Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Александр Копьев 1974 çулхи пушăн 5-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче çуралнă.
 
– Çемьере эпир пиллĕкĕн ӳснĕ. Манăн виçĕ тете тата пĕр йăмăк. Атте, 1949 çулта çут тĕнчене килнĕ Петр Александрович Копьев, тăватă çул каялла пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. 1953 çулхи анне, Анна Григорьевна (хĕр чухнехи хушамачĕ – Парамонова), Кунтикав ялĕнче çуралнă. Хальхи вăхăтра пенсире. Атте – Хулаçырминчен (Тутарстанри Çĕпрел районĕ), – паллаштарать Александр Петрович. – 1990 çулта 9 класс пĕтертĕм, Ульяновскра сехет юсакан маçтăра вĕренсе тухрăм. 1991 çулта строительсен техникумне вĕренме кĕтĕм. Спортпа туслă пулнăран техникумра вĕреннĕ хушăра волейбол секцине çӳрерĕм. Çак спорт тĕсне питĕ юратнă. Пĕвĕмпе эп 1 метр та 86 сантиметр çӳллĕш. Волейбол вăййи çӳллисене килĕштерет. Ăмăртусене хутшăнса техникум чысне пĕрре мар хӳтĕленĕ, сумлă наградăсем çĕнсе илнĕ. 1995 çулта «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе тухрăм. Чечен вăрçи тытăнчĕ. Мана унта лекессинчен Турă сыхласа хăварчĕ-тĕр... Калининград облаçне çаклантăм. Чернышевск поселокĕнче, Литвапа чикĕленекен вырăнта, тăтăм. Артиллеристчĕ. Каунас хули пиртен инçех те марччĕ.
Хĕсметре Александр Копьев çулталăк çурă тăрать. Вăл унта аслă наводчик пулнă. Киле 1996 çулхи çурла (август) уйăхĕнче таврăнать.
Хĕсметрен таврăнсан 1997 çулта пуш (март) уйăхĕнче каччă Ульяновскри автомобильсем кăларакан завода изолировщика ĕçлеме вырнаçать. Унăн ĕç кĕнекинче те çак специальность тĕп вырăн йышăнать.
– Вунсакăр çул хушшинче нумай профессие алла илме тăрăшнă, вĕреннĕ. Кровельщик, бетонщик, платник, пăрăхсене уйăрасси (изоляцилени), урай сарасси, тикĕслесси, евроюсав – çак ĕçсене веçех туса курнă. Чăн-чăн чăваш 100 профессирен кая мар пĕлмелле. Кил-çуртра мĕнпур ĕçе хам алăпа туса тăратăп, – терĕ ентеш.
Александр 1998 çулта пĕрремĕш хут авланнă. 1999 çулта вĕсен Сергей ывăл çуралнă. 2005 çулта тепре авланнă. Арăмĕ, Наталья Петровна Копьева (Палькова), Кивĕ Улхаш хĕрĕ. Паян услам ĕçĕнче тăрăшать. Вĕсен туслă çемйинче икĕ хĕр ӳсет: Настя тата Катюша. Ачасем кукашшĕпе кукамăшĕ патне каникула кайсан чăваш чĕлхине вĕренеççĕ.
– Строительство ĕçĕпе пурнăçăма çыхăнтарнăшăн мухтанатăп çеç, – терĕ Александр Петрович. – Ĕçре мана ылтăн алăсемшĕн хисеплеççĕ. Ĕç укçи аван. Уявсем тĕлне преми параççĕ. Ĕçтешсем ман пирки: «Ку чăвашăн алли-ури кирлĕ çĕртен ӳсет», – тенине пĕрре мар илтме тӳр килнĕ. Çакăншăн эп атте-аннене тав тăватăп. Ачаран ĕçлеме вĕрентнĕ. Паян манăн хамăн тĕреклĕ кил-çурт. Ялта та çурт аван, мунча, пахча пур. Кӳршĕсемпе килĕштерсе пурăнатпăр. Мăшăрпа иксĕмĕр те автомашинăпа çӳретпĕр. Чăваш концерчĕсенче, спектаклĕсенче пулатпăр. Чăваш чĕлхи çунатлантарать пире.
 
: 677, Хаçат: 29 (1327), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: