Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Регионти районсенче вырма ĕçĕ пуçланнă.
Пурĕ тĕш тырă тата пăрçа йышши кĕрхи культурăсене 534 963 гектар çинче акса ӳстернĕ. Паяна хуçалăхсем 179 784 (33,6 процент) гектар пуçтарса кĕртнĕ. Талăкра 15767 гектар çинче пуçтарнă. Йĕтемсене культурăсене пурĕ 312 255 тонна турттарнă. Вăтам тухăçĕ - гектартан 17, 5 центнер.
Кĕрхи тулла 156 058 гектар çинче 297 067 тонна (гектартан 18 центнер)* кĕрхи ыраша 15 053 гектартан 23119 тонна (гектаран 15,3 центнер)* урпана 6555 гектар çинче 7810 тонна (гектартан12 центнер) вырса илнĕ.
Кĕрхи рыжик культурине 10753 гектар çапнă, 6526 тонна пуçтарнă. Вăтам тухăçĕ – гектартан 6,1 центнер.
Миçе гектар çинче акнине шута илсе процент шайĕпе вырмара Çĕнĕ Спасск, Радищево тата Кăлаткăпуç районĕсем малта пыраççĕ.
68 пин çын пулăшу илнĕ
Ульяновск облаçĕнче пурăнакан çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерме иртнĕ эрнере область бюджетĕнчен 65 миллион тенкĕ уйăрнă. Çăмăллăхсемпе 68 пин çын усă курнă.
Ульяновск облаçĕнчи ĕç, ĕçпе тивĕçтерекен тата социаллă ырлăх тĕп управленийĕн начальникĕ Екатерина Сморода ăнлантарнă тăрăх, 20 миллион та 500 пин тенки ачасене паракан кашни уйăхри тӳлеве, 13 миллион тенки пособисем пама тата федерал шайĕнчи ĕç ветеранĕсене паракан коммуналлă тӳлеври çăмăллăха пурнăçлама кайнă. Ульяновск облаçĕнчи ветерансене 7 миллион тенкĕ уйăрнă. Кунсăр пуçне 4 миллион та 700 пин тенки коммуналлă тӳлевсемшĕн паракан субсидие, 4 миллионĕ пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене, 3 миллион та 500 пинĕ нумай ачаллă çемьесене, 3 миллион та 200 пинĕ ялта ĕçлесе пурăнакан педагогсене социаллă пулăшу пама кайнă.
«Репино» микрорайона аталантараççĕ
Ульяновск хула влаçĕ 2016-2017 çулсенче «Репино» микрорайонта шкул, ача сачĕ, физкультурăпа сывлăх комплексĕ тата бассейн тума палăртнă. Çаплах 2017-2018 çулсенче Репино урамне Сельдь шоссипе çыхăнтармалла.
Микрорайонта хăпартакан çуртсен пĕрремĕш хучĕсенче тухтăрăн офисĕсем, клубсемпе соцкультбыт учрежденийĕсем вырнаçмалла.
Кунта кĕçех виççĕмĕш ача сачĕ, ачасен ӳнер шкулĕ алăкĕсене уçмалла, сквера ачасен вылямалли тата спорт хатĕрĕсем лартмалла, урамсене çутă кĕртмелле.
 
: 700, Хаçат: 30 (1328), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: