Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Районти культурăпа кану паркĕнче туслăх уявĕ иртрĕ.
Виçĕ уйăхра пĕрре иртекен наци канашлăвĕн йышăнăвĕнче районта пурăнакан халăхсен уявне пĕрле пĕр кунта ирттерес терĕç. Çак уявра кашни халăх хайĕн кил-çуртне йĕркелерĕ, апат-çимĕçĕпе сăйларĕ.
Эпир те чăваш йăли-йĕркине пăхăнса алтăрпа сăра ĕçтертĕмĕр, хуплу, çăмарта хăпартни, чăкăт тутанса пăхма сĕнтĕмĕр.
Тĕп сцена çинче С.Т.Портнов салам сăмахĕ каларĕ, облаçра иртнĕ Акатуй уявне те хутшăннине пĕлтерчĕ. Район пуçлăхне кашни çулах транспортпа тивĕçтернĕшĕн тав турĕ. Облаçри Акатуйра «Сăр районĕнчи чăваш кил-çурчĕшĕн» панă Хисеп хутне район администрацине парнелерĕ. Облаçра та, районта та кашни уява хутшăнакан чăваш хастарĕсене тав турĕ. "Малашне те пĕрле пухăнса савăнмалла пултăр!" – терĕ.
З.Д.Михайлова хаваслă юрăпа пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Вăл кашни чăваш уявне ачисене те явăçтарать.
Чăвашсем мĕн ĕлĕкренех пылпа та анлă усă курнă. Эпир те уява пынисене матрӳшке чейĕпе тата пылпа хăналарăмăр. Симпыл та вĕретсе кайнăччĕ.
Пысăк хуранта сурăх ашĕпе пĕçернĕ шӳрпен тутлă шăрши, сăмавар тĕтĕмĕ курма пынисене пирĕн пата пухрĕ.
Кунта тĕпленсе пурăнакан халăхсен уявне район виççĕмĕш хут ирттерет. Ку халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетет. Эпир ирçесене шакмакпа вĕретнĕ сăмавар чейĕпе хăналарăмăр. Мишерсене пултăранпа серте яшки килĕшрĕ. Ăста купăсçă Саша Карзанов утă вăхăтне пăхмасăрах хуткупăсне тăсса ярса вырăссене ташлаттарчĕ. Унăн мăшăрĕ Маша хăй ӳстерсе çитĕнтернĕ шултăра йышши çĕр çырлипе хăналарĕ. Килнисем тăварланă тунката кăмпине те юратса çирĕç.
«Андрей Баннов – пирĕн ентеш» стенд умĕнче çамрăксем чылайччен чарăнса тачĕç. «Эпир унпа пĕрле вĕреннĕ», - тени илтĕнчĕ. «Сĕре те пултаруллă студентчĕ», - калаçрĕç техникумра вĕрентекенсем. « Эпĕ çак паттăр качча Саратов облаçĕнчен тесе ăнланнăччĕ», - тĕлĕнчĕ пĕр хĕрарăм стенд çинчи материалпа паллашнă май.
Стенда йĕркелеме пирĕн тăрăхра çуралса ӳснĕ, вĕреннĕ, вăрă-хураха тытса чарнă чух паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ çамрăк ентешĕн кукашшĕпе кукамăшĕ пулăшрĕç. Сăнӳ-керчĕкĕсене, Хисеп хучĕсене илсе килчĕç вĕсем. Халĕ вăл ялти музейăн «Паллă çынсем» пайĕнче упранать.
Эпир паттăр чăваш ачипе тивĕçлипе мухтанатпăр, тĕрлĕ мероприяти ирттерсе ун çинчен шкул ачисене каласа кăтартатпăр.
 
Сăр районĕ,
Архангельски ялĕ.
 
: 652, Хаçат: 29 (1327), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: