Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Хулара пурăнакансем хĕвел пăхнă май чашлаттарса иртекен çумăра кăмпа çумăрĕ теме хăнăхнă. Анчах çавнашкал çумăр курăксене арпаштарса а çулçăсене тепĕр май çавăрса çеç хăварать. Çĕре вăл йĕркеллĕн йĕпетеймест, тӳрех çырмасемпе варсене юхса каять.
Чăн-чăн кăмпа çумăрĕ пач урăхла. Вăл пĕр кĕвĕллĕн те лăпкăн, вĕтĕ ала витĕр ăшă шыв юхтарнă пек, çĕрĕпе чарăнмасăр çăвать. Курăксемпе тĕмсем йывăрланса каяççĕ, çĕр кӳпчеме тытăнать. Йывăçсем хушшипе пăс çĕкленет.
Çавăн пек çумăр çунă чух утă çинче çывăрма лайăх. Çумăр пĕр кĕвĕллĕн шăпăртатать, аслăк çинче, пуç тăрринчи мăклă хăма çийĕн, шăшисем чупнăн туйăнать.
Анаслаттарать, çыврас килет.
Анчах кăмпаçăсем çывăрма юратмаççĕ!
Çумăр çăвать, çăвать, кăмпа ӳсет, ӳсет. Сарăлаççĕ, мăнтăрланаççĕ, хытă шлепкисемпе çулçăллă, хыр йĕппиллĕ çĕре тапса çĕклеççĕ. Акă пĕтĕм пĕвĕпех тухса лараççĕ, кăпмаçăсене кĕтеççĕ. Кăмпасем лайăх пĕлеççĕ: кăмпа çумăрĕ çурĕ пулсан кăмпаçисем килеççĕх.
Лешсем вара чăнах та кĕттерсе тăмаççĕ, вăрмана пĕрин хыççăн тепри килсе тулаççĕ. Пĕри ав мĕн пысăкăш çатан йăтнă! Пĕшкĕне-пĕшкĕне кăмпа татма та пуçланă. Мăнтăр кăмпана чĕререн савăнса пуç таять.
 
Кăмпа
Эх, тапса тухнă та кăмпа! Мĕн тĕрли кăна çук пулĕ: тӳме пек пĕчĕкки те, сунчăк пек пысăкки те. Пĕрерĕн, икшерĕн, ушкăнпа, кĕтӳпе, черетпе, кукăр-макăр йĕрпе, çаврăм-çаврăмпа, карти-картипе ӳснисем пур. Сапаланса шăтнисем, купаланса шăтнисем. Карттус сăмси пек лараканнисем, пĕр рет çийĕн тепĕр ретпе тухнисем. Хĕрлĕ ăвăс çулçи тĕслисем, сарă хурăн çулçи, хăмăр юман çулçи, симĕс курăк çулçи тĕслисем. Чернил пек кăваккисем, утмăлтурат пек шенкеррисем. Юр пек шуррисем, кăмрăк пек хурисем. Шлепкисемпе чашăка, турилккене, вазăна, черккене аса илтерекеннисем. Йăрăм-йăрăм йĕрлисем, пăнчăллисем, хĕррине хăю тытнисем.
Çĕр çинче те кăмпа, тунката çинче те, çĕрнĕ йывăçсем çинче те.
Ăвăс айĕнче, чăрăш, хыр, хурăн айĕнче. Пĕтĕм вăрмана кăмпа хупласа илнĕ!
 
: 671, Хаçат: 30 (1328), Категори: Çанталăка сăнаса пыни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: