Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçалхи июлĕн 28-мĕшĕнче Владимир кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитрĕ. Кам-ха вăл/ Историксем 1-мĕш Владимир Святославович çуралнă вăхăтне 960 çулта тесе палăртаççĕ. Вăл малтан Новгород кнеçĕ (970-978 çулсенче), унтан Киев кнеçĕ пулнă. Ку çын 988 çулта Руçа православи тĕнне кĕртме пуçланă. Шыва кĕрсен хăй валли Василий ят илнĕ. Вăл историе çаплах Владимир Святой, Владимир Великий, Владимир Красное Солнышко ятсемпе кĕрсе юлнă.
Православи Руçа мĕнлерех çитнĕ-ха/ Византин пĕр философĕ Владимира Кивĕ тата Çĕнĕ Халал кĕнекисем мĕн çырнине каласа парать, çак тĕне йышăнма сĕнет. Владимир тӳрех васкамасть-ха: хăйĕн чи ăслă 10 çыннине тĕрлĕ енне кăларса ярать, тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркине, тĕнне пĕлесшĕн пулать. Грексен тĕнĕ çинчен каласа пани ăна килĕшет: илемлĕ те мăнаçлă храмĕсем, священниксен хитре тумĕ, турăшсем, Византи юррисем...
Владимир вара: «Ăçта шыва кĕретпĕр/» - тесе ыйтать. 988 çулта Владимир хăй, ун ачисем, вĕсене сыхлакан дружина çыннисем тата авалхи Руçăн тĕп хулин – Киевăн -- темиçе пин çынни Днепрта шыва кĕреççĕ. Ку йăлана Византи митрополичĕ тата священникĕсем ирттереççĕ. Çак çул Руç христиан тĕнне йышăннă вăхăт шутланать.
Çакă та интереслĕ. Ун чухнехи пуçлăхсем пĕр-пĕр тĕне ытларах чунпа ĕненмесĕр, мĕнле те пулин усă курассишĕн, пуян пулассишĕн йышăннă. Владимир вара 30 çула çитсе пырсан та хăйĕн пурнăçне, йăли-йĕркине, кулленхи хăнăхăвĕсене пачах улăштарнă, йăлтах православи тĕнĕпе килĕшсе, ун йăлисене туса пурăннă. Апла пулсан православие вăл чунпа йышăннă.
 
: 403, Хаçат: 29 (1327), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: