Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Родина В.И.Ленина» заповедник-музея йĕркеленнĕренпе 30 çул ытла. Çак вăхăтра хамăр тăрăхăн историйĕпе тата паллă çыннисемпе çыхăннă 17 музей уçăлчĕ. Вĕсенчен пĕри – «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей.
И.Я.Яковлев питĕ пултаруллă çын пулнă: чăваш халăхне çутта кăларакан, халĕ усă куракан алфавита тата пĕрремĕш чăваш букварьне хатĕрлекен, педагог, чăваш сăмахлăхне пуçтаракан, этнограф, чăвашла учебниксен пĕрремĕш авторĕ, чăваш литературин никĕслевçи, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ, куçаруçă, общество деятелĕ.
Тăван халăха çутта кăларма пултаракан учительсене хатĕрлес тĕллев лартса вăл Ульяновскра (ун чухне Чĕмпĕр) 1868 çулхи юпан 28-мĕшĕнче халăх историйĕнче пĕрремĕш чăваш шкулне йĕркелесе янă.
Çур ĕмĕр ĕçленĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пин ытла учитель, ăслăлăх ĕçченĕ, литературăпа искусство çынни пĕлӳ илнĕ. Çав шутра чăваш литературин классикĕ Константин Иванов, композитор тата драматург Федор Павлов, ача-пăча çыравçи Марфа Трубина, арифметика учебникĕсен авторĕ Павел Миронов, чăваш театрне тата кино пуçарса яраканĕ Иоаким Максимов-Кошкинский тата ыттисем те.
И.Я.Яковлев йĕркеленĕ шкулта чăвашсем кăна мар, Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан ытти наци ачисем те пĕлӳ илнĕ – вырăссем, мордвасем, тĕне кĕнĕ тутарсем.
Шкулта вĕрентмелли йĕрке ыттисемпе танлаштарсан самай уйрăлса тăнă. Вăл хресчен ачисен пĕлӳ илмелли вырăнĕ кăна мар, ăслăлăхпа педагогика, культурăпа производство, ял хуçалăх пĕрлĕхĕ пулнă. Ачасем фермăра та ĕçленĕ, тыр-пул акса çитĕнтернĕ, мастерскойсенче платник ĕçне туптанă, хĕрачасем тĕрлеме-çĕлеме вĕреннĕ. Çавăнпа та унăн педагогикăри опычĕпе мари, мордва, удмурт халăхĕсен вĕрентӳçисем усă курнă.
Халĕ те унăн опычĕпе вĕрентӳпе культурăри пулас реформăсен кăтартуллă урокĕ пулма пултарать. Çавăнпа та эпир И.Я.Яковлева малашлăх çынни тесе çирĕплетсе калама пултаратпăр.
Паллă педагогăн шкула мĕнле йĕркелемелли, вĕрентӳпе воспитани ĕç-хĕлне еплерех çĕнетсе пымалли тата ытти шухăшĕсемпе халĕ çĕнĕ мелпе ĕçлекен педагогсем усă кураççĕ. Унăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ, палăртнă тĕллевсене пурнăçламасăр нимрен те парăнман паха енĕ хальхи çамрăксемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăрать.
Нумай çул И.Я. Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçне чăваш культурипе кăна çыхăнтарнă. Анчах та вăл Чĕмпĕр хулишĕн те, тĕнче педагогикишĕн те палăрмалла ĕçсем тунине манмалла мар. Апла пулин те çак хисеплĕ çын пирки облаçра пурăнакансенчен нумайăшĕ пĕлет-и/
Эпир, 1991 çулта йĕркеленнĕ «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей ĕçченĕсем, паллă чăваш пирки ытларах пĕлччĕр тесе тĕрлĕ енлĕн тăрăшатпăр.
2013 çултанпа, И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ çул тытăнса, Ульяноскра автобуспа тата çуран çӳремелли «И.Я. Яковлев – судьба и город» экскурси йĕркелерĕмĕр. Унта Чĕмпĕрти пысăк промышленник, И.Я. Яковлева пур енчен те пулăшса пынă, Н.Я. Шатров пирки те каласа паратпăр. Экскурси веçех паллă педагогпа И.Я. Яковлевпа çыхăннă, вăл вĕреннĕ тата пурăннă пур вырăнпа та паллашма пулать: И.Я. Яковлев ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ Чĕмпĕрти арçынсен гимназийĕпе, пулас Яковлев шкулĕн пĕрремĕш хваттерĕпе, В.С.Левашов хуçа çурчĕпе, ăслăлăх Канашĕ иртекен (И.Я. Яковлев çав Канашăн членĕ пулнă тата ун шкулĕнче вĕренекенсен хорĕ юрланă) Дворянсен Пухăвĕн çурчĕпе, паллă писателĕн И.А.Гончаровăн палăк-çуртпа (ăна хăпартнă чухне строительствăна Яковлев ертсе пынă) тата ыттипе те.
Хальхи вăхăтра халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетесси Раççей политикинче тĕп вырăн йышăнать. И.Я. Яковлев вăхăтĕнче те çак ыйту çивĕч тăнă. Вăл пĕрре кăна мар вырăс мар халăх çыннисене хисеплемелли, халăхсен пĕр-пĕрин хушшинче туслă пурăнччăр тесе майсем туса памалли ыйтусене çĕкленĕ. Уншăн çыннăн национальноçĕ мар, çынлăх енĕ чи малта тăнă.
Эпир çакна аталантарас тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр. Пирĕн музея ача сачĕсенчи шăпăрлансем, шкул ачисем килеççĕ, эпир вĕсемпе Атăлçи тăрăхĕнчи тĕрлĕ халăх культурипе паллаштаракан занятисем ирттеретпĕр.
Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн музейра курмалли, пĕлмелли нумай. Политика тĕлĕшĕнчен йывăр лару-тăрура ӳсекен паянхи ăрăва «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музее историпе, халăхсен культурипе паллашма чĕнетпĕр.
 
: 531, Хаçат: 31 (1329), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: