Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ирçел вăтам шкул вĕрентекенĕн Татьяна Топтыгинан ятне ача-пăчапа çамрăксен фестивалĕ-семпе конкурсĕсенче пĕрре мар илтме тӳр килнĕ.
 
Вăл сарпикесене хатĕрлекен те, «Путенепе» «Чăваш ачи, сассуна пар» ăмăртусене пултаруллă ача-пăчана илсе пыракан та.
Татьяна Тимофеевна Ирçел шкулĕ-нче аслă вожатăйран ĕçлеме пуçланă. Çулталăк вăй хурсан пуçламăш классене параççĕ Татьяна Топтыгинана. Пĕчĕккисемпе ĕçлеме килĕшнине, вĕсемпе аванраххине тӳрех ăнланса илет вăл.
– Манăн пĕрремĕш вĕрентекенĕм – Нина Творогова пулнă. Вашават, пултаруллă хĕрарăмччĕ вăл. Эпир ăна кура хĕрачасемпе килте пĕчĕккĕ-ллех шкулла выляттăмăрччĕ. Юратнă Нина Федоровнана евĕрлеттĕмĕр, – каласа парать Татьяна Тимофеевна. – Ирçелĕнче ун чухне сакăр çул вĕренмелли шкулччĕ. Эпĕ вара вăтам шкула темиçе çухрăм çӳриччен тесе документсене Çинкĕлти педагогика училищине кайса патăм. Вĕренме питĕ килĕшетчĕ. Пиртен, паллах, ыйтма та питĕ вăйлă ыйтатчĕç. Çинкĕле Раççейĕн пур кĕтесĕнчен вĕренме пынă вăл вăхăтра. Халĕ те унăн никĕсĕ çирĕп. Аслă пĕлӳ кирлине туйсан Чăваш патшалăх университетне пĕтертĕм. Шупашкарта вĕреннĕ çулсем те, Çинкĕ-лти педагогика училищи пекех, ман асра чи аван туйăмсем хăварчĕç.
Паян Татьяна Топтыгина пуçламăш классенче чăваш чĕлхи вĕрентет, унсăр пуçне аслăраххисене юрлас-ташлас ăсталăха хăнăхтарать. Ачасем туртăнаççĕ вĕрентӳçи патне. Шкулти вĕрентекенсен коллективĕ питĕ лайăх, пуçаруллă пулнăшăн хĕпĕртет тата Татьяна Тимофеевна. «Ĕçтешĕмсен вăтам çул-ӳсĕмĕ 45-50 çул, – терĕ вăл. – Пурĕ 23 вĕрентекен ĕçлет. Шкул çумĕнче ачасен çуллахи канăвĕпе сиплев лагерĕ ĕçлерĕ. Унта 1-10-мĕш классенче вĕренекен 70 ача канчĕ. Эпĕ воспитатель тивĕçĕсене пурнăçларăм. Кăçал пĕр смена пулчĕ».
 
Чăнлă районĕ.
 
: 749, Хаçат: 29 (1327), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: