Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Культура вучахĕ хĕм сапать
Ялавăрти Культура çурчĕ çинче
сайра хутра çăра çакăнса тăнине
курма пулать. Унăн алăкĕсем
кăнтăрла та, каçхине те уçă.
Мĕнле кăна кружок ĕçлемест кунта! Музыка инструменчĕсен ансамблĕ, ташă ушкăнĕсем, ачасен
хореографи кружокĕ ĕçлеççĕ.
Вĕсене ăста специалистсем ертсе пыраççĕ. Çак этеплĕх тĕнчи йăлтах Николай Куруськинăн аллинче.
 
Николай Егорович çак ял çынниех. 1985 çулта культурăпа çутĕç училищине пĕтерсен вăл Ялавăрти шкулта ачасене музыкăна вĕрентме тытăнать. 2009 çулта ăна директора çирĕплетеççĕ. Пиллĕкмĕш çул туртса пырать вăл çак лава, унпа пĕрлех
вăл музыка инструменчĕсен ансамблĕн ертӳçи те.
Ялти Культура çурчĕ хăй тивĕçне туллин пурнăçлать темелле. Анчах вăл кивелнĕçем кивелсе пырать. 1977 çулта туса лартнă икĕ хутлă кермене шалтан та, тул енчен те кивĕ сăн çапнă.
– Пач юсаман теме çук ăна. Çулсерен вак юсав ĕçĕсем тукалатпăр. Тĕпрен юсама укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Урайĕ çĕрнĕ. Çавна чи малтан юсасчĕ те...
Нумаях пулмасть эпир область кĕпĕрнаттăрĕн «Районти чи лайăх Культура çурчĕ» проектне хутшăнса 100 пин тенкĕ грант çĕнсе илтĕмĕр. Вăл укçапа хамăра ĕçлеме чи кирлĕ япалсем туянтăмăр: баян, ноутбук, компьютер, ташлакансем валли пушмаксем, фотоаппарат,– каласа парать Николай Егорович.
Каларăм ĕнтĕ, Культура керменĕ ниме пăхмасăрах пĕр саманта та ĕçлеме пăрахмасть. Ял е патшалăх, е хăйсен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ уяв-и – йăлтах этеплĕх çуртĕн-
че ĕçлекенсем тăрăшнипе иртеççĕ.
-Кăçал кӳршĕ Уличере чаплă Акатуй кĕрлерĕ. Эпир унта хамăр музыка хатĕрĕсене илсе кайрăмăр. Уяв программинче ялавăрсен концерчĕ сумлă вырăн йышăнчĕ. Аслă Çĕнтерӳ 75 çул тултарнине те тивĕçлĕ шайра ирттертĕмĕр. Тĕрлĕ тăвăмсем йĕркелерĕ-
мĕр. Аслă вăрçăра пулнисене, вăрçă ачи-
сене чысларăмăр, Асăну кунне ирттертĕ-
мĕр. Пирĕн ялта вăрçă вăхăтĕнче салтака илнисенчен паяна икĕ çын çеç тăрса юлчĕ. Вĕсем вăрçă участникĕсемпе пĕр шайра.
Эпир тата «А ну-ка, девушки!» конкурса питĕ хаваслă ирттеретпĕр. Уява курма ют ялсем те килеççĕ.
Йăлана кĕнĕ тепĕр уяв – Кавăн кунĕ. Район ша-
йĕнчи праçник çулсерен юпа уйăхĕнче иртет. Ял çыннисем хăйсен кавăнĕсен калăпăшĕпе тупăшаççĕ, кавăнран тĕрлĕ кукăль, пӳремеч, варени таврашĕ пĕçерессипе ăмăртаççĕ. Ку çеç те мар, кавăнран кулăшла кӳлепесем ăсталаса конкурса тăратаççĕ. Питĕ тĕлĕнмелле иртет çак уяв, –
хавхалансах каласа парать Николай Егорович.
Ялавăрти Культура çуртне çамрăксене алă
ĕçне хăнăхтарассипе тата ытти пултарулăх енĕ-
сене аталантарассипе чăн-чăн культура вучахĕ теме пулать. Тĕрлĕ çул ӳсĕмлĕ яш-кĕрĕм хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттернинче Николай Куруськинăн тӳпи пысăк. Ун пирки сăпайлăскер çапла хуравларĕ.
– Телее, мĕнпур ĕç пултаруллă ертӳçĕсем тăрăшнипе вĕресе тăрать. Светлана Ильдейкинанах илер. Вăл «Флэш» ташă ушкăнне ертсе пырать. Ăçта кăна çитмеççĕ вĕсем хаваслă ташшисемпе...Кирек ăçта кайсан та ялавăрсен ятне çӳлте тытаççĕ.
Кристина Ильгуркина хĕрачасене алă ĕçĕ тума вĕрентет. Вĕсем вак шăрçаран мĕнле кăна капăрлăх ăсталамаççĕ пулĕ. Хутран, тĕрлĕ хăю тавра-
шĕнчен те тем те пĕр тума пĕлеççĕ.
Пултарулăх çинчен калаçрăмăр пулсан, ăста çĕвĕçе тата тĕрĕçе Наталья Новоселеца асăнса хăварас килет. Унăн ашшĕ-амăшĕ çак ялта çуралса ӳснĕ. Çавăнпа та вăл ентешĕсене нумай пулăшать. Кунти пĕр уяв та унсăр иртмест. Ялавăр хĕрĕсем вăл çĕленĕ, тĕрĕпе илемлетнĕ капăр кĕпесемпе область сцени çине те тухаççĕ, конкурссенче
çĕнтереççĕ. Шупашкарти «Паха тĕрĕ» фабрикăннинчен пĕрре те кая мар. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче ялти Культура керменĕнче «Флэш» ташă ансам-
блĕн отчет концерчĕ иртнĕ. Унта Наталья Ново-селец хăйĕн кĕписен куравне ирттернĕ.
Культура ĕçĕнче пулăшакансем Ялавăрта
сахал мар. Çапла пирĕн йăхташăмăрсем чăваш культурине тăваллах туртаççĕ.
 
Çинкĕл районĕ.
 
: 326, Хаçат: 32 (1330), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: