Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 27-28-мĕш номерсенче.)
 
Кăнтăрла иртсен Çинук ĕçлекен кантура хашкаса Валя чупса çитрĕ. Аран-аран сывлăшне çавăрса:
- Анне,аннеçĕм, часрах атя-ха киле, кукамай сана чĕнме ячĕ. Сана унта сюрприз кĕтет! – терĕ хĕрарăм аллинчен туртса.
-Тĕлĕнтермĕш ача-пăча, ĕç вăхăтĕ-нче мĕнле сюрприз, мĕнле парне/-хирĕçлерĕ амăшĕ.
- Кайран куратăн, атя часрах,-васкатрĕ Валя.
-Мĕн куратăн, кама куратăн/ Нимĕн те ăнланмастăп,- терĕ Çинук.
-Кукамай чĕнме ячĕ,-тетĕп. –Васка-ха, анне,-хистерĕ Валя.
- Кукаму чирлесе ӳкмерĕ пулĕ те е тата хăрушăрах хыпарпа килтĕн-и/ Кала,-ӳкĕтлесе ыйтрĕ хĕрĕнчен.
- Кукамай чиперех, сюрпризне курсан, анне, тĕлĕнсех каятăн!-шăхвăртрĕ шухă хĕр.
-Мĕн курмалла-ши, атте таврăнман пулĕ те/ Вăрçăра хыпарсăр çухалнă текен хут килнĕренпе 25 çул ытла иртрĕ. Хальччен нимĕнле хыпар та пулманччĕ-çке,-тĕлĕ нсе хăйне хăй ыйтусем пачĕ тăпăл-тăпăл хул-çурăмлă хĕрарăм. Тĕрлĕ шухăшсемпе пуçне çĕмĕрсе хĕрĕ хыççăн килнелле утрĕ.
Хапха умĕнче арăмĕпе хĕрне мăшăрĕ кĕтсе илчĕ. Виççĕш пĕрле Çинук амăшĕ патне çул тытрĕç.
Пӳрте кĕрсен мĕн пулса иртнине Çинук тĕлĕкри пек кăна астăвать. Сарлака хулпуççиллĕ, хитре арçын вăтам пӳллĕ йăмăкне çӳлелле йăтса урай варринче çаврăнкаларĕ. Çинукăн савăнăçпа тулнă куçĕнчен йăлтăркка куççуль персе тухрĕ.
- Ваня, Ванюша, акă парне тĕк парне! Ăçта çӳрерĕн эсĕ халиччен, мĕншĕн нимĕн пĕлтермесĕр пурăнтăн/ – кӳ-рененçи пулса ыйту çине ыйту пачĕ вăл «тетĕшне».
Савăнăçпа хуйхă, аванпа начар яланах юнашар çӳреççĕ. Çапла, Ваньăн пурнăçĕнче хурапа шурă сахал мар пулнă. Пурнăçăн йĕркине улăштаракан шыв хумĕ кăпăкланса çырана пыра-пыра çапăнса, саланса кайнă тапхăрсене сахал мар чăтса ирттернĕ Ваня. Çамрăкла тарăннăн шухăшлама пĕлмесĕр тунă йăнăшĕсем пирки те пĕр пытармасăр каласа пачĕ. Хăюллă пулмалла чухне вăтанни те чăрмантарнă ăна пĕррехинче. Анчах та хăçанне тĕплĕн каламарĕ вăл.
- Турă çырнинчен иртме çук,-терĕ ӳкĕнсе.
Çинук телейне ырă кăмăл-туйăмпа ăмсанчĕ, ытараймасăр куç туллин пăхрĕ. Амăшне ыталарĕ, аллине юлашки хут курнăн йăвашшăн чăмăртарĕ...
Пирĕн пурнăçа чылай чухне ăнсăрт тĕлпулусем, улшăнусем кĕтмен çĕртен витĕм кӳреççĕ... Çутçанталăкри пулăмсем пекех чуна-вара чĕтрентерекен сивĕ хуйхă-суйхă та, çурхи хĕрӳ хĕвел пек кăмăла çĕклентерекен ăшă туйăмсем, савăнăçлă кунсем те пĕрлех арпашаççĕ.
Аслă хĕрĕ Люпук вăхăтсăр çĕре кĕрсен кĕрхи сивĕ çумăр пек шăпăр-шăпăр вĕри куççульне сахал мар юхтарчĕ Улюк. Ахаль те сывлăхсăрскере чирĕ çапса хуçрĕ, ураран ӳкерчĕ. Пурнăçăн юлашки тапхăрне çулланнă хĕрарăм Çинукпа кĕрӳшĕ патĕнче ирттерчĕ.
- Ывăлăм пулнă пулсан – тĕп никĕсĕмрен тухас çукчĕ,-çав-çавах хăйĕн сăмахĕсене асне илчĕ вăл. Кĕрӳ ывăл мар, кин – хĕр мар тесе ӳпкелешрĕ.
- Ах, аннеçĕм, каçар пире, ывăлу пекех пăхаймастпăр пулĕ çав. Хуть юлашкинчен ăнлан-ха. Хăв çуратса ӳстермен ывăлунта – санпа аттен юнĕ юхмасть-çке. Вăл тăтăш килсе çӳрейменнипе хуйхăрса ан асаплан. Акă шухăшласа пăх-ха, амăшĕсене пăхса пурăнман ывăлсем ялтах темĕн чухлĕ.Тăван ачисемех ашшĕ-амăшĕнчен хăтăлас тесе вĕсене ватăсен çуртне ăсатаççĕ. Лешсене çапла майпа ылханмалли, йĕмелли сăлтав туса параççĕ. Ватлăхне патшалăх çуртĕнче ирттерме тивнĕ çынсене хĕрхенетĕп эпĕ. Санăн шăпу вĕсенни пек мар-çке. Эпир сана май килнĕ таран аван пăхма тăрăшатпăр. Ваньăн хăйĕн пурнăçĕ. Каçар пире сан умăнта айăплă пулсан, тархасшăн, аннеçĕм, –тесе Çинук ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ.
-Юнашар чăваш чĕлхипе калаçакан çын кирлĕ чухне сывлăху йăвашланнă тапхăрта – инкекре тупнă ывăлу Ваня сана мĕнлерех юратнине хăв та пĕлен эсĕ. Маншăн та çывăх вăл. Анчах та яланах хамăр çумра тытаймăпăр эпир ăна. Унăн хăйĕн пурнăçĕ, - ăнлантарма тăрăшрĕ вăл йывăр чирпе выртакан амăшне. Вăл ывăлĕшĕн çуннине кура чĕри чиксех ыратнине сăмахпа та пулин çăмăллатасшăн пулчĕ.
Ĕмĕрлĕхе куçне хупнă самантра Улюк умĕнче ачисем, мăнукĕсем тăчĕç.
Юлашкинчен хĕрарăм Ваня ятлă мăнукĕн аллине тытса хытă чăмăртасшăн пулчĕ, анчах вăйсăрланнă алли усăнса вырăнĕ çине лап! турĕ. Ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Вăйсăрланнă тутипе юлашки халне пухса пăшăлтатрĕ Улюк:
-Ваня, Ванюкăм, ывăлăм, сывă пул, телейлĕ пул. Тăванăмсене, ачамсене – пехил.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 383, Хаçат: 29 (1327), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: