Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕр вунă çул каялла облаçри тĕрлĕ чăваш мероприятине хутшăнакан ачасемпе ансамбльсен чăваш тумĕсем пăхса ăмсанмаллисемех марччĕ. Сăлтавĕ те çук мар, вăл тума туянмалли, çĕлеттермелли вырăн та пулман. Ятарласа Шупашкара каймалла пулнă.
 
Паянхи лару-тăру самай лайăх енне улшăнчĕ. Сцена çинчи яш-кĕрĕм те, аслисен ансамблĕсем те илемлĕ чăваш кĕписемпе куçа илĕртеççĕ. Ытларах чухне çак илемĕн хуçи – Чăнлă районĕ-нчи Çĕнĕ Улхаш ялĕнче пурăнакан Татьяна Серебрякова усламçă.
– Çĕлесси – пирĕн çемьере ламран лама куçса пыракан пултарулăх пулĕ тесе шутлатăп. Анне питĕ илемлĕ çĕлетчĕ, темĕн те шухăшласа кăларатчĕ. Вăл пире, хăйĕн ачисене, кăна мар, ял халăхне те çĕлесе тăхăнтартатчĕ. Анне кунĕпе колхозра ĕçлетчĕ, ывăнсан та каçпа çĕвĕ машини умне ларатчĕ. Вăл çĕленĕ япаласем çине пăхса киленеттĕмĕр. Аттешĕн те çĕлемелли машина ют пулман, иккĕшĕ çĕлĕксем те çĕлесе сутатчĕç. Вĕсем çине пăхса эпир те алла йĕппе çип тытнă. Май тупăнсанах, аслисем курман чухне, машина умне ларнă. Анчах кун пек вăхăтсем сайра пулатчĕç, – каласа парать Татьяна Анатольевна.
Апла пулин те Татьяна çĕвĕç пулма нихăçан та ĕмĕтленмен. Шкулта питĕ лайăх паллăсемпе вĕреннĕ хĕр математика учителĕ пулма шухăшланă. Анчах шăпа экономист-бухгалтер профессине парăнтарма пӳрнĕ. Татьяна 1982 çулта шкул пĕтерет те ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. 1986 çулта диплом илсе яла таврăнать. Малтан вырăнти хуçалăхра, кайран фермер патĕ-нче тĕп бухгалтерта вăй хурать.
-Вак-тĕвек япаласем ялан çĕленĕ эпĕ. Пĕчĕк чухне ачасене те çĕлесе тăхăнтартнă. Анчах пысăк япалана пуçласа чăваш конкурсĕсем валли хатĕрлерĕм. Иккĕмĕш хĕрĕм Лена: «Анне, ман районти «Сарпике» конкурса каймалла», - терĕ. Конкурса пĕчченех кайса тăваттăмĕш вырăн йышăнса килчĕ. Кĕпи те пулман унăн. Те хутшăнакансем сахал пулнипе – хĕре облаçри конкурса илсе кайрĕç. Ленăна Марина Борисова хатĕрлерĕ. «Итле-ха, пурин те унта кĕписем илемлĕ, сан хĕрӳн кăна чăваш тумĕ çук», - терĕ. Вара пикентĕм конкурс валли кĕпе çĕлеме. Модельне чăваш дискĕ çинчи ӳкерчĕкрен илтĕм. Çав çул Лена мала тухаймарĕ, тепĕр çул вара пĕрремĕш пулчĕ. Кун хыççăн Чăнлă районĕнче пурăнакансем конкурссене чăваш кĕпи çĕлеттерме ман пата киле пуçларĕç. Пĕрне те хирĕçлемерĕм. Кайран Лена Шупашкара культура институтне вĕренме кĕчĕ, Анатолий Музыкантов ертсе пыракан ансамбле ташлама çӳретчĕ. Кĕпи çук. Киле килчĕ те – ун валли çавăн йышшинех çĕлерĕм. Бухгалтер тивĕçне пурнăçланă вăхăтрах шкул ачисемпе садиксене, конкурса хутшăнакан хĕрупраçсене чăваш кĕписемпе тивĕçтертĕм.
Саккассем тупăнсах пынипе киле валли 3 çĕвĕ машини туянтăмăр. Ачасен спорт шăлаварĕсене çĕлеме тытăнтăм. Пур çĕрте те синтетика, Китай япалисем сутăнаççĕ вĕт. Ялта çемйи-çемйипе саккас пама пуçларĕç. Шкулти классем те спорт костюмĕсем çĕлеттерчĕç. Ăмăртăва тивĕçлĕ кайма та илемлĕ тум кирлĕ. Ялти фермерпа пĕрле çĕвĕ цехĕ уçма шутларăмăр. Тата çĕвĕ машинисем туянтăмăр. Анчах вăл пирĕнпе малалла ĕçлес темерĕ. Икĕ пайне те хамăр çемье туянчĕ, - тăсăлать калаçу çăмхи.
Халĕ Татьяна Серебрякован цехĕ-нче 9 машина, вĕсенчен иккĕшĕ - тĕрлемелли. Кунта икĕ çын ĕçлет – Ирина Николаевна Винокурова (профессиллĕ çĕвĕç) тата Надежда Геннадьевна Великанова. Пĕтĕм ĕç ытларах вĕсем çине тиенет.
Цех уçăлнăранпа Чăвашкассинчи «Шуçăм», Аслă Нагаткинти «Уйсас», Лянкинсен çемйин «Хĕвел», Пилюгин ялĕнчи вырăссен, Пухтелĕнчи ушкăнсем, Кивĕ Улхаш хорĕнчи, Тимĕрçенти шкул ачисем валли çĕнĕ кĕпесем хатĕрленĕ.
Тĕслĕхрен, чăвашкассисем кĕпе çĕлеттересшĕн Шупашкара темиçе хут кайнă. Хаклă пулнипе кунта çĕлеттернĕ. Халь Серебряковсем Самар тăрăхĕ-нчен саккас илнĕ. Вĕсем валли сакăр комплект хатĕрленĕ. Унта пиçиххи, масмак, мăй çыххи, кĕпе çанни çине тӳмелемелли капăр хатĕр кĕреççĕ.
- Чăваш капăрлăхĕпе кĕписене çĕлеме, тĕрĕсен уйрăмлăхĕсене кĕнекесем тăрăх вĕренетпĕр. Тата хамăрăн хĕрĕмĕрсем пулăшаççĕ. Аслă хĕр Вероника Шупашкарти педуниверситетра технологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Вăл пире кирлĕ кĕнеке нумай илсе килет, хăй вĕреннĕ лекцисемпе паллаштарать, пĕлменнине ăнлантарать. Веçех вĕренсе, пăхса çĕлетпĕр. Программăлласа тĕрлемелли машинăсем туяннăранпа ĕçре Лена пулăшать. Вăл малтан чăваш тĕррисене алăпа ӳкерет, унтан программăна хывать, кайран вара машинăпа тĕрлетпĕр. Халь çав тĕрĕсен программисем тата тĕслĕхĕсем упранаççĕ. Саккас пама килекенсене кĕпесен моделĕсене кăтартатпăр. Хăшĕсем хăйсем шутласа килеççĕ, эпир тĕррисене сĕнетпĕр. Саккаспа пур япалана та çĕлеме тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть хушпу та турăмăр, – тет пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ.
Т.А. Серебрякован цехĕнче тăрăшакансем ĕç вырăнĕпе кăмăллă. Кунта иртен пуçласа каçчен пуçа çĕклемесĕр тăрмăшса лармалла мар. Вăхăт пулсан хăш вăхăтра та килсе ĕçле. Тӳлевĕ те ĕçне кура çителĕклĕ, саккасран килет. Ялта тата кун пек ĕç ăçтан тупатăн/
Çакăн пек цех пурри ял халăхĕшĕн те питĕ усăллă, вак-тĕвек юсавсене кунта пурнăçлама пулать: кĕпе-йĕм кĕскетме, сарлакăшне пĕчĕклетме, молни лартма тата ытти те. Çурăм ăшшипе спорт костюмне шыраса лавккасем тăрăх çӳремелле те мар, ялтах çĕлесе параççĕ. Тата Серебряковсем цехра вырăн таврашĕн пуххине çĕлеççĕ, минтер-тӳшекри тĕке тасатса çĕнĕрен тултараççĕ.
 
: 796, Хаçат: 29 (1327), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: