Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хула хваттерĕнче шăп. Чӳрече каррисене сирменнипе пӳлĕмре тĕттĕм. Пысăк хваттерте миçе пӳлĕм пулнине шутласа кăларма та йывăр. Тахçан литературăпа искусство çыннисем йышăннă ăна. Тивĕçлĕ çынсене патшалăх ĕçлемелли, апат пĕçермелли, çимелли, çывăрмалли вырăнĕсене çителĕклĕ панă пулнă. Вăхăтĕнче ача сасси те илтĕннĕ пӳлĕмре. Хăна-вĕрле те килсе çӳремесĕр тăман. Искусство çыннисем пухăнсан хваттер ирччен кĕрлесе тăнă: пĕр пӳлĕмре писательсемпе артистсем тавлашнă, тепринче картла вылянă, виççĕмĕшĕнче – ларса ывăннă хĕрарăмсем вăрăм сигаретăсем мăкăрлантарса хулара çӳрекен сăмах-юмаха сӳтсе явнă.
Кайран, ваттисем çамрăккисене нумай пурăнма хушса хăварса çут тĕнчерен уйрăлсан, хваттер майĕпен «вилсе пынă». Кил хуçисен пĕртен-пĕр ывăлĕ авлансан тин нумай вăхăт ларнипе хытса ларнă урапана сасартăк хускатнă пек пурнăç кунта ерипен, кăшкăра-кăшкăра, йывăрпа хайăрăлса пулин те çĕнĕрен тапма пуçланă. Çамрăк мăшăрăн çут тĕнчене ача килсе пурте илтмелле кăшкăрса хăйĕн çинчен пĕлтернĕ. Пĕчĕк ача шăнкăртатса юхакан юханшыв пек сассипе ахăлтатса кулни те, татăлса йĕни те пĕрре кăна мар илтĕннĕ кунта. Хваттерте пилĕк çул ачан савăнăçлă сасси янранă.
Веçех лайăх пекчĕ Ивановсен çемйинче. Лера килте ачапа ларатчĕ, Иван кĕнеке издательствинче вăй хуратчĕ. Вăл çырнă кĕнекесем лавккасен çӳлĕкĕсем çинче тусанланса выртмастчĕç, туххăмрах саланатчĕç. Çавăнпа тупăшĕ те пайтахчĕ. Çук-çке, тем амакĕн килсе мĕнпур телее аркатмалла пулчĕ. Лера кĕтмен-тăман çĕртен хăрушă чирпе чирлесе ӳкрĕ. Усал чире тухтăрсем те, çамрăк хĕрарăм та çĕнтереймерĕç.
Халь хваттерте шăп. Тахăш пӳлĕмре çухалса кайнă шăрчăк кăшкăркаласа илнĕ пек хутран-ситрен пичет машинин сасси илтĕнсе каять. Пĕр вăхăт вăл чарăнмасăр таккать. Пĕр вăхăт сассине çухатать. Пичет машини умĕнче хĕрĕх çулсечен иртнĕ арçын ларать. Хăлхи тĕлĕнче ӳсекен çӳçĕ унăн шап-шурах, хăйĕн çине тахçанах тĕкĕртен тинкерсе пăхманнипе сухалĕ ӳссе кайнă, пуç тăрринче кукша çуталать. Ялан машина умĕнче ларнипе çурăм шăмми кукăрăлнă, пӳрнисем хытса ларнă. Чӳречерен кĕрекен хĕвел пĕрчине те пулин курман çыннăн пичĕ шуранка, начарланса ватăлнипе куçĕсем шала тарса кĕнĕ. Арçын çут тĕнчере пурăнать пулин те чунĕпе тахçанах унтан уйрăлни курăнать. Вăл пĕр вăхăт хура куçĕпе пӳлĕмĕн аякри кĕтесне сăнаса тĕллесе ларать те такампа калаçнă пек туса пуçĕпе сĕлтет. Унтан такама хурав парать. Шухăшĕпе ку çын пĕртте пĕччен мар.Калаçаканни унăн куçĕ умĕнчен каймасть, куран. Хăш чухне унăн тути кулам пек туса илет. Унтан арçын пичет машинин клавишине таккама тытăнать. «Лера, Лерочка, ăнлантăм, ан кай ман умран», - тесе пăшăлтатать.
Анчах арçын хваттерте пĕччен мар. Тахăш пӳлĕмре арçын ача машинасемпе выляни илтĕнсе кайрĕ. Сурчăкне сирпĕтсе, чĕлхине чĕтретсе ача тракторне пылчăклă çулпала ертсе пырать. «Тр-тр-тр-р», - тени илтĕнет. Унччен те пулмарĕ, ача арçын патне чупса пычĕ:
-Атте, атте! Ман апат çиес килет!
Ашшĕ ача çине çаврăнса пăхмарĕ. Хăйне кансĕрленипе шутсăр кăмăлсăр пулнине унăн çамкипе икĕ куçĕ хушшинче пĕркеленсе ларнă ӳчĕ çирĕплетрĕ.
-Ан кансĕрле, чăт. Кĕçех кукаму килсе çитерĕ, - терĕ арçын ача çине çаврăнса пăхмасăр сӳрĕккĕн.
Ку сăмахсем пилĕк çулхи арçын ачана лăплантармарĕç. Вăл ашшĕ хăйне мĕншĕн çитерменнине ăнланмарĕ. Унран хырăмĕ хытăрах ыйтрĕ. Хырăмĕ хыççăн ача ашшĕнчен апат йăлăнчĕ:
-Атте, апат пар... Атте, хырăм выçать...
Ача сассине Иван виçĕ минутран ытларах чăтаймарĕ. Вăл аллисемпе клавишăна шаплаттарчĕ те пĕчĕк чун енне çаврăнса:
-Çитет! Йăлăхтартăн! Çăварна хуп е çухал куç умĕнчен, - тесе кăшкăрчĕ.
Кăшкăрнипе ача мĕн каланине ăнланса ĕлкĕреймерĕ, анчах хаяр сасă ăна хытах хăратрĕ. Унăн тутисем малтан кукăрăлчĕç, кайран чĕтреме пуçларĕç, юлашкинчен вăл мĕскĕннĕн йĕрсе ячĕ.
-Ман çиес киле-е-ет!
Ку вара ашшĕне пушшех тарăхтарчĕ. Вăл ирĕксĕрех вырăнĕнчен тăрса апат пӳлĕмĕ еннелле утрĕ. Ун хыççăн пĕчĕк чун сулланчĕ.
Апат пӳлĕмĕнче Иван кăштах лăпланчĕ:
-Ах, Мишша, Мишша! Аннӳсĕр сана та, мана та пит начар. Кичем, унсăр пурнăç - пурнăç мар. Çимелли те çук. Лавккана кайман, ман килтен те тухас килмест. Çут хĕвел халь мана савăнтармасть. Ман аннӳ пекех тĕттĕм вырăнта пурăнас килет. Пурнăç мана интереслĕ мар. Лера çак сăмахсене илтнĕ пулсан вăрçатчĕ ĕнтĕ. «Мишшашăн пурăнмалла», - тетчĕ. Эп айван çын, ун пек вăйлă пулма пултараймастăп. Саншăн пурăнаймастăп. Каçар!
Мишша ашшĕне выçă куçĕсемпе тинкерчĕ. Ачан сенкер пĕлĕт пек кăвак куçĕ куççульпе тулса çуталса тăчĕ. Куçне вырнаçайман куççуль тумламĕсем ачан питне ачашшăн çупăрласа юхрĕç.
-Атте, ман хырăм выçать. Тата çывăрас килет.
Иван апат пӳлĕмĕнче çакăнса тăракан сехет çине куçне çĕклерĕ. Сехет йĕппи пĕр сехет кăтартать. Эппин, ачан кăнтăрла çывăрмалли вăхăчĕ çитнĕ.
Иван холодильникра юлнă виçĕ çăмартана кăларчĕ те çĕмĕрсе çатма çине ячĕ.
-Наччасра пулать апат. Кăштах кĕт. Хам апат пирки те шутламастăп ĕнтĕ. Хырăм выççине те пĕлместĕп, – хăйпе хăй калаçрĕ вăл. – Мĕн туса хутăн эсĕ, Лера/ Ху вилнипе кăна мар, ман чуна та хăвпа илсе кайрăн.
Çусăр ăшаланă çăмарта çинĕ хыççăн Иван куркасене чей ячĕ. Мишша хăй умне лартса панă чашкине аллипе ярса тытрĕ те чейне çăвар тулли сыпса илчĕ. Ытлашши вĕри пулнипе çăвар ăшчиккине пĕçертрĕ, чей çăварĕнчен юхса тухсан çари! çухăрса ячĕ. Ку сасă тĕлĕрсе ларакан Ивана чĕтреме ериччен çиллентерчĕ.
-Мĕн кăшкăран/! Мĕн кăшкăран тетĕп сана/! Анчăк çури, чарăн!! - кăшкăрчĕ арçын. Вăл ниепле те хăйне аллине илеймерĕ. Хăй кăшкăрнипе хăй шăртланса пычĕ. Ачи те унран юлмарĕ, ыратнипе тата хăранипе пушшех хытăрах макăрчĕ. Ашшĕ хăй мĕн тунине ăнланмасăр пушар сӳнтернĕ пек умĕнче ларакан куркине тытса ачана вĕри чейпе питĕнчен сапрĕ. Унтан ним пулман пек хăйĕн ĕç пӳлĕмне кайса пичет машини умне ларчĕ. Анчах пушарĕ сӳнмерĕ... Мишша чăнтăхса кайрĕ, малтанах хытă кăшкăрчĕ, кайран чейпе питне хытах пĕçерттернипе тăнне çухатрĕ. Ĕç пӳлĕмĕнче вара пичет машини таккарĕ те таккарĕ...
Кукамăшĕ килнĕ çĕре Мишша апат пӳлĕмĕнчех выртатчĕ.
-Мĕн пулнă Мишшăна/ Мĕншĕн унăн пичĕ пиçсе кайнă/ - ыйту çине ыйту пачĕ вăл кĕрĕвне. Хуравне илтмерĕ. Тĕпчеме вăхăт та çукчĕ хĕрарăмăн. Вăл часрах «Васкавлă пулăшу» чĕнтерчĕ. Тухтăрсен ыйтăвне те Иван ăнланмалла хуравлаймарĕ.
-Курман мĕнле пиçсе кайнине. Эп ĕçленĕ, - терĕ.
Çакăн хыççăн Ивановсен çемйине опека органĕсен сăнаса тăмалла турĕç.
Опека органĕсенче нумай çул ĕçлекен Евгения Николаевна вăтам çулсенчи хĕрарăм. Ачасене чунтан юратать пулин те вăл хăйĕн пепкине аллине тытса амăшлăхĕн телейне кураймарĕ. Вунултă çул пурăнаççĕ мăшăрĕпе, ачи вара çук. Кĕтме те пăрахнă ĕнтĕ. Ăçта кăна çитмен çак хушăра, камран кăна пулăшу ыйтман. Анчах Турри паманнине вăйпа туртса илеймĕн.
Ивановсем патне вăл паян пĕрремĕш хут килчĕ. Тĕттĕм хваттер ăна тупăка аса илтерчĕ. Вăл хуçаран ыйтмасăр чи малтан чӳречесем патне пырса каррисене сирчĕ.
-Эсир мĕн хăтланатăр/ Кунта килĕрте мар, - хирĕçлерĕ Иван кăмăлсăррăн.
-Çапла, килте мар. Ман килте кун пек вилĕмлĕ шăплăх тата тасамарлăх пулма та пултараймасть. Эсир хăвăр шăтăка та кĕрсе ларса пурăнма пултаратăр, анчах ачана хĕвел çутине кăтартмасăр пурăнни преступлени,- терĕ вăл çирĕппĕн.
Çивĕч сасă Ивана тăна кĕртрĕ пулас. Вăл йăвашланчĕ.
-Каçарăр мана. Эп урăх сирĕнпе кун пек калаçмăп, - терĕ.
-Манпа кăна мар, ачапа та сирĕн сăпайлăрах та йăвашрах пулсан юрать. Атту, Мишша мана вăрттăн каласа панă тăрăх, вăл пиçсе кайнин айăпĕ сирĕнте. Чип-чипер, сывлăхлă çуралнă ачана эсир инвалид е сусăр туса хăварасшăн-и/ Çакă-и сирĕн пурнăçри тĕллев/ Каçарăр, хампа паллаштармарăм, мана Евгения Николаевна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ опека органĕн инспекторĕ.
-Питĕ аван. Эпĕ Иван Петрович Иванов. Писатель.
-Илтнĕ. Эпĕ питĕ вулама юрататăп. Сирĕн кĕнекĕрсене те вуламасăр хăварман. Халь çĕнĕ шедевр çыратăр, куран.
-Шедевр-и е çук-и, пĕлместĕп.
-Сирĕн романăрсенчи сăнарсем пурнăç çине таса та савăнăçлă куçпа пăхнине астăватăп. Каçарăр та, çакăн пек тĕттĕм те сивĕ хваттерпе ĕç пӳлĕмĕнче мĕнле çавнашкал илемлĕ романсем çырма пулать/
-Ыйту тĕрĕс тесе калаймастăп. Эп ун чухне урăх пурнăçпа, савăнăçлă та тулăх пурнăçпа пурăннă. Халь ман пурнăç та, чун та тĕксĕм. Роман мĕнле пуласси... - Иван сăмахне вĕçлеймерĕ. Куçĕ умне Лера сиксе тухрĕ пек туйăнчĕ. – Каçарăр, инспектор юлташ мар ĕнтĕ халь çынсем пĕр-пĕрне, госпожа темелле пуль...
-Хăть те мĕнле калăр. Анчах эсир манран тараймастăр. Эпĕ, Иван Петрович, выляса çӳреместĕп, сирĕнпе пĕр ыйтăва сӳтсе явма килтĕм. Ыйтăве чăнах та питĕ кăткăс.
-Юрать, эп калаçăва хатĕр.
-Иван Петрович, опека органĕсем Мишăна сиртен туртса илесшĕн. Сире ашшĕ правинчен хăтарасси пирки те ыйту тăратнă комисси умĕнче. Хăвăра чĕнсен комисси ларăвне пымарăр, мĕн пулса иртнине ăнлантарса памарăр. Çавăнпа та кунта ман килмелле пулчĕ.
-Сирĕн мана ашшĕ правинчен хăтарма мĕнле сăлтав пур/ Эп ĕçместĕп, çапкаланса çӳреместĕп, хамăн хваттерте пурăнатăп. Тасах мар пулин те çын патĕ-нче тара тытса мĕскĕнленместĕп. Ачана çитермелĕх укçа пур. Тата мĕн кирлĕ/ Ылтăн-кĕмĕл Мишшана кирлĕ мар. Унăн садика каяс кăмăлĕ çук. Тĕрĕссипе, пирĕн хамăр çуртпа хирĕçри ача садĕ-нчех вырăн пур. Мишша унта пĕр эрне çӳресе курнă. Ирпе хăйĕнчен уйрăлнă чухне хытă йĕнипе мăшăрăм Лера ачана хĕрхенчĕ. Çапла вăл килти ача пулса тăчĕ. Амăшĕ вĕрентнине манман пулсан вăл алфавитри пур саспаллисене те пĕлет. Питĕ ăслă ача. Манран эсир ăна туртса илейместăр, ан та тапаланăр.
-Эпир ачана вăйпа туртса илетпĕр тесе каламарăм сире, ăнланăр. Эп вăл сире пачах кирлĕ маррине туятăп. Кансĕрлет вăл сире...
-Çук, кансĕрлемест. Вăл мана Лерăпа çыхăнтаракан пĕртен-пĕр çип. Татма памастăп сире ăна. Калаçу вĕçленчĕ. Эпĕ сире урăх тытмастăп.
-Ман калаçу вĕçленмен-ха. Вĕçленсен хамах каятăп. Тен эсир Мишшана кукамăшне пама килĕ-шетĕр/
-Çу-у-ук... Урăх нимĕнле сăмах та пулмасть.
-Лайăх атте пулсан эсир мĕншĕн пĕрре те ачăр патне пульницана пымарăр/ Кукамăшĕ кăна ун умĕнчен каймарĕ. Каласа пачĕ Мишша мĕнле пиçсе кайнине. Тĕрĕс асăрхарăр эсир, ачăр сирĕн питĕ ăслă. Амăшĕ унпа тăрăшса ĕçленĕ.
 
 
(Весе пулать.)
 
: 236, Хаçат: 30 (1328), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: