Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăта Тимĕрçен шкулĕ Ульяновск облаçĕнче паллă шкулсенчен пĕри. Уçăлнăранпа унтан 3 пин ытла çын вăтам пĕлӳ илсе вĕренсе тухнă. Çак шкулта 50 çул каялла, 1962-1965 çулсенче эпир те 9-11-мĕш классенче вĕрентĕмĕр.
 
Шкулта вунпĕрмĕшсен икĕ класчĕ. 11-мĕш «А» класра (ертӳçи Р.А.Белозерова) 19 хĕрачаччĕ: Л.Белозерова, Р.Егорова, Р.Краснова, З.Майоркина, Л. Чамкина (Вăта Тимĕрçентен), Л.Киски, Р.Салюкова (Анат Тимĕрçентен), Л.Кашкорова, Л.Матукова, З.Пидифорова, Т.Фадеева (Ирçелĕнчен), Г.Саликова, Е.Семеленова, Г.Сербукова, Л.Сультеева (Пухтелĕнчен), Ф.Козлова, Н.Ульянова (Чӳрекелтен), О.Киски, Т.Салюкова (Сахалин поселокĕнчен)* 11-мĕш «Б» класра (ертӳçи А.И. Ирбахтин) 22 арçын ачаччĕ: А. Антипов, П, Курганов, М. Пострелов, В. Шкаликов (Вăта Тимĕрçентен), П. Андрихов, В.Дубов, Н.Захаров, В.Мартынов, А.Элли (Анат Тимĕрçентен), В. Анчиков, Г.Козлов, Н.Мясников, А.Салюков, Л.Фадеев, А.Цыганцов (Ирçелĕнчен), В.Курносов, В.Муртаков, П.Оброков, В.Семеленов, В.Чернышов (Пухтелĕнчен), Н.Мигуков, В.Петрашкин (Сахалин поселокĕнчен).
Çапла 1965 çулта 11 класс пĕтерсе 41 çамрăк алла аттестат илтĕмĕр.
Пухтелĕнчен, Чӳрекелтен, Сахалин поселокĕнчен килнĕ ачасем интернатра пурăнатчĕç. Вĕсемпе унта Г.К. Семенов, И.Е. Сарафанов тата ытти воспитательсем ĕçлетчĕç.
Анат Тимĕрçен, Ирçел ачисем шкула çуран çӳренĕ. Хĕлле хăшĕ йĕлтĕрпе, çуккисем – çуран. Тăххăр-вуннăмĕш классенче вĕреннĕ чух шкул çырма урлăччĕ, вунпĕрмĕшне кайнă чухне вара ăна ку енне (халь унта учительсем пурăнаççĕ) куçарчĕç.
Вăл вăхăтра шкулта кабинет йĕркипе вĕренеттĕмĕр, эпир, ачасем, класран класа куçса çӳреттĕмĕр.
Пире хăйсен ĕçне чĕререн юратакан тата питĕ лайăх пĕлекен учительсем вĕрентетчĕç – Р.А.Белозерова, Р.В.Романова, Л.А.Семенова (директор çумĕ) – РФ Тава тивĕçлĕ учителĕсем. Директор ĕçне В.В.Романов пурнăçласа пыратчĕ. Вĕсем пире кăна мар, районти, облаçри учительсене те вĕрентсе тăнă.
Р.А. Белозеровапа А.И. Ирбахтин питĕ сăпайлă та ырă класс ертӳçисемччĕ.
И.И.Кондратьев, А.П. Петрова, В.В. Романов, И.Е.Сарафанов, Г.К.Семенов, Н.К.Семенов, Л.Л.Семенова, И.Н.Утин тата ытти учительсем питĕ тăрăшса ĕçлетчĕç. Вĕсем пире малти опытсемпе усă курса çирĕп те тарăн пӳлĕ панă.
Таврари ялсенчен пуçтарăннă çамрăксем виçĕ çул аслă классенче пĕрле вĕренсе тăвансем пекех пулса кайрăмăр. Эпир вĕренсе тухнă вăхăтра 17-18 çулхи каччăсемпе хĕрсем хастар çамрăксем пулнă.
Хĕрачасем пурте хитре те ытарлă: вăтатимĕрçенсем хаваслă та çивĕч чĕлхеллĕ* анатимĕрçенсем илĕртӳллĕ кулăллă* ирçелсем шӳтлеме юратакансем* пухтелсем савăнăçлă та çивĕч* чӳрекелсем чĕрĕ. Арçын ачасем сăпайлă пулма тăрăшнă.
Эпир пурте çутă ĕмĕтпе пурăннă, чи кирли вĕренӳ пулнă. Кил таврашĕнчи ĕçсене пĕтерсенех уроксене хатĕрлеме ларнă, сочиненисем çырнă, вулавăша çӳренĕ, юлташсемпе тĕл пулнă.
Анат Тимĕрçен ачисем каçсерен Вăта Тимĕрçене интерната, клуба кинона çӳреттĕмĕр. Кунта нумайăшĕн пĕрремĕш юратăвĕ çуралнă.
Вăхăт шелсĕр малалла шăвать. Çапла нихçан манайми шкул сукмакĕсемпе чупни çур ĕмĕр иртрĕ. Халĕ те пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе тĕл пулсан уйрăлайми калаçатпăр, пĕр-пĕрин пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлетпĕр, иртсе кайнă савăнăçлă та шавлă шкул çулĕсене ырăпа аса илетпĕр, хамăра ăс-тăн панă вĕрентӳçĕсене тав тăватпăр.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçе ялĕ.
 
: 283, Хаçат: 31 (1329), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: