Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 30-мĕш номерте.)
 
-Ман ачапа хуçаланма сирĕн право çук. Тасалăр куç умĕнчен, - малтан хăйне йăваш пек кăтартакан арçын тытса чараймарĕ хăйне.
Евгения Николаевна Ивановсен хваттерĕнчен хуçăк кăмăлпа тухса кайрĕ. Хăй хыççăн алăк хупăнсан вăл хытса ларнă пек пĕр утăм тумасăр тăчĕ. Малалла мĕн тумаллине шутларĕ çак вăхăтра. Унтан кӳршĕ хваттерĕн шăнкăравне пусрĕ.
-Кам унта, - илтĕнчĕ шалтан йăваш сасă.
-Эп опека органĕнчен. Уçăр-ха, тархасшăн.
Кăшт тăхтасан хваттер алăкĕ уçăлса кайрĕ. Евгения Николаевна умне çитмĕл çулсенчен иртнĕ шурă çӳçлĕ, хăйне тирпейлĕ те тивĕçлипе тытма пĕлекен хĕрарăм тухса тăчĕ.
«Учительница пулнă пулмалла», - шухăшласа илчĕ инспектор.
-Сывлăх сунатăп. Мана Евгения Николаевна теççĕ. Эп опека органĕсен инспекторĕ.
-Питĕ хавас. Эпĕ Ольга Степановна.
-Ольга Степановна, ман сирĕн пата пĕр ыйту кăна: сирĕн кӳршĕр Иван Петрович ачине мĕнле пăхать/ Кӳрентермест-и/ Эсир юнашар пурăнатăр, ача йĕнĕ сасă час-часах илтĕнет-и/
Ольга Степановнан самантрах куçĕ куççульпе тулчĕ. Вăл ăна кĕсйинчен шурă юр пек таса сăмса тутри кăларса шăлчĕ:
-Иртĕр шалалла. Кунта калаçса тăни кăмăллă мар, - терĕ.
Евгения Николаевна çутă та таса хваттере кĕрсе тăчĕ. Ирĕксĕрех кӳршисеннипе танлаштарчĕ: «Хурапа шурă пек вĕт», - вĕлтлетрĕ пуçĕнче.
Евгения Николаевна мĕнле хирĕçлесен те Ольга Степановна чей лартрĕ.
-Сирĕн ыйтăва мĕнле хуравлас-ши/ Тĕрĕсне каласан лайăхрах пулать пуль. Ивановсен çемйи, Лерочка пурăннă чухне, ыттисем ăмсанса тăмалла çемьеччĕ. Тирпейлĕ, йăваш, яланах ырă кăмăллă Лера Мишăна çав тери юрататчĕ, таçта та илсе çӳретчĕ. Ашшĕне ĕçлеме кансĕрлес мар тесе вăхăтне нумай урамра ирттеретчĕç е пĕр-пĕр çĕре каятчĕç. Иван Петровичăн ача пăхма вăхăт пулман. Вăл Мишăна çывăрнă чухне кăна пуçĕнчен ачашласа илнĕ пуль. Çывăракан ачана кам юратмĕ/ Йĕнĕ, кутăнлашнă чухне юратмалла. Хваттерĕнчен вĕсен Лерочкăн савăнăçлă сасси илтĕнетчĕ. Анчах вăл ăнсăртран пиртен уйрăлса кайсан хваттер вăхăтлăха шăпланчĕ. Кайран, калама та намăс, ача йĕнĕ сасă куллен илтĕнме пуçларĕ. Мĕнле татăлса йĕрет-ха вăл/ Мĕншĕн йĕнине пĕлместĕп. Çын çемйине кĕрейместĕн. Иван Петрович та усалланчĕ: çынпа калаçмасть, куç айăн пăхать, унăн арăмĕ вилнишĕн пĕтĕм тĕнчене айăплать тейĕн.
-Ăнланмалла. Ольга Степановна, эп сиртен çакна ыйтасшăн, Миша пит хытă йĕнине илтсен, тархасшăн çак телефонпа шăнкăравласа мана пĕлтерĕр, - тăсрĕ ватă çын енне Евгения Николаевна визиткине.
Вăл хута илчĕ. Кушăрканă аллисемпе çавăркаласа пăхрĕ те кофта кĕсйине чиксе хучĕ. Куçĕпе хăй килĕшнине кăтартрĕ.
ххх
Инспектор тухса кайсан Иван Петрович пичет машини умне ларчĕ пулин те ĕçĕ унăн пымарĕ. Вăл пӳлĕм тăрăх унталла-кунталла утса çӳрерĕ.
-Ах, мур илесшĕ, веçех каласа панă. Пульницаран тухтăр-ха. Эп кукамăшĕ патне ярасшăнччĕ. Кунтах пурăнтăр, - калаçрĕ вăл хăйпе хăй.
Арăмĕ вилнĕ хыççăн Иван Петровичшăн çак пĕчĕк чун хирĕçмелли, кĕрешмелли, ăна çĕнтермелли объект пулса тăчĕ. Ашшĕ пĕчĕк чуна хирĕç вăрçă пуçларĕ. Мĕншĕнне хăй ăнланмарĕ. Айăпли вăл мар, пуриншĕн те ача пулса тăчĕ.
Эрнерен Мишăна пульницаран кăларчĕç. Киле ăна кукамăшĕпе Евгения Николаевна илсе килчĕç. Ытти чухне шуранка ачан пит çăмартисем хĕрелсе тăраççĕ. Сипленсех çитмен-ха вăл. Психологи енчен айăпланни вара хваттере пырса кĕрсенех сисĕнчĕ. Вăл ашшĕне курсан хăраса ӳкрĕ, кукамăшĕ хыçне пытанма тăрăшрĕ. Пӳлĕмре унсăр пуçне ытти аслăрах çынсем пулни кăна йĕрсе ярасран чарчĕç пулмалла ăна. Кукамăшĕ Мишăна алă çине йăтса илчĕ, аллисемпе хытă хăй çумне пăчăртарĕ. Ача çакна «лăплан», «ан хăра» тенĕ пек ăнланчĕ.
-Ача сирĕнтен хăрать пек туйăнать, - çывхарчĕ Иван Петрович патне Евгения Николаевна.
-Мĕн эсир/ Мĕншĕн унăн манран хăрамалла/ Вăл кăштах манса кайнă ашшĕне... Виçĕ эрне курман вĕт... Ку çулсенчи ачашăн сахал мар вăл, - йăвашшăн кулса аллисене ачи енне тăсрĕ арçын. – Кил, ывăлăм, ман пата, тунсăхларăм.
Миша ашшĕ аллине куçрĕ. Тепĕр самантран вăл кулма пуçларĕ. Ашшĕ аллинчен вĕçерĕнсе урайне анма ыйтрĕ. Хăйĕн пӳлĕмне чупса кĕчĕ, теттисемпе выляма пуçларĕ.
-Веçех йĕркеллĕ пулмалла. Ачапа ашшĕне иккĕшне кăна хăварма хăрушă мар пек туйăнать, - пăшăлтатнă пек сассине пĕчĕклетсе каларĕ Евгения Николаевна.
Тепĕр минутран вĕсем кукамăшĕпе пĕрле тухса кайрĕç.
ххх
Иван Петрович вылякан ачи çине вăрах пăхса тăмарĕ. Интереслĕ мар ăна ача. Унăн пуçĕнче урăх шăхăшсем. Унăн романĕ вĕçленсе пырать. Романăн паянхи пайĕнче ĕç-пуç вилĕмпе çыхăннă. Паян упăшки аллине çĕçĕ тытса арăмне хăвалама пуçлать.
Иван Петрович ачине хăварса хăй пӳлĕмне васкарĕ. Пуçĕпе роман сюжетне путрĕ. Вăл ун тавра мĕн пулса иртнине нимĕн те курмарĕ, нимĕн те илтмерĕ. Пичет машинкипе таккарĕ те таккарĕ. Сасартăк хăлхине çурасла сасă пырса кĕчĕ.
-А-а-а-а! Атте, эс ăçта/ Атте, ман тула тухас килет! Атте!
Иван Петрович Миша çине тăнне çухатнă çынăнни пек çаврака тимĕр укçа пек пулса кайнă сивĕ, нимĕн ăнланман куçĕсемпе пăхса илчĕ. Сăмах чĕнмесĕр ывăлне тинкерчĕ. Унтан робот пек сĕтел çинчи çĕççине илчĕ те ачана хăмсарчĕ. Мишăна малтан ку кулăшла пек туйăнчĕ. Ашшĕ хăйпе вылять пуль тесе ахăлтатса кулчĕ, тарам пек хăтланса хуллен чупрĕ, çаврăна-çаврăна пăхрĕ. Ашшĕ хирĕç кулмарĕ. Кĕленеленсе ларнă куçĕпе ачана каллех çĕççипе хăмсарчĕ. Миша тинех ашшĕ хăйне чикесшĕн пулнине ăнкарчĕ. Вăл мĕнпур вăйне пухса тарса хăтăлма пикенчĕ. Анчах пысăк çын ăна тимĕр евĕр хытă аллисемпе хĕскĕчпе тытнă пек ярса илчĕ, пĕр сăмахсăр çӳлелле çĕклерĕ. Унтан хăйĕн куçне ачинчен вĕçертмесĕр кукленсе ларчĕ. Мĕнле шухăша пурнăçласшăнччĕ вăл/ Миша çав самантра ашшĕне хулĕнчен ыраттармалла çыртса илчĕ. Иван Петрович чăтайманнипе кăшкăрса ячĕ, ывăлне вĕçертрĕ. Миша мĕнпур вăйран кăшкăрса туалет енне чупрĕ. Уçă алăкран пысăк хăвăртлăхпа чупса кĕчĕ те шалтан питĕрĕнсе ларчĕ. Алăк хупăнсан ун çине çĕçĕ лаплатса тирĕнчĕ. Иван Петрович хаяррăн кăшкăрса алăка шаккама пуçларĕ, урса кайнă арçын алăка çĕçĕпе чышрĕ-чышрĕ... Туалетра ларакан Миша хăранипе кĕтесе пăчăртанчĕ. Килте стенасем те пулăшаççĕ тенĕн сивĕ стенасем çумне çыпçăнчĕ, вĕсенче хӳтлĕх шырарĕ.
Аван мар сасăсем илтсен кӳршĕри Ольга Степановна кофта кĕсйинчен визиткине туртса кăларчĕ те васкаса шăнкăравларĕ. Евгения Николаевна хăйне нумай кĕттермерĕ. Ольга Степановна ăна площадкăра кĕтсе тăчĕ.
-Евгения Николаевна, сасăсем. Питĕ хăрушă сасăсем!
Инспектор васкаса Ивановсен хваттерĕн шăнкăравĕ çине пусрĕ. Çине-çине шăнкăртаттарчĕ. Шалтан часах уçмарĕç. Кĕçех хĕрарăмсен умне çӳçне-пуçне тустарнă ывăннă арçын тухса тăчĕ. Алăкне уçрĕ те пĕр сăмах чĕнмесĕр аллисемпе хĕрарăмсене хăйĕн хваттерне кĕме ирĕк пуррине кăтартрĕ.
-Ырă каç пултăр, Иван Петрович. Мĕнле пурăнатăр/ Миша ăçта/
-Аван пурăнатпăр. Миша туалетра ларать, пĕлессĕр килсен - какка тăвать.
Евгения Николаевна туалет алăкĕ çинче çĕçĕ тирĕнсе тăнине курсан хăй куçне хăй ĕненмерĕ. Курассине курнă-та-ха пурнăçĕнче, анчах хăйне интеллигент тесе калакан çын çапла хăтланнине пĕрремĕш хут тĕл пулать.
-Ку мĕн япала, Иван Петрович/
-Нимĕн те мар, Мишăпа çĕçĕпе пемелле вылярăмăр.
-Ача алли мар ку, тата ача вăййи те мар. Эсир аслă тата ăслă çын, çакна ăнланма тивĕç, - тарăхса каясран хăйне тытса чарас тесе лăпкăнрах калаçма тăрăшрĕ Евгения Николаевна. Унтан туалет алăкне пырса хуллен шаккарĕ. – Миша, Миша, эс кунта-и/ Хăçан тухан/
Хваттерте палланă хĕрарăм сассине илтсен Мишăн пĕтĕм кӳренĕвĕ, хăрани пĕр çĕре, унăн куçне пухăнчĕç. Вăл йĕрсе ячĕ. Капкăна лекнĕ, анчах вилĕмрен çăлăнса юлнă кашкăр çури пек чĕтрерĕ. Тăрасшăн, ури вăйĕсем çуккипе ниепле те тăраймасть. Сасă парасшăн – сасси тухмасть.
Шалтан сасă илтĕнменни инспектора хăратрĕ.
-Иван Петрович, эсир ачăрпа мĕн тунă/ Халех милици сотрудникĕсене чĕнтеретĕп...
-Нимĕн те туман. Ĕç тума кĕнĕ унта вăл, тем ан шухăшлăр.
Евгения Николаевна лăпланаймарĕ.
-Миша, ывăлăм, уç, тархасшăн. Эпĕ ку, Евгения Николаевна. Эп сана илме килтĕм, ывăлăм. Уç алăка, уç, ан хăра. Пĕртте ан хăра. Эп сана кӳрентерме памастăп.
Шалта хускалнă сасă илтĕнчĕ. Миша аран-аран стенаран тытăнса ури çине тăчĕ. Ури хускалмарĕ. Анчах аллипе вăл алăкăн шашулккине вĕçертрĕ.
Алăк уçăлчĕ. Евгения Николаевна умне чĕлхесĕр тата урасăр пулса ларнă ача тухса тăчĕ. Унăн куçĕнчен чарăнми кĕрхи çумăр пек пысăк пĕрчĕсемпе куççуль тăкăнать. Хĕрарăм ачана алли çине илчĕ, чĕри çумне пăчăртарĕ, çемçе пӳрнисемпе ачан пичĕ çинчи куççуле шăлса типĕтрĕ.
Ку вăхăта инспектор чĕнтернĕ милици ĕçченĕсем те çитрĕç. Мĕн пулнине никам та нимĕн те ăнлантараймарĕ: Иван Петрович хăйсем вылянă тесе ăнлантарчĕ, Миша чĕлхи çĕтнипе сăмах кăлараймарĕ.
-Юрать, мĕн пулнине каярахпа пĕлĕпĕр. Ачăр калаçма тытăнсан. Халĕ вара инспектор çине тăнипе тата сирĕн кӳршĕр çирĕплетнипе Иванов Мишăна малтан пульницана, кайран приюта илсе каятпăр, - хутсем çырнă май хăй мĕн тунине ăнлантарчĕ милиционер. – Халь çакăнта алă пусмалла пулать, пурин те.
-Эпĕ алă пусмастăп, хамăн ачана хам килтен илсе кайма ирĕк памастăп, - икĕ аллине хĕреслетсе сĕтел патне пырса тăчĕ Иван Петрович.
-Сирĕнтен вара эпир хальлĕхе ыйтмастпăр. Ачана йывăр лару-тăрăва лартнишĕн тата ăна хытă хăратнишĕн сире судпа айăплама та ирĕк пур. Кун пек хăтласнан ашшĕ-амăшĕн правинчен туххăмрах хăтараççĕ, - ăнлантарчĕ сассине хăпартмасăр çамрăк инспектор.
Пухăннисем пурте хут çине алă паллине лартрĕç. Иван Петрович урăх хирĕçлемерĕ. Аллине сулса:
-Мĕн тăвас тетĕр, тăвăр, - терĕ.
Евгения Николаевна арçын ачана аллинчен ямарĕ. Ярас тенĕ пулсан та вăл Мишăна хăйĕнчен вĕçертеймерĕ, мĕншĕн тесен чĕтрекен ача ун çумне шăратнă тимĕр пек çыпçăнса ларнă. Хĕрарăм хулпуççийĕ çине хунă пуçне вăл çĕклемест. Пĕр вĕçĕмсĕр чĕтрет.
 
(Малалли пулать.)
 
: 320, Хаçат: 31 (1329), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: