Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Туспа юлташ пур чух çын-УЛĂП,
Ютри те сана хурăнташ.
(Анатоли Ырьят)
 
Уф! Эпĕ тинех килте. Манăн кил – Киндяковка районĕнчи общежитин пĕчĕк пӳлĕмĕ. Чăматана лартрăм та килти тума тăхăнса душа çăвăнма чупрăм. Пăртак сывлăш çавăрса илнĕ хыççăн ĕçе – пушар чаçне командировкăран таврăннине пĕлтерме тата уйăха яхăн курман ĕçтешсемпе курнăçма-чупрăм. Каçхине чăматана уçатăп-çиелте мунчала тата кивĕ кедăн хăраххи выртать. Ку манăн япаласем мар. Пуçа çĕмĕрме пуçларăм: камăн япалисем лекнĕ ман чăматана/ Кайран тин тавçăрса илтĕм. Малаллахи калаçу –ун пирки.
Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне пĕтерсен çара кайрăм. Унта пушар техника шкулне пĕтертĕм. Çарта илнĕ специальность малашлăхăн анлă çулĕ пулса тăчĕ. Ульяновска таврăнсан куçăмсăр майпа аслă пĕлӳ илме шутларăм. Вĕренĕве ытларах вăхăт пултăр тесе ĕçлеме Чукун çул районĕнчи 2-мĕш пушар чаçне вырнаçрăм. Мана хаваспах илчĕç. Çак çăмăл мар ĕçе хăнăхса пынă май килĕше те пуçларĕ. Часах пушар хуралĕн уйрăмĕн командирне çирĕплетрĕç. Аслă пĕлӳ илес шухăш пуçран тухмасть-ха. Эпĕ ял хуçалăх академине вĕренме кĕтĕм. Анчах пĕр ĕçтеш мана хăй Ленинградри пушарпа техника училищине каясси пирки пĕлтерчĕ. Тĕплĕн шутланă хыççăн манăн та çавăнта кĕрес ĕмĕт çуралчĕ.
1972 çул. Ленинградри училище. Мансăр пуçне кунта Ульяновскран тата пилĕк çын. Вĕсенчен пĕри – Николай Петрович Мулендеев, механика заводĕнчи пушар чаçĕн кĕçĕн инспекторĕ. Паллашрăмăр. Вăл та чăваш иккенне пĕлтĕм. Пирĕн ялсен хушши-5-6 çухрăм çеç: вăл Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Упи ялĕнчен, эпĕ – Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи Ивановкăран. Эпир иксĕмĕр те куçăмсăр уйрăма вĕренме кĕтĕмĕр, салтак пурнăçĕ хыççăн казарма йĕркине таврăнас килмерĕ. Эпĕ ял хуçалăх институтне те пăрахмарăм.
Училищĕре вĕренме мана йывăрах пулмарĕ, мĕншĕн тесен пушар службин вăрттăнлăхĕсене эпĕ салтакра чухнех илнĕ-çке. Кольăпа иксĕмĕре вĕренӳ çывăхлатрĕ. Эпир унпа час-часах тĕл пултăмăр. Контрольнăй ĕçсене пĕрле тăваттăмăр. Çапла туслашсах кайрăмăр. Часах диплом илтĕмĕр, пĕрлех служба картлашкипе «ӳсме» тытăнтăмăр. Мана «Комета» хаводăн пушар чаçĕн хурал уйрăмĕн пуçлăхне çирĕплетрĕç, Кольăна – хăй чаçĕн пуçлăхне. Пире иксĕмĕре те «шалти ĕçсен лейтенанчĕ» звани пачĕç. Авлантăмăр. Кайран мана облаçри пушар надзорĕн управленине куçарчĕç, Кольăна – Тури тата Анат Терраса районĕсен пушар хуралĕн пуçлăхне. Пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе эпĕ «Авиастарти» пушар хуралне ĕçлеме куçрăм.
Вăхăт иртрĕ. Часах манăн пуçлăх пенсие кайма пуçтарăнчĕ. Ку тĕле манăн та тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитрĕ ĕнтĕ. Пенси валли хутсем хатĕрлеме тытăнтăм. Байкал тăрăхне кайса пĕрле хĕсметре тăнă тантăшсене курма ĕмĕтленнĕччĕ, кану планĕсем тунăччĕ. Ĕçрен хăтарма приказ кĕтеттĕм. Ак, хыпар илтетĕп: пуçлăх вырăнне манăн юлташ – Николай Мулендеев килет! Коля мана чĕнчĕ те çапла каларĕ: «Володя, эпĕ сана хам çумран ниçта та ямастăп, тивĕçлĕ канăва та. Приказне каялла тума ыйтатăп. Тепĕр тенчен – эсĕ кунта йăлтах пĕлетĕн: пуçлăхсене, ĕç ушкăнне... Мана пулăшакан пулатăн. Сансăр мана йывăр пулать. Атя пĕрле ĕçлер».
Эх, Петрович, Петрович! Мана ӳкĕтлерĕ вĕт... Юлтăм. Пĕрле питĕ аван ĕçлерĕмĕр. Ĕçри тавлашусемсĕр мар, паллах. Кирек хăçан та пĕр чĕлхе тумпа пултарнă эпир. Николай хуçалăх тата финанс ĕçĕсене илсе пычĕ. 90-мĕш çулсенче пушар хуралĕнче ĕçлекенсене ĕç укçи тӳлеме укçа çителĕксĕрччĕ. Николай Петрович тĕрлĕ мелсемпе ĕç укçи кăна мар, нушана лекнисене пулăшу, специалистсене вĕрентсе кадрсене хатĕрлеме укçа-тенкĕ тупма пултаратчĕ. Ун патне сотрудниксен арăмĕсем куççульпе килни те пулкаланă. Николай Петрович кашнине тимлĕх уйăрса пулăшу паратчĕ. Кирек мĕнле лару-тăруран та тухатчĕ. Йывăрлăхра та штатне чакармарĕ, отрядне салатса ямарĕ. Хăйĕн ĕçченĕсене хӳтĕлесе çӳлелле туртрĕ. Эпĕ те «шалти ĕçсен подполковникĕ» звание тивĕçрĕм. Çапла пĕр-пĕрне пулăшса эпир тăватă çул ĕçлерĕмĕр. 2000 çулта кайма тĕв турăм. Ĕçпе сывпуллашрăм, анчах юлташсемпе мар. Ĕçтешсемпе паян та çыхăну тытатăп, Кольăпа туслă тăратпăр.
Инкек яланах ăнсăртран килет. Мана инсульт пулчĕ. Ман патăма пульницана чи малтан çывăх ТУС Николай килсе çитрĕ. Вăл мĕнпур енĕпе пулăшрĕ. Унтан тухсан та (алă-ура итлесшĕнех марччĕ -ха) вăл шав мана шăнкăравласа тăчĕ. «Итиль» санаторин реабилитаци центрне вырнаçтарчĕ. Вăл чăн психолог тейĕн: чир çинчен манма тĕрлĕ мелсем шутласа кăларчĕ: пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе консультаци пама предприятисемпе организацисене илсе çӳрерĕ. «Эсĕ ăслă, санăн пуçна ĕçлеттермелле», – терĕ. Ку çеç и/ Хăйпе пĕрле чăваш артисчĕсен концерчĕсене, тĕрлĕ мероприятисене илсе тухрĕ.
Çапла эпĕ вăй иле пуçларăм темелле. Анчах сывлăхăм чаплах мар-ха. Николай Петрович мана сиплемелли тепĕр мел шыраса тупрĕ – пылпа. Хăй хуçалăхĕнче (уйрăм çуртпа пурăнать) вăл вĕллесем тытма пуçларĕ. Мана пылпа тивĕçтерсе тăчĕ, тухтăрсемпе канашланă хыççăн апитерапи (пыл хурчĕсене сăхтарса) мелĕпе сипленме вĕрентрĕ. Çакăн пек курссем иртнĕ хыççăн хама авантарах туйма пуçларăм. Килти ĕçсемпе те аппаланатăп, уçăлса çӳретĕп.
Харпăр хăйшĕн çунман юлташăма пула эпĕ пурнăç илемне туйма пуçларăм, манра пурăнас шанчăк çуралчĕ.
Калаçура эпир йăх-тымар ыйтăвĕсене те хускатрăмăр. Николай Петрович манăн анне енчен тăван та килет иккен. Чăнах та тĕлĕнмелле мар-и çакă/! Апла пире юн пĕрлештернĕ!
Çак ырă кăмăллă, пысăк чĕреллĕ çын маншăн тăрăшнине виличчен те манассăм çук. Эпир 42 çул туслă пурăнатпăр. Пушар хуралĕнче те чуна парса ĕçленĕ: Коля 37 çул, эпĕ – 34.
Мунчалапа кедăран тытăнтăм пулсан çавăнпах пĕтерем. Ку шӳт – Кольăн ĕçĕ. Вăл питĕ шӳтлеме юратать. Тĕл пулсан яланах çав самантсене аса илсе кулатпăр.
 
Ульяновск хули.
 
: 690, Хаçат: 30 (1328), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: