Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ăна Çĕр амăшĕн Туррине халалланă. Çавăн пекех вăл Уяв, Питрав уявĕсемпе пĕр вăхăталла килет.
 
Ăсчахсем çак сăмаха «çийĕнче», «çие юлнă» сăмах пĕлтерĕшĕсенчен пулнă тесе шутлаççĕ. Вăл Çĕр-аннемĕр пĕтĕленнине, çĕр пурлăхне ӳстернине пĕлтернĕ. Тепĕр теори тăрăх, уяв «çĕнĕ çулла» тенине пĕлтерет имĕш. Çавăн пекех «çинçе» (тонкий) сăмахпа арпаштаракансем пур.
Çармăссен çак уяв ячĕ синкса ятлă, китайсен zinze текенни пур. Славянсем вара çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ тапхăра «Духов день» тесе палăртнă.
 
Уяв йăли-йĕрки
Уяв ыраш пĕтĕленсен пуçланнă. Вăл 12 куна тăсăлнă. Çинçе пуçлансан чылай ĕçе тума юраман: çĕр чавма, сухалама, йăрансене çумран тасатма, çĕр ăшне патак-юпа тавраш çапса лартма, çĕр çийĕн çара уран утма-çӳреме тата ытти те. Кăвайт чĕртме, мунча хутма юраман – маларах çăвăннă, çăкăрне те уяв умĕн маларах пĕçерсе хунă. Çинçе уявĕнче шурă кĕпе тăхăннă, ула-чăлипе çӳреме юраман.
Уяв вăхăтĕнче халăх каннă. Вăйă картине каçалапа çеç тухнă, ирпе е кăнтăрла юраман. Тума юранă ĕçсен шутне çăпата çыхассине, юмах юптарассине, тĕрĕ тĕрлессине кĕртме пулать. Çип арлама вара юраман.
Йĕркене пăсакансене вăрçнă, ятланă. Ула-чăла кĕпе тăхăнаканăнне хывса илме пултарнă. Çĕре патакпа çапакан ачан патакне туртса илсе ятланă.
 
Çинçере калакан мăчавăр сăмахĕсем
Ыран çинçе пултăр, çинçе калатпăр. Шаккама юрамасть, курăк татма, çĕр чавма, мунча хутма, тырă типĕтме, çапма, чул кăларма, арман авăртма, улача кĕпе тăхăнма, хĕрлĕ кĕпе тăхăнма, улача-хĕрлине çĕлеме юрамасть – пурин те вунă куна шур кĕпе тăхăнмалла.
Тултăрччĕ Аслă Çĕр-аннемĕр, çиттĕрччĕ ĕмĕтĕмĕр. Çурхи ака та иртрĕ, çинçе çитрĕ. Çие юлнă Çĕр-аннене суран ан тăвăр, шăв-шав туса ан хускатăр. Тăла-кĕççе ан çапăр, хура-мара ан тăкăр. Çĕр-аннемĕр тăнăçланнă. Сыхлăр унăн канăçне. Çире-пуçра шурă пултăр, ӳтĕр-тирĕр таса пултăр, уя-хире ешĕл тултăр. Çинçене кĕтĕмĕр. Тултăрччĕ Аслă Çĕр-аннемĕр, çиттĕрччĕ ĕмĕтĕмĕр.
 
: 379, Хаçат: 29 (1327), Категори: Йăла-йĕрке

Комментарисем:

Kylia (2016-06-30 17:06:18):
WowĔ your post makes mine look feleebĕ More power to you!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: