Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçал «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейра «История Симбирской чувашской учительской школы» çĕнĕ курав уçăлать.
Ку пирĕншĕн тахçанах кĕтнĕ савăнăçлă пулăм. Мĕншĕн тесен 1989 çултах «Родина В.И. Ленина» музей ĕçченĕсем М.Х.Валкин, Н.П. Земскова, А.Л. Щеколдина курава мĕнле йĕркелемелли пирки ăслăлăх ĕçĕ çырнă. Ун чухнех музейăн виççĕмĕш хутĕнче Яковлевсен мемориал хваттерне, иккĕмĕш хутĕнче учительсен шкулĕн историне сăнлакан документсемпе сăн ӳкерчĕксен куравне йĕркелеме палăртнă. Музейра ĕçлекенсем Чăваш, Тутар Республикисемпе Ульяновск облаçĕнчи архивсенче упранакан И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тата Чĕмпĕр чăваш учительсен шкулĕпе çыхăннă документсене тупса хатĕрленĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула нумай çул музейăн иккĕмĕш хучĕ вĕренӳ вырăнĕ пулчĕ.
Тинех кĕтнĕ вăхăт çитрĕ.
Çĕнĕ куравра И.Я. Яковлев-çын тĕп вырăн йышăнать. Вăл пур ĕмĕрте те кашни çыншăн ырă тĕслĕх: çырма-вулама пĕлмен кĕтӳçĕ-ачаран тĕнче шайлă педагог ятне илнĕ, патшалăхăн пысăк наградисене тивĕçнĕ çын.
Иккĕмĕш хутри пĕрремĕш пӳлĕмре эпир Иван Яковлевăн ачалăхĕпе тата шкулта вĕреннĕ малтанхи çулĕсемпе паллаштарăпăр. Куракансем вăл вăхăтри пурнăçа сăнама, тăван халăхăн кун-çулĕпе паллашма пултарĕç.
Иккĕмĕш пӳлĕмре документсемпе сăн ӳкерчĕксем И.Я. Яковлевăн пурнăçĕнчи тĕп тапхăрĕсене кăтартĕç: гимназипе унверситетра вĕреннисем, чăваш алфавитне туни тата чăваш чĕлхипе пĕрремĕш учебниксем кăларни, инспектор ĕçĕ. Хальхи мультимедийлă оборудовани пулăшнипе Чĕмпĕр картти тăрăх И.Я.Яковлев пурăннă вырăнсене курма, чăваш алфавичĕпе паллашма пулĕ.
Виççĕмĕш пӳлĕмĕнче куракансен И.Я.Яковлевпа «куçа-куçăн юлма» пултарĕç. Кунта медиакĕнекене уçса пăхма, унăн ачисемпе тăванĕсен çырăвĕсене уçса вулама, унăн юрату çинчен çырнă сăввисемпе тата вăрттăн шухăшĕсемпе, ĕмĕчĕсемпе паллашма пулĕ. Документлă кадрсем И.Я. Яковлевăн юлашки кунĕсене кăтартĕç, çав вăхăтра кадр хыçĕнче унăн чăваш халăхне панă халалне вулĕç.
Тăваттăмĕш пӳлĕмре – Чĕмпĕр чăваш шкулĕн пурнăçĕ.
Курав кăçал уçăлĕ, кунĕ хальлĕхе паллă мар. Хаçат вулакансене курав уçăласси пирки пĕлтерĕпĕр.
 
: 646, Хаçат: 30 (1328), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: