Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1970 çулта Вязьма хули çывăхĕ-нчи (Смоленск облаçĕ) тĕттĕм вăрманта çĕр ăшне çурмалла путнă БТ-7 танк тупаççĕ, номерĕ те паллă – 12. Люкĕсем хупă пулнă, бортĕнче шăтăк курăннă.
Танка уçнă хыççăн механик-водитель вырăнĕнче кĕçĕн лейтенант шăмми-шаккине тупаççĕ. Çакăнтах пĕр патронлă наган, планшет выртнă. Планшетĕнче – карттă, юратнă хĕрĕн мĕлки тата ярса ĕлкĕреймен çырусем.
Акă пĕр çырăвĕ: «1941 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕ. Сывлăх сунатăп, манăн Варя! Çук, тĕл пулаймастпăр эпир санпа. Ĕнер кăнтăр тĕлĕнче гитлеровецсен тепĕр колоннине çапса аркатрăмăр. Фашистсен снарячĕ броняна çĕмĕрсе кĕчĕ те шалта çурăлса кайрĕ. Машинăна вăрман еннелле илсе кайнă вăхăтра Василий вилсе кайрĕ. Манăн суран та пит йывăр. Василий Орлова эпĕ хурăн ращинче пытартăм. Вăл пĕр сăмах калаймасăрах вилчĕ, юратнă мăшăрне Зойăна тата кукша пуç чечекĕ пек шурă çӳçлĕ хĕрне Машенькăна нимех те каласа хăвараймарĕ. Çапла эпĕ виçĕ танкистран пĕччен юлтăм. Каç пулсан вăрмана кĕтĕм. Çĕрĕпе нушалантăм, юн нумай çухатрăм. Малтан кăкăра çунтарса ыраттарни халь сӳнчĕ, чунра çăмăл пулса кайрĕ. Шутласа хунине пурне те пурнăçлаймарăмăр, питĕ шел. Анчах та хамăртан килнине веçех турăмăр. Пирĕн юлташсем тăшмана хăваласа кайĕç, тăшмансем пирĕн хирсемпе, вăрмансемпе çӳремелле мар. Варя, эс пулман пулсан ку пурнăçа эп çакăн пек пурăнса ирттерейместтĕмччĕ. Эсĕ мана яланах пулăшса пытăн: Халхин-Голра та, кунта та. Юратакан çын вăл çынсене ырă сунать. Тавах сана, чунăм! Çын ватăлать, тӳпе ялан çамрăк – сан куçусем пекех. Эп вĕсене пăхса мĕн чухлĕ киленнĕ! Сан куçусем нихçан та ватăлмаççĕ, сӳнмеççĕ. Вăхăт иртĕ, çынсен суранĕсем сывалĕç, çĕнĕ хуласем, çĕнĕ садсем ӳссе ларĕç. Çĕнĕ пурнăç пулĕ, çынсем урăх юрăсем юрлĕç. Мĕнле пулсан та пирĕн çинчен – виçĕ танкист çинчен – нихçан та манса ан кайăр. Санăн илемлĕ ачасем çуралса ӳсĕç, эсĕ малашне юратăн-ха. Эпĕ вара сана пысăк юратупа юратса пурăннăшăн хама телейлĕ тесе шутласа каятăп. Санăн Иван Колесов».
 
: 595, Хаçат: 30 (1328), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: