Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçалхи литература çулĕпе килĕ-шсе Ульяновск облаçĕнче утă (июль) уйăхне Чĕмпĕр çĕрĕ çинче нумай çул пурăннă поэта, прозаика, 1812 çулхи Аслă вăрçăн паттăрне Денис Васильевич Давыдова халалланă.
Вăл 1784 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче Мускавра дворянсен йăхĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ – Василий Денисович Давыдов- А.В.Суворов çарĕнче хĕсметре тăнă. Денисăн ачалăхĕ Украинăра –амăшĕн çĕршывĕнче çарти лару-тăрура – иртнĕ. Çавăнпа та Денис ачаранах çар ĕçне хăнăхнă, юланутпа çӳренĕ. Анчах та ăна пĕвĕ пĕчĕкки (унăн ашшĕ амăшĕнчен те лутрарах пулнă),кĕске те пуклак сăмси канăçсăрлантарнă.
XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Суворовăн мухтавлă ячĕ Раççейĕпех сарăлать. Денис тăххăрта чухне паллă полководец вĕсем патĕнче хăнара та пулать. Александр Васильевич Давыдовсен икĕ ывăлне курсан Денис пирки çапла калать: «Ку ачи çар çынни пулать, эпĕ вилместĕп-ха, вăл вара виçĕ çапăçура çĕнтерет. Евдоким патшалăх служба çынни пулать».
Денисăн асне ун сăмахĕсем ĕмĕрлĕ-хех кĕрсе юлаççĕ. Иккĕмĕш Кĕтерне патша вилсен, ун вырăнне пĕрремĕш Павăл йышăнсан Давыдовсен çемйине йывăр килет. Павăл патша Суворова юратман. Денисăн ашшĕ тăракан Полтава полкĕнче ревизи иртет,100 пин тенкĕ çитменлĕх тупса ăна ĕçрен кăларса яраççĕ, судпа айăплаççĕ. Вăл çуртне сутать. Кăштах ура çине тăрсан Можайск çывăхĕнчи Бородино ятлă пĕчĕк яла туянать (1812 çулта Бородино çапăçăвĕнче ял çунса кĕлленет, Давыдовсен çурчĕ те). Ашшĕ Дениса Петербургри Кавалергард полкне вырнаçтарать. Ăслă та хăюллă çамрăк пурин кăмăлне те каять. 1801 çулта вăл эстандарт-юнкер пулса тăрать, çулталăкран – корнет, тепĕр çултан – поручик. Çав çулсенче тытăнать те вăл юптарусемпе сăвăсем çырма. Вĕсенче патшалăх пуçлăхĕсене тăрăхлани те пулкалать. Çавăншăн ăна гусарсен полкне куçараççĕ. Çавна пула вăл чутах французсемпе тытăннă вăрçа хутшăнмасăр юлать. 1807 çулта ăна Багратион генерал патне адъютанта куçараççĕ. Кăрлач уйăхĕнче вăл французсене хирĕç вăрçа кĕрет. Багратион шухăшĕпе, пĕр çапăçура вĕсем йăлтах Давыдов пултарулăхĕпе ăсталăхне пула çĕнтернĕ. Çавăншăн Давыдов Çветтуй Владимир орденне тивĕçет, Багратионран – хаклă кĕрĕк тата чаплă лаша парнелеççĕ. Ытти çапăçусенчи хастарлăхшăн та ăна орденсемпе медальсем парса чыслаççĕ. Вăрçă вĕçленес умĕн чирлĕ Багратион Давыдова Наполеонпа тĕл пулма ярать.
Бородино çывăхĕнчи çапăçусем умĕн Багратион хушнипе партизансен отрячĕ чăмăртанать. Çак çапăçура Багратион вилмеллех аманать. Малтанхи каçхинех Давыдов отрячĕ (50 гусар тата 80 казак) засадăна лекет. Вырăнти хресченсем вырăс салтакĕсене йăнăшпа французсем вырăнне йышăнаççĕ, чутах вĕлермеççĕ. Отряд 350 француза тыткăна илет, тăшмансен аллинчен 200 вырăс салтакне ирĕке кăларса хăй отрядне йышăнать. Вĕсен йышне вырăнти хресченсем те кĕреççĕ. Çапла Давыдовăн отрячĕ ӳссе пырать. Кутузов ăна ку ĕçре пулăшса пырать. Наполеона Давыдовăн хастарлăхĕ тарăхтарать, ăна тытса персе пăрахма хушать. Давыдова тĕп тума икĕ хут нумайрах салтак уйăрать. Апла пулин те Давыдов хăй чеелĕхĕпе вĕсене çĕнтерет, нумай салтака тыткăна илет.
1815 çулта Давыдов 7-мĕш, кайран—3-мĕш корпусăн штаб пуçлăхĕ пулса тăрать. 1827 çулта перссене хирĕç çапăçать.
1831 çулта вăл юлашки пысăк çапăçура—Польша повстанецĕсене хирĕç кĕрешет. Нумай наградăна тивĕçет.
1819 çулта Денис Давыдов Софья ятлă хĕрпе венчете тăрать. Ачисем çуралма тытăнсан ăна çар пурнăçĕ илĕртме пăрахать. Давыдовсен тăхăр ача çуралать (5 ывăл тата тăватă хĕр).
Юлашки çулĕсене вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Сызрань уесĕнчи (халĕ Радищево районĕ) Верхняя Маза ялĕнче ирттерет. Нумай çырать. А.Ф.Воейковпа, М.Н.Загоскинпа, А.С.Пушкинпа, В.А. Жуковскипе çыру çӳретет. Языковсем, Ивашевсем (Унтăр ялĕ) Бестужевсем, Поливановсем патĕ-нче, Чĕмпĕрте хăнара пулать. Вăрçă темипе нумай çырать, ачисемпе аппаланать, тырăпа улмаран тăвакан эрех завочĕ туса лартать, кӳлĕ алтать.
1839 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче (55 çулпа пынă) Давыдов сарăмсăр вилсе каять. Унăн ӳтне Мускава илсе кайса Новодевичье масарĕнче пытараççĕ. Унăн арăмĕ упăшкинчен тата 40 çул ытларах пурăнать.
Давыдовăн литературăри ăсталăхĕ патнех таврăнар. 1812 çулхи вăрçăра партизансен отрячĕпе палăрнипе тата хайлавĕсенче гусарсен хастарлăхне, хаваслă кăмăл-туйăмне мухтаса çырнипе Давыдова çар çынни-юрăç теççĕ. «Послание Бурцову», «Гусарский пир», «Песня», «Песня старого гусара» тата ытти ĕçĕсенче Давыдов вырăс литературин çĕнетӳçи пулни палăрать. Унсăр пуçне вăл юрату тата ясарлăхпа аскăнлăх темипе нумай сăвă шăрçалать. Историпе асаилӳ теми те унăн пултарулăхĕнче пысăк вырăн йышăнать.
Давыдовăн хайлавĕсен пуххи ултă томпа пичетленсе тухнă.
 
: 459, Хаçат: 29 (1327), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: