Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
-Эп крутой! Хăвăр çине пăхса илĕр, унтан ман çине, - мультфильмри вĕçкĕн попугай пек мухтанса тăчĕ тин çеç Мускавран яла кукамăшĕ патне килсе çитнĕ Ваççа.
Кашни çулах вăл каникула яла килет. Унăн кунта палламан пĕр çын та çук. Хăйне те ытлашши мухтанма юратнипе ялти кашни кушакпа йытă астăвать. Ахальтен мар ăна ялта Вĕçкĕн Ваççа ят панă.
-Мĕнле уйрăмлăх пур вара санпа пирĕн хушшăмăрта. Эс те ик ураллă, ик алăпа ик хăлхаллă. Эпир те çаплах. Шăлавару кăна çĕтĕк сан. Мĕн, Мускавра çĕтĕк йĕм çине куçнă-им/
-Э-э-э! Нимĕн те ăнланмастăн эс, деревня! Ман шăлавар вăл – фирма! Кун пекки сирĕн районта та çук!
-Халь санăн фирма текен япалусене веçех Китай çĕлет. Кашни карчăк фирма япалине тăхăнса çӳрет.
-Каллех ăнланмастăр. Ну, юрĕ, каям-ха кукамай патне. Эп автобусран кăна антăм, киле çитеймен-ха.
Çурăм хыçне пысăк кутамкка çакнă мăнукĕ картишне кĕнине курсан Сăпани аппа хыпаланса тухрĕ. Мăнукне ыталаса илчĕ.
-Ваççа, мăнукăм, çитрĕн-и/ Мĕнле килме пĕлтĕн, куç тулли мăнукăм! Кил-ха çывăхарах, лайăхрах пăхам-ха сан çине. Ӳснĕ, паттăрланнă, чăн-чăн арçын пулса кайнă! Маттурскер, сăнупа та, кĕлеткӳпе те каснă лартнă аçу пулса пыратăн, - шăлчĕ вăл савăнăç куççульне.
-Юрать, кукамай, ан йĕр. Çитрĕм сан патна. Веç лайăх. Аннепе атте пысăк салам тата сан валли кучченеçсем парса ячĕç.
-Апла юрĕ. Пӳрте кĕрер.
Çак вăхăтра Сăпанин куçĕ тĕлне Ваççан чĕркуççийĕ тĕл пулчĕ. Вăл тĕлĕннипе куçне чарса пăрахрĕ те темиçе çеккунт сăмах чĕнмесĕр тăчĕ.
-Эс мĕн, кукамай, чарăнтăн/ Пӳрте кĕретпĕр терĕн-иç.
-Ара, Ваççа, эс мĕн тăхăннă/
-Мĕнле мĕн тăхăннă/ Джинс.
-Ара, йĕмне ăçта çуртăн/ Нивушлĕ аçупа аннӳн сана урăх шăлавар туянса пама укçи-тенки çитмерĕ/ Çав териех чухăнланса юлчĕç-ши/
-Эс тем ан шутла-ха. Аттепе аннен укçи пур, нумай. Шăлавара çурман эп, кукамай, çапла лавккара туяннă.
-Мĕнле çапла туяннă/ Улталаса сутрĕç-им/ Чим-ха, мăнукăм, хальхи саккунпа ăна каялла тавăрма пулать вĕт.
-Веç пĕлетĕн тата эсĕ...
-Пĕлмесĕр! Эпир те хаçат-журнал вулатпăр. Унта веçех ăнлантарса параççĕ.
-Кукамай, никам та улталаман мана. Халь мода çавнашкал. Ку питĕ моднăй япала. Çитменнине, çак çурăксемшĕн шăлавар ахальлинчен хаклăрах тăрать.
-Ухмахланнă-им/ Вара эпир вăрçă хыççăн пурте çапла моднăй çӳренĕ пулса тухать. Саплăк тум модăра мар-и тата/
-Саплăкли те модăра. Халь пы-ы-ысăк çĕрте ларакансем те саплăклă пиншаксемпе арçын кĕпине тăхăнаççĕ. Çаннине, чавса тĕлĕнчен саплăк лартнине.
-Ай, тур-тур! Миçе çул моднăй çӳресен те паян тин пĕлтĕм çакна. Паянччен пурăнман пулсан пĕлмесĕрех вилеттĕм вĕт. Саплăк та, эппин, модăра! Ха-ха-ха! – шăлсăр çăварне хупласа ахăлтатсах кулса ячĕ Сăпани.
Кукамăшĕ мăнукне пӳрте ертсе кĕчĕ. Сĕтел хушшине лартрĕ. Кĕçех вĕри яшка антарса пачĕ. Чей вĕретрĕ. Хăй хирĕç вырнаçрĕ те мăнукне куçне илмесĕр тинкерчĕ.
–Кукамай, ху та çи. Мĕншĕн çиместĕн/
-Эп эс килнипе тăрансах лартăм ĕнтĕ. Савăннипе çиес те килмест. Ман мĕн чухлĕ арçын ĕçĕ картишĕнче! Эс пĕлсенччĕ эп сана мĕнле кĕтнине! Халь картасене тытатăн, вите урайне улăштаратăн, хыçалти курăка çулатăн. Маншăн мĕнле савăнăç ку.
-Паянах çакăн чухлĕ ĕç тумалла мар пуль, кукамай. Эп çул çинчен канасшăнччĕ те каçпа клуба тухасшăнччĕ. Ял çамрăкĕсене тахçанах курман.
-Юрать, эппин. Апат çи те выртса кан. Эп хам ĕçсемпе аппаланăп.
Ваççа кукамăшĕ патне килсен верандăра выртса тăрать. Уçă сывлăш, клубран килсен те кукамăшне чăрмантармасть. Çавăнпа Сăпани верандăри вырăна мăнукĕ килессине пĕлтерсенех сарса хучĕ.
Мăнукĕ çывăрса каясса чунтан кĕтрĕ Сăпани. Унăн пуçĕнче Ваççапа калаçса ларнă хушăрах вăрттăн шухăш çуралчĕ. Вăл верандăна кĕрсе мăнукĕн шăлаварне илчĕ.
-Суять ĕнтĕ вăл мана çĕтĕк шăлавар модăра тесе. Таçта лектерсе çĕтнĕ те халь мана тĕрĕсне калама хăрать. Савăнтарам-ха мăнука клуба кайиччен, - хăйпе хăй калаçса пӳрте кĕчĕ вăл. Йĕппе çип илсе çутăрах пултăр тесе чӳрече умне ларчĕ.
-Малтанлăха саплăк лартмасăрах çĕлесе пăхам-ха, тен, килтерейĕп, - пăшăлтатрĕ ватă çын.
Самай аппаланса ларчĕ Сăпани, юлашкинчен май килтернипе питĕ савăнчĕ. Çĕтĕкĕ пулман пекех вĕт. Вăрансан мăнукĕ те пит кăмăллă пуласса шансах тăчĕ. Çавăнпа унăн кăмăлĕ çĕкленчĕ. Вăл чăваш кĕввине ĕнĕрлесе картишне тухрĕ. Пĕртен-пĕр выльăхне – Катя ятлă качакине кăкарнă çĕртен каялла илсе килме уялла уттарчĕ.
Сăпание мăнукĕ картишĕнче кĕтсе илчĕ. Кăмăлĕ Сăпани кĕтнĕ пек савăк мар каччăн. Пичĕ-куçĕ кăмăлсăр. Аллинче шăлавар.
-Кукамай, мĕн ку/ - шăлаварне кăтартса ыйтрĕ вăл.
-Йĕм, - мăнукĕ сассине хăпартнине хальччен илтменнипе килти ĕçе пĕлмен доска умĕнче тăракан айван ача пек хуравларĕ Сăпани.
-Эп ăна ыйтмастăп. Эс мĕншĕн ăна çĕлесе хунă/
-Ара, эс мана та, аçупа аннӳне те çакăн пек çĕтĕк йĕмпе çӳресе пĕтĕм ял умĕнче намăс кăтартасшăн-и/ Мĕнле чăтас кун пек мăшкăла/ Çавăнпа çĕлесе хутăм, - сăлтавне пĕлтерчĕ вăл çирĕппĕн. - Çĕвви питĕ илемлĕ тухрĕ, пулман пекех. Тимлĕн сăнаса пăхмасан нимĕн те курăнмасть.
Кукамăшĕн тăрăшулăхне курса кăмăлне хуçас килмерĕ Ваççан. Вăл ватă çынна пырса ыталарĕ те сасăпах кулса ячĕ. Çурĕмĕнчен пĕчĕк ачана лăпканă пек лăпкарĕ. Клуба çĕленĕ шăлаварпах кайрĕ. «Мускава каялла каяс умĕн çĕввине ярăп-ха», - тесе шутларĕ.
 
: 427, Хаçат: 29 (1327), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: