Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
– Çĕр чăмăрĕ çинче пĕр вăхăтрах тĕрлĕ çанталăк тăрать. Çакна эпĕ Кубăна вĕçсе кайнă чухне хам куртăм. Мускавран хĕлле тухса кайрăмăр, 28 градус сивĕччĕ. Ирландие самолет заправка тума ларчĕ те – кунта 11 градус ăшă. Гаванăна çитрĕмĕр те тĕлĕнтĕмĕр вара – чăтма çук шăрăх – 37 градус! 15 сехетре çанталăк 65 градус улшăнчĕ, - каласа парать Герман Мишкин.
 
Ирĕклĕ утрав çине ăна тыр-пул пуçтарнă чух лайăх ĕçленĕшĕн 1981 çулта янă. Чăваш каччи Хусанти ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне çулла Тури Услон районĕнчи пĕр яла стройотряда кайнă та комбайнпа тырçинче ĕçленĕ. Вăхăтне сая яман вăл: ĕç кăтартăвĕсем тăрăх студентсем хушшинче Тутарстанра чи лайăх комбайнер пулса тăнă! Уншăн Вăтам Америкăна çулçӳреве кайма путевка панă.
-Малтан виçĕ кун Мускав курса çӳрерĕмĕр. Кубăра вара 15 кун пултăмăр, унти кашни провинцие çитрĕмĕр. Курса тĕлĕнмелли, паллах, нумай пулчĕ. Çанталăкĕ пачах урăхла, пĕчĕк пальмăсем те ӳсеççĕ унта. Февральте шыв 25 градус ăшă ĕнтĕ, анчах кубинецсем шыва кĕмеççĕ-ха – сулхăн теççĕ. Вĕсем апрельте кăна шыва кĕме пуçлаççĕ – шыв температури 30 градуса çитсен. Пирĕн çĕршывран пынисем вара ниме те пăхмаççĕ, хуть хăçан та тинĕсре чăмпăлтатаççĕ! - аса илет Герман Васильевич.
Комбайнпа ĕçлесе мала тухни ăнсăртран пулман ĕнтĕ унăн. Вăл Çĕпрел районĕнчи Чăваш Паснапуç ялĕнче 11 ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ, 3 класс пĕтерсенех ашшĕне пулăшма колхозри лаша витине çӳреме пуçланă. 5 класс хыççăн каникулта хăй тĕллĕн ĕçе кайнă, колхоз пăрăвĕсем валли вăрманта хĕллене апат хатĕрленĕ, симĕс çулçă-турат пуçтарнă. 9 класс пĕтерсен тракториста пулăшнă, МТЗ-50 тракторпа çӳренĕ, пăрçа, куккурус çулнă. Вăтам шкула вăл пĕр «тăваттăпа» çеç пĕтерет. Чи интересли вара – математика е вырăс чĕлхипе мар ку, астрономи предмечĕпе!
1979 çулта Аслă Аксури вăтам шкула пĕтерсе алла аттестат илсен Герман Мишкин колхоз стипендиачĕ пулса Хусана агронома вĕренме каять. Унта та чăваш ачи паллă вырăнта пулнă, курсри тата факультетри комсомол организацийĕсен секретарьне суйлаççĕ ăна. Малтанхи виçĕ курс хыççăн кашни çул стройотряда çӳрет, кунта та комсомол секретарĕ пулать.
Пилĕк çултан вăл аслă шкултан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухать те çулталăк çурра çĕршыва сыхлама каять, паллă вырăна – Казахстанри Байконура лекет.
– Питĕ шăрăхчĕ унта, хăш чухне сулхăнра 62 градуса çитетчĕ! Малтан геодезист пултăм. Рядовойран сержанта çити хăпартăм. Кайран строительство участокĕн начальникĕнче – капитан должноçĕнче – хĕсметре тăтăм, 120 тенкĕ укçа тӳлетчĕç. Эпĕ унта чухне тĕнче уçлăхне иккĕмĕш хĕрарăм космонавт Светлана Савицкая вĕçсе кайрĕ,- тет вăл.
1985 çулта декабрьте яла таврăнсан Г.Мишкин вырăнти хуçалăхра агроном ĕçне пуçăнать, кăшт тăхтасан çемье çавăрать.
1987 çулта вара çемье Ульяновска куçса килет, Герман Васильевич «Главснаб» тытăмне механика ĕçе кĕрет. Çур çултан хула çумĕнчи Белый Ключ ялне пырса вырăнти совхоза тĕп агроном должноçне вырнаçать. Тепĕр çултан Мишкинсене çурт уйăрса параççĕ.
– Çĕршывра ялан улшăнусем пулса пыратчĕç вăл тапхăрта, япала хакĕсем пĕр чарăнми ӳсетчĕç. 1994 çулта тырçи лайăх ирттертĕмĕр, мана уншăн икĕ оклад преми пачĕç – 40 пин тенкĕ. Эпĕ питĕ савăнтăм, хулана лавккана кайса пушмак туянас-ха терĕм. Çитрĕм те – пĕр мăшăр пушмак 60 пин тенкĕ тăрать! Ман савăнăç лапах сӳнчĕ. Эпир тырçинче ĕçленĕ вăхăтра хаксем темĕн чухлĕ ӳснĕ иккен, пирĕн вара хиртен тухма вăхăт çук, ăна пĕлмен те. Мĕн тумалла/ Кун пек укçапа малалла çемьене тăрантарма çук ĕнтĕ, çавăнпа ирĕксĕрех хам профессие пăрахса Ульяновска «Госрезерв» базине инженера вырнаçрăм. Унта 5 çул ĕçлерĕм, - каласа парать Герман Васильевич.
Каярах вăл темиçе çĕрте вăй хурать. «Волжанка» кондитер фабрикинче менеджер, «Мотом» компанире база управляющийĕ, цех начальникĕ, «Механизация /1» общество директорĕнче тата ытти яваплă вырăнсенче ĕçленĕ. Халĕ вара вăл Н.Абрамов ертсе пыракан «Строительная корпорация» обществăри тĕп механик.
– Кунта темле техника та пур: автомобильсем, крансем, компрессорсем... Вĕсене юсавлă тытасси – манăн тĕп тивĕç. Халĕ эпир темиçе вырăнта пурăнмалли çуртсем çĕклетпĕр. Ӳркенмен çын ниçта та çухалмасть тесе шутлатăп эпĕ. Ĕçлеме, хам çине яваплăх илме ачаранах хăнăхнă. Паян ачасене ӳстерсе çын çине кăларни те кăмăла çĕклет. Ирина Александровна мăшăрăмпа ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтертĕмĕр, иккĕшĕ те финансист профессине алла илчĕç. Икĕ мăнук та пур ĕнтĕ пирĕн. Килтен кăмăлпа ĕçе каятăп, савăнăçпа киле килетĕп, – тет Герман Васильевич.
 
: 678, Хаçат: 30 (1328), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: