Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Кăлаткăра пурăнакан Валентина Ивановнапа Василий Константинович Тюхматьевсен мухтавĕ – ачисем. Ывăлĕ, Сергей, Кăлаткăпуç пульницинче хирургра вăй хурать. Хĕрĕ, Елена, Мускавра – реаниматолог.
 
Паян тивĕçлĕ канăва тухнă Валя аппапа Ваçлей пичче кил хуçалăхĕ-нчи ĕçсемпе йăпанаççĕ. Çулласерен чиперкке икĕ мăнукĕ аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче пурăнса вĕсене савăнтарать.
Валентина Ивановна ача садĕ-нче воспитательте вăй хунă, мĕнпур пурнăçне ачасене тĕрĕс-тĕкел ăс парассине халалланă, Василий Константинович – вăтăр çул Кăлаткăпуçĕ-нчи ПМКра тăрăшнă.
– Эпĕ ку ялтах 1952 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕнче çуралнă. Ачасемпе ĕçлеме килĕшнине туйсан Сызраньти педагогика училищинче вĕрентĕм, пĕтерсен тăван яла таврăнтăм. Мана Чăваш Кăлаткăри ача садне хапăлласах йышăнчĕç. Ун чухне Бахтеевкăпа Чăваш Кăлаткă ялĕсенчен шкулчченхи вĕренӳ учрежденине пĕр хушăрах 90-100 ача та çӳретчĕ. Мана воспитатель ĕçĕ килĕшнине пĕрремĕш çулĕнчех ăнланса илтĕм. Ачасем хăйсем те ман пата туртăнатчĕç, юрататчĕç, – терĕ Валентина Ивановна. – Совхозăн общество пурнăçне те хастар хутшăннă эпĕ, Культура çуртĕнче йĕркеленнĕ «Шăнкăрав» чăваш юрă ушкăнне çӳреттĕм. Хавхалансах фольклор юррисене пухаттăмăр, репертуара чăваш эстрада юррисене те кĕртнĕччĕ. Пĕр хушă тăхтанă хыççăн паян ял клубĕнче çĕнĕрен ансамбль йĕркелени лайăх. «Çуркунне» Акатуйсенче, тĕрлĕ уявсенче ентешсене савăнтарать. Пĕлтĕр Кăлаткăпуç район администрацийĕ хĕрсене чăваш кĕписене çĕлетсе пани те – савăнăç. Шкулта чăвашла вĕрентеççĕ, ача садĕнче Атăлçи халăхĕсен культурипе уроксем пур. Эппин, чăваш чĕлхи пирĕн тăрăхра сыхланса юлас шанчăк пур-ха. Хамăрăн мăнуксене те чăвашла вĕрентесшĕн.
Валентина Тюхматьеван тата юратнă ĕç пур – вăл йĕпсепе кĕпе-тум, кофта-жилет, пуканесем, теттесем çыхать. Çамрăкранах ку уншăн – йăпану, киленӳ.
–Ачасем пĕчĕккĕ чухне, кайран вĕсем вĕреннĕ вăхăтра сутлăх та çыхнă, – аса илет хĕрарăм, – Хĕрарăмсем тупăшсах туянатчĕç. Пире, çамрăксене, укçа кирлĕ пулнă. Ĕмĕт-тĕллев пирĕн те туллиех. Тĕрĕссипе, воспитательсен ĕç укçине ӳстерни паян савăнтарать мана. Çамрăкрах ĕçтешсемшĕн хĕпĕртетĕп эп. Ачасемпе вăй хума çăмăл мар. Куна пурте пĕлетпĕр. Шкулчченхи шăпăрлансен вĕрентӳçисене пулăшас, ăнланас пулать. Никĕ-сне пĕчĕкскерсенче ачаран хывса хăваратпăр-çке.
 
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
: 774, Хаçат: 29 (1327), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: