Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çинкĕл районĕнчи Ялавăрти Культура керменĕ çумĕнчи ачасен «Флэш» ташă ансамблĕн йăлана кĕнĕ отчетлă концерт иртрĕ. Коллектив йĕркеленнĕренпе кăçал 21 çул çитрĕ.
Çак уяв кашни çулах клубра питĕ илемлĕ те интереслĕ иртет, курма пыракансем те тулли зал пухăнаççĕ.
Кăçалхи концерта эпир тĕнчери лару-тăрăва тĕпе хурса «Мирпе юрату ячĕшĕн» ят парса халăхсен туслăхне халалларăмăр. Программăра чăваш юрри-ташшипе пĕрлех вырăссен, тутарсен, белоруссен, украинсен пулчĕç.
Çаплах программăна Çĕнтерӳ 70 çул çитнине халалланă, ăна туптама Раççейри пур халăх хутшăннине асра тытрăмăр.
Куракансене икĕ сехет хушши «Флэш» ансамблĕн хĕрĕсемпе каччисем, унăн нумай çулхи солисткисем Дарья Ильдейкинапа Татьяна Енгашева «çунса тăракан» ташшисемпе тыткăнларĕç. Ташăсем хушшинче юрăçăсен – Татьяна Рыскалкинан, Дарья Конюхован, Влада Иванован, Людмила Белован, Екатерина Шепелеван илемлĕ сассисем янăрарĕç. Вĕсем чăвашла тата вырăсла юрăсем шăрантарчĕç.
Сывлăш десант çарĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул тултарас умĕн иртнĕ мероприятие ялти десантниксем те хастар хутшăнчĕç. Сцена çинчен вĕсенчен нумайăшне Ялавăр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Н. Разубаев юбилей медалĕсемпе наградăларĕ.
Ытти çулхисемпе танлаштарсан, кăçалхи уявăн уйрăмлăхĕ – саламлама хаклă хăнасем килсе çитни. УОЧНКА председателĕ В.И. Сваев, «Çинкĕл районĕ» муниципаллă пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ А.А.Кудряшов, УОЧНКАн Çинкĕл районĕнчи уйрăмĕн председателĕ А.Ф. Самаркин, Çинкĕл район администрацийĕн культура ĕçĕсене тата халăхăн пушă вăхăтне йĕркелекен пайăн пуçлăхĕ Н.В. Зудова салам сăмахĕсемпе пĕрлех ансамбле çӳрекенсемпе ертсе пыракансене тĕрлĕ парнесемпе, Тав хучĕсепе хавхалантарчĕç.
Тав çырăвне В.В. Харитонов, Н.Г.Новоселец, И.Н. Пифтанкина, К.В. Ильчуркина, Е.В.Щеголева, Т.Н.Севастьянова, М.С.Куруськина, Д.В. Ильдейкина, Т.И.Енгашева, Е.С.Кирюшкина тивĕçрĕç.
Эпĕ уява хатĕрлеме пулăшакансене хам ятран пысăк тав сăмахĕсем каласшăн. Чи малтанах «Флэш» ансамблĕн яланхи спонсорне Наталья Новоселеца. Вăл пире тĕрлĕ халăх тумĕсене укçасăрах çĕлесе пачĕ. Концертра Наталья Геннадьевна тата хăй çĕленĕ чăваш тумĕсен куравне йĕркелерĕ. Çаплах тав сăмахне «Вологодское кружево» алĕçне парăнтарнă Тамара Севастьянова тивĕç. Ял халăхĕ унăн курава тăратнă ĕçĕсене курса тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.
Ялавăр Культура керменĕнче ĕçлекен пысăках мар коллектива (заведующийĕ Н.Е.Куруськин) чун-чĕререн тав тăватăп. Пĕрлĕхре вăй тесе ахальтен каламан ваттисем. Пĕрле килĕштерсе, пĕрне-пĕри пулăшса тата ăнланса ĕçленипе уява лайăх ирттерсе ятăмăр.
 
: 705, Хаçат: 30 (1328), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: