлнă-ха çапăçусем хыççăн, анчах çывăх юлташĕсем куç умĕнчех вилсе кайнине сахал мар курнă, çакна чăтса ирттернĕ. Хăй каланă тăрăх, ун пек чухне хăрани йăлтах пĕтет – юлташĕсемшĕн тавăрас шухăш çиеле тухать! Çак вут-çулăмран пĕр сурансăр тухни вара – хăй тĕлĕнтермĕш. Çук, юлташĕсен çурăмĕ хыçне пытанман вăл, шăпи çапла телейлĕ килсе тухнă. Унсăрăн А.Рафикова «За отвагу» медаль паман пулĕччĕç. Ăна вăл боевиксене тыткăна илнĕшĕн тивĕçнĕ. Автоматлă çынсене тытса чарасси çăмăл ĕç-и вара! Медале кăкăр çине сывлăш десанчĕн çарĕн командующийĕ Г.Шпак çакса ярать. Сăмах май, ку генерал хăй те Чечняра ывăлне çухатнă.
Аслă Нагаткин каччин кăкăрĕ çинче Суворов медалĕ те çиçет, ăна вара хăравçăсене памаççĕ. Суворов мĕнле çын пулнине пурте пĕлеççĕ.
Киле таврăнсанах мирлĕ пурнăçа хăнăхма çăмăл пулман Андрей Рафикова: вăрçă тăтăшах тĕлĕке кĕнĕ, хăй тыткăнĕ-нчен яман. Хăш чухне ун пекки халĕ те пулкалать. Паллах, çакна хăй унта пулман çынна ăнланма йывăр. Ун пек вилĕмле хăрушă лару-тăрура никам та пулса ан куртăр.
Андрей Васильевич 2006 çултанпа «Землемер» обществăра водительте вăй хурать. Мăшăрĕпе Галина Максутовнапа вĕсем икĕ ача ӳстереççĕ: Катя 13 çулта, Кирилл пĕр çул кĕçĕнрех. Пушă вăхăт тупăнсан вара çемье пуçĕ пулла çӳреме юратать. Ку «чир» ăна пуçĕпех тытса илнĕ, унта çулла та, хĕлле те каять. Хăй каланă тăрăх, йĕри-тавра вăл пулă тытма кайман пĕр юханшыв та, пĕр кӳлĕ те çук. Шыв хĕрринче канса ларни пурнăçра пулса иртнĕ хăрушă самантсене сирсе яма пулăшать тет вăл.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 646, Хаçат: 29 (1327), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: