Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Георгий Васильевич Майрабеевпа эпир Тури Террасăра паллашрăмăр. Вăл бригадăпа Димитров урамĕнчи кил картинче çулсем сарнă çĕртеччĕ. Çӳллех мар, çаврăнăçуллă, çивĕчскер, «Автоформ» фирма йĕркелесе янă. Вăл – директор. Унăн тĕп ĕçĕ – строительство фирмисене кирлĕ техникăпа тивĕçтересси. Унпа пĕрлех вăл «РосСербТорг» фирма пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Ку хутĕнче вăл Ульяновск Хула Думин ертӳçин пĕрремĕш çумĕ ыйтнипе Тури Террасăра çĕнĕ асфальт сарас ĕçе йĕркелесе тăратчĕ.
Унăн тăван çĕршывĕ – Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех ирĕклĕ кĕрешӳ секцине çӳренĕ. Николай Узеринов ăна кĕрешĕвĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнă.
Шкул пĕтерсен вăл шăпине строитель специальноçĕпе çыхăнтарать. Шупашкарти строитель техникумĕ ун чухнех Атăлçи регионсенче чапĕпе палăрнă. Чăн-чăн строитель пулас туртăм пулнипе вăл унта вĕренме каять. «Кунта тĕплĕн вĕрентеççĕ»,- тет вăл. Диплом илсен пĕр вăхăт бригадирта ĕçлет. Унтан Тольяттире çичĕ çул вăй хурать. Ульяновска таврăнсан авланать. Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Тăрмăш хĕрĕпе – Раисăпа çемье чăмăртать. Вăл ăна ывăлпа хĕр çуратса парать. Ывăлĕ кĕçех икĕ çул тултармалла. Раиса Семёновна профессипе – воспитатель.
Каларăмăр ĕнтĕ, кирек мĕнле ывăнсан та Георгий Васильевич спорта пăрахмасть. Çулсерен тăван ялĕнче кĕрешӳпе турнирсем ирттерет.
Регионсен хушшинчи çамрăк спортсменсен ăмăртăвĕсем «Братья Майрабеевы» ятпа иртеççĕ.
«Кăçал виççĕмĕш хут пуçтарăнтăмăр. Ăмăртусене Шупашкартан килнĕ судьясем хутшăнаççĕ. Манăн шăллăм Пётр – классикла мелпе кĕрешессипе спорт маçтăрĕ, - терĕ вăл кĕскен паллаштарса.
Унăн тепĕр шăллĕ – Сергей «юман савăл» вырăнне тĕп киле пурăнма юлнă. Ашшĕ килĕ хупăнманнишĕн савăнаççĕ пĕртăвансем.
Пушă вăхăта мĕнле ирттернипе кăсăклансан вăл йăл кулса çапла хушса хучĕ:
«Пушă вăхăт çукпа пĕрех. Кăштах пушансан канмалли кунсенче е уяв-мĕнсенче, тăван яла е хуняма патне Тăрмăша çемьепе кайса килетпĕр.
Ачасем çураличчен Шупашкартан килекен артистсен концерчĕсемпе спектаклĕсене çӳреттĕмĕр. Юлашки çулсенче тухсах çӳрейместпĕр. Ачасем, çемье…
Хамăр вара Кивĕ Улхашра ăмăртусем ирттернĕ чух Чăваш Ен артисчĕсене чĕнетпĕр. Хĕрӳ кĕрешӳсем хыççăн илемлĕ юрăсем чуна уçсах яраççĕ».
Георгий Васильевич чăвашлăхра вăй хуракан хастар ентешсемпе çыхăну тытсах тăрать. Кирлĕ тĕк – пулăшма та хатĕр.
 
Ульяновск хули.
 
: 1046, Хаçат: 41 (1133), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: