Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Кăлаткă ял администрацийĕнче нумай ачаллă çемьесене, ашшĕ-амăшсене, çамрăксемпе ачасене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Регион пуçлăхĕ Сергей Морозов облаçра илсе пыракан çемье политикине тĕрĕс çул-йĕр тесе шутлаççĕ кунти специалистсем. «Урамсенче ача-пăча сасси илтĕнмесен ялăн илемĕ те çук», – терĕç кăлаткăпуçсем мана администраци мухтавĕ шутланакан çамрăксемпе паллашма сĕнсе.
Андрей Хурасев паян Балаковăри (Сарă ту облаçĕ) Атăлçи колледжĕнче вĕренет. Вăл – пулас менеджер. Каччă нумай ачаллă çемьере ӳснĕ. Ларисăпа Анатолий Хурасевсен кил-йышĕнче шучĕпе иккĕмĕш ачи. Ашшĕ сарăмсăр вилнĕ пирки амăшĕ пĕчченех ури çине тăратасшăн ăшталанать паян тĕпренчĕкĕсене, выльăх апачĕн никĕсĕн пуçлăхĕнче тăрăшать.
Андрей ача садне çӳренĕ чухнех ушкăнри пĕчĕк çăлтăр пулнă: сăвă-юрă ăста каланă, уявсенче ташласа тĕлĕнтеренĕ. Шкулта иртекен пур мероприятисене те хастар хутшăннă чăваш йĕкĕчĕ. Уйрăмах сăвă ăмăртăвĕсенче тăтăшах çĕнтернĕ вăл.
– 4-9-мĕш классенче пире чăваш чĕлхипе литературине Елена Всеволодовна Васильева вĕрентрĕ. Чăваш уявĕсем валли Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Кĕçтенттин Иванов... сăввисене пăхмасăр вĕренеттĕмĕр, тантăшсемпе ăмăртса каласа параттăмăр. Çавăн чухне ман кунта (чĕри тĕлне тытса кăтартать Андрей – Автортан) мĕн-тĕр вăранчĕ. Чăваш поэзийĕпе кăсăкланма пуçларăм. Сăвăсене çăмăллăнах вĕренетĕп эп. Ман чаплă классиксен хайлавĕсене итлекенсен чунĕсене витермелле каласа парас килет, – терĕ яш поэзипе интересленнине пĕр пытармасăр.
Паян А. Хурасев – колледж мухтавĕ. Студентсен çуркуннине, ăмăртăвĕсене, уявĕсене ӳркенмесĕр хутшăнать вăл. Вĕренӳре те ĕлкĕрсе пырать. Ăнтăлăвĕ пур çамрăкăн – вăл ятарлă профессилле вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн аслă шкула кĕме, салтака кайса килме ĕмĕтленет. Паян хавхалансах ял уявне – Акатуя курма килнĕ.
 
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
: 302, Хаçат: 30 (1328), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: