Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Совет салтакĕсем 70 çул каялла Тăван çĕршыва хӳтĕлесе хаяр тăшмана аркатса тăкнă. Пирĕн асаттесем, аттесем тăшманпа çапăçса Çĕнтерӳ кунне çывхартнă... Çĕршыва хӳтĕлеме çамрăксем ачаранах хатĕрленнĕ, паттăр салтак пулма ĕмĕтленнĕ, арçын ачасем физкультура, спорт вăййисене хутшăннă.
 
Çитĕннĕ çамрăксен салтака кайма вăхăт. Анат Тимĕрçенте салтака ăсатма хăйнеевĕр йăла пулнă. Çак мероприяти ялти клубра иртнĕ. Асăннă вăхăта кунта салтак ачисем пуçтарăннă. Уявра колхоз специалисчĕсем, вĕрентекенсем, музей директорĕ, паллах, салтак ачисен ашшĕ-амăшĕ, юлташĕсем пулнă. Халал сăмахĕсенче пурте ачасене хастар пулса салтак тивĕçне аван пурнăçлама хушнă. Ашшĕ-амăшĕ ачине хĕсметре лайăх тăрса чипер таврăнмалла пултăр тенĕ. Салтак ачисене асăнмалăх парнесем панă. Шкул ачисем тата ача садне çӳрекен шăпăрлансем концерт кăтартнă.
Ĕлĕк патша çарĕнче, 1705-92 çç. хĕсметре ĕмĕрлĕхех, 1793 çултан – 25, 1837 çултан 20 çул тăнă. 1835-72 çулсенче çар службинче салтаксен умлă-хыçлă 12, 10, 7 çул тăмалла пулнă. Хресчен хуçалăхĕшĕн çакăн пек çар тивĕçĕ питĕ йывăр, чăтма çук этемле мар айăплав пулнă. 1874 çулта кун пек тивĕçе пĕтернĕ, хĕсмете юрăхлă арçынсене пурне те çĕнĕ çар тивĕçне пурнăçламалла тунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Совет Союзĕнче çĕр çинче виçĕ çул, тинĕсре пилĕк çул тăнă. Çапла тимĕрçенсем Н.Т.Ярускин, А.А.Ярускин (моряк) салтакра пилĕк çул, Г.А.Разинов, А.С.Нефедов тата ытти тантăшĕсем виçĕ çул пулнă. Ун хыççăн çĕр çинче икĕ çул, тинĕсре виçĕ çул тăнă. Халĕ вара çамрăксем салтакра пĕр çулталăк пулаççĕ.
Кашни арçын ачашăн салтака ăсатни пăшăрханмалли вăхăт. Пулас салтаксене малтан комисси ирттереççĕ. Сывлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн салтака юрăхлă тесе çирĕплетсен вĕсене повестка панă. Салтак ачи призыв пунктне тухса кайиччен 2-3 кун маларах çитмеллине пĕлнĕ. Çапла ашшĕ-амăшĕ ачине салтака ăсатма хатĕрленнĕ. Каччă юлташĕсемпе лаша кӳлсе е тройкăпа купăс каласа салтак юррисене шăрантарса тăванĕсем патне çитсе ăсатма чĕнсе çаврăннă. Çамрăк нумай вăхăта тăван килĕнчен уйрăлса кайнă. Çакă ĕнтĕ вăл ял-йышпа, тăвансемпе сывпуллашни пулнă. Тăванĕсем вĕсене халал туса кĕтсе илсе хăналанă. Салтак ачи хулпуççи урлă çыхса янă илемлĕ тĕрĕллĕ сăмса тутрипе е ал шăллипе саркаланса ташланă. Тăванĕсем ăна парне панă: кам кĕпе, ал шăлли тата ытти те. Илемлетсе пĕтернĕ «тройка» лашасемпе салтак ачисем юрласа таврари ялсенчи (Кивьял, Ирçел, Пухтел, Улхаш тата ытти те) тăванĕсем патне çитнĕ.
Ăсатмалли каçра салтак ачин килĕнче юлташĕсем, хĕрсем пуçтарăннă. вĕсем такмак каласа юрланă, ташланă. Каяс кун салтак ачине касăра кашниех килне кĕртсе кăларма тăрăшнă. Ăна хăналанă. Каяс вăхăта тăванĕсем, кӳршĕ-аршă, юлташĕсем салтака ăсатма пуçтарăннă. Çамрăксем салтак юррисем юрласа ташланă. Аслăраххисем салтакра мĕнлерех пулмаллине вĕрентнĕ, сĕтел хушшинчен тухиччен ваттисем салтак ачине пехилленĕ. «Командирсене итлесе, чипер çаврăнса килмелле пултăр», – тенĕ.
Çапла вунсаккăрти ача ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, юратнă хĕрĕпе сывпуллашса инçе çĕре кайса Тăван çĕршыва сыхлама тытăннă.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 309, Хаçат: 31 (1329), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: