Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн редакцие кĕмĕл çӳçлĕ, патвар кĕлеткеллĕ ентеш кĕчĕ. Паллашнă май вăл Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче çуралнине пĕлтĕмĕр. Шел, Иван Яковлевич Мурзайкин чăвашла калаçаймасть. Вырăсланнă чăвашсемпе пирĕн, хаçатçăсен час-часах тĕл пулма тӳр килет. Вĕсенчен ытларахăшĕ ку тăрăхрах – чăвашсем хушшинчех пурăнаççĕ. Маннă тенине ĕненме йывăр. Хăнапа тĕплĕнрех паллашсан вăл пач куштанланманнине ăнлантăмăр: Иван Яковлевич вунпĕр çултах тăван ялĕнчен тухса кайса 50 çула яхăн Ташкентра пурăннă. Ульяновск хулине вăл тăватă çул каялла тин килсе тĕпленнĕ. Тӳрех Ульяновскри ял хуçалăх академийĕнчи çĕр йĕркелӳ тата çĕр кадастрĕн факультетĕнче ĕçлеме пуçланă. Техника наукисен кадидачĕ, доцент студентсене вĕрентет. Унччен вăл 35 çул тĕп инженер-геодезист должноçĕнче вăй хунă. Куçăмсăр майпа Мускавра аспирантура пĕтернĕ. Узбек, фарси, акăлчан, нимĕç, португал чĕлхисене пĕлет. Икĕ монографи, виçĕ ăслăлăх кĕнеки, 60 яхăн ăслăлăх-техника статйи çырнă, вăл панă 120 ытла çĕнетӳ сĕнĕвĕ пурнăçа кĕнĕ.
Хăйне астăвассах вăл килти хуçалăх ĕçне кӳлĕннĕ: ашшĕ-амăшĕ ĕçре чух кăвайт çине хуран çакса апат пĕçернĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, ытти ĕçсенче те аслисемшĕн шанчăклă çын пулнă. Тăван ялĕнче тăватă класс, 5-6-мĕш классене Вăта Тимĕрçенте пĕтернĕ. Хаяр вăрçă çулĕсене килнĕ унăн ачалăхĕ. Улттăмĕш класра вĕреннĕ çул унăн амăшĕ çĕре кĕрет. Иван Яковлевич каласа панă тăрăх, тухтăрсен йăнăшĕпе пулнă çак инкек. Ашшĕ — Яков Афанасьевич — Аслă вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех пуçне хунă.
-Çапла эпир шăллăмпа тăр тăлăха юлтăмăр. Аттен шăллĕ Филипп тете вăл вăхăтра Узбек Республикинчи Термез хулинче пурăнатчĕ. Вăл нумай çул тинĕс çарĕнче хĕсметре тăнă, ирĕклĕ ишевре çӳренĕ. Аннене пытарсан вăл пире хăйпе илсе кайрĕ. Вырăсла пĕр сăмах та пĕлместпĕр. Малалла вĕренмеллех. Эпĕ çине тăрсах вырăс чĕлхине алла илме тытăнтăм. Нумай вуларăм. Çулталăк хушшинче калаçма хăнăхрăм. Çиччĕмĕш класа Термез хулинче лайăх паллăсемпе пĕтертĕм. Саккăр хыççăн Ташкентри топографи техникумне вĕренме кĕтĕм. Тăватă çултан техник-топограф пулса тухрăм. Тĕрĕссипе эпĕ пачах урăхла специальность илме ĕмĕтленнĕ. Анне чирлесе ӳксен «Эпĕ ма тухтăр мар-ши? Аннене сыватăттăм»,- теттĕм. Анчах Турă урăхларах çырнă курăнать. Пĕлместĕп, шăпам çапла килсе тухмасан эпĕ ӳссен кам пулнă пулăттăм-ши? Филипп тетене ĕмĕр тăршшĕпех тав тăватăп. Хăй виличчен вăл атте вырăнĕнче пулса пире ура çине тăратса хăварчĕ.
1956 çулта салтака юрăхлă пултăм. Хабаровскра хĕсметре тăтăм. Кунта коммунистсен ретне илчĕç. Эпĕ паян та коммунист. Унтан таврăнсан аслă пĕлӳ илме ăнтăлтăм. Новосибирск хулинчи инженер, геодези, аэросъёмка тата картографи инженерĕсен институтне вĕренме кĕтĕм. Питĕ интереслĕччĕ вĕренме. Экспедицисене çӳреттĕмĕр. Çурçĕре те çитрĕмĕр. Игарка, Турханск, Енисейск хулисем çывăхĕнчи çĕр айĕсене тĕпчерĕмĕр. Кунти вырăнсем питĕ илемлĕ. Вăл вăхăтра фотографипе кăсăкланаттăм. Нумай ӳкерчĕк турăм »,- хавхалансах каласа парать Иван Яковлевич.
Вăл студент чухнех çемье çавăрать. Çулĕпе çамрăкрах пулин те, Тамара унран малтан вĕренсе тухать. Вăл космос инженерĕн специальноçĕпе ĕçлет, ăслăлăх ĕçĕсем çырать.
-Эпир пĕр пек специальноçлă пулни пире питĕ пулăшрĕ. Экспедицисене пĕрле çӳреттĕмĕр», - аса илет ентеш. - Килĕшӳпе юратура икĕ ывăл тата хĕр çуратса ӳстертĕмĕр.
Институт пĕтерсен Иван Яковлевич (1965-1999 çулсенче) «Средазгидропроект» институтра тĕп геодезистра, уйрăм пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăнать. 1976 çулта ăна Афган Республикине геодези ĕçĕпе инженер-консультант пулса ĕçлеме яраççĕ. Афганистанри энергетика тата шыв пурлăх министерстви программипе килĕшӳ туса вăл кунта виçĕ çул вăй хурать. Çак туллă-сăртлă çĕршывăн мĕнпур кĕтесне çитет. 30 ытла çынна геодези тата топографи вăрттăнлăхĕсене вĕрентет. Афган çыннисем ăна уншăн Тав хучĕсемпе грамотăсем парса чыслаççĕ, кĕрĕк парнелеççĕ.
1986 çулта унăн каллех ют çĕршыва – ку хутĕнче Ангола çĕршывне контрактпа «Капанда» ГЭС-не тунă çĕре тĕп инженер пулса кайма тивет. Ун хыççăн вăл кăркăс, таджик, казах, туркмен халăхĕсем хушшинче ĕçлет. Экспедицисемпе çĕрĕн тытăмне, çĕр айĕнчи шыв çулне, пурлăхне тĕпчет.
«Пирĕн ĕç питĕ яваплă, унпа пĕрлех – интереслĕ. Тĕрлĕ халăх хушшинче пурăнса, вĕсен йăли-йĕркисене пăхăнса пурăнтăмăр. Пăхăнманнисем, кунти халăха начара хума пăхаканнисем, пуçĕсене çухатрĕç,- каласа парать геодезист.- Таджик Республикине геодези тĕпчевĕсем тума кайсан унта граждан вăрçи пыратчĕ. Пирĕн ушкăнри специалист вырăнти çынсене темле майпа кӳрентернĕ пулнă. Лешсем çакăншăн тавăрчĕç — унăн пуçне касрĕç. Тепĕр çынна та вĕлересшĕн пулчĕç. Телее, вырăнтисемпе эпĕ нихăçан та тавлашăва кĕмен. Унти йĕркесене хисепленĕ. Кашни наци хисепе тивĕç-çке...».
2000-2001 çулсенче пирĕн ентеш «Гипрозем» (Узбек Республики) институтра ĕçлет. Унтан ăна Ташкентри топографи техникумне ĕçлеме янă. 2004 çултан вăл Ташкентри техника университетне куçса аслă ăслăлăх сотрудникĕн должноçĕнче вăй хурать.
2008 çулта тинех тăван тăрăха таврăнать. Тăван ялтан 1950 çулта тухса кайнăскершĕн Ульяновск хули пач ют хула. Ача чухне кунта вăл килсе те курман. Ăста специалиста ял хуçалăх академине ĕçлеме йышăнаççĕ. Иван Яковлевич хаваспах пухнă пĕлĕвне студентсене парать – лекцисем вулать. Пушă вăхăтра кĕнеке çырать, часах унăн çĕнĕ кĕнеки кун çути курмалла. Унпа пĕрлех Чĕмпĕр хулине тĕпчет, чăваш чĕлхипе, историйĕпе, йăли-йĕркипе кăсăкланать. Чăвашла лайăх калаçма вĕренес тĕллевпе вырăсла-чăвашла словарь тата халăхăмăрăн историйĕпе çыхăннă кĕнекесем туяннă. Вĕсене вăл тĕплĕн тишкерет. Мĕн тăвăн, юн хăвачĕ чăвашсем патнех туртать-çке.
Нумаях пулмасть Иван Яковлевич тăван ялне çитсе курнă. Таврăннăранпа пĕрре мар пулнă-ха. Йăх-тымарĕсем çук мар кунта. Унта ăна пĕр ентешĕ «Канаш» хаçат тыттарнă. Ун тăрăх вăл облаçра чăваш обществăлла организацисем пуррине, чăвашсем тулли пурнăçпа пурăнни пирки вуласа пĕлет. Хаçат адресĕпе вăл çийĕнчех редакцие васкать. Çапла, тăван çĕршыв, тăван чĕлхе вăйĕ виçесĕр пысăк. Таçта кайсан та, тем пулсан та ăс-тăн вăйĕ тăван халăх патнеллех туртать. Иван Яковлевич хăй чăваш пулнине нихăçан та пытарман. Ытти халăхсен хушшинче чăваш ятне яман. Ăна хисепленĕ, халĕ те хисепре, унăн ĕçне пысăк хак параççĕ. Аякри çĕрсенче ĕçленĕ вăхăтра вăл нумай наградăна тивĕçнĕ.
Медальсем: «Отличник геодезии и картографии», «За победу над фашистской Германией в Великой Отечественной войне 1941-45 гг.», «Шухрат» Узбекистан), «За строительство Чардаринской ГЭС» (Казахстан), «За строительство Чарвакской ГЭС» (Узбекистан), «За строительство Нурекской ГЭС (Таджикистан).
Грамотăсен шучĕ те çук, чи пĕлтерĕшли – Афган Республикинчи СССР посольстви тата СССР энергетика министерстви панисем.
Иван Яковлевичăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Апла пулин те, çамрăкранах спортпа туслăскер, хăнăхнă йăлана пăрахмасть. Çитес çул 75 çулхи юбилейне çирĕп сывлăхпа, лайăх кăмăлпа кĕтсе илме хатĕрленет.
 
: 713, Хаçат: 41 (1133), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: