Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Каникула эпĕ çулталăк тăршшĕпе кĕтрĕм. Çуллахи уйăхсем вара хăвăрт иртсе каяççĕ. Анчах кăçалхи каникул маншăн уйрăмах питĕ савăнăçлă та усăллă пулчĕ. Эпĕ пирвайхи хут Чăваш Республикин вĕренӳ министерствипе çамрăксен политики тĕрлĕ регионсенче пурăнакан чăваш ачасем валли йĕркеленĕ «Хĕрлĕ парăс» ятлă республика лагерьне кайса куртăм. Путевкăсене пире – Кивĕ Улхаш шкулĕнче 7-8 –мĕш классенче лайăх вĕренекен, шкул ĕçне хастар хутшăнакан тăватă ачана –облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ парнелерĕ. Çакăншăн эпир питĕ хĕпĕртерĕмĕр, хатĕрленсе кĕтсе тăтăмăр. Унта пурин те чăваш тумĕпе тата ташă е юрă хатĕрлесе каймаллаччĕ. Эпĕ вара чăваш ташшине хатĕрлерĕм.
«Хĕрлĕ парăс» лагерь Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи вăрманта вырнаçнă. Ку вырăн мана питĕ килĕшрĕ. Йĕри-тавра вăрман, уçă сывлăш...
Пире кунта хапăл туса кĕтсе илчĕç. Воспитателĕсем питĕ кăмăллă, чăвашла çепĕç калаçса пире пӳлĕмсене вырнаçтарчĕç. Кайран пуринпе те паллашма тытăнтăмăр. Ăçтан кăна килсе çитмен кунта! Мускав, Тюмень, Ăренпур хулисенчен тата Тутарпа Пушкăрт Республикисенчен – пурĕ 37 ача. Пурте чăвашла шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. Кам юрлать, кам ташлать, кам сăвă калать. Чăваш тумĕсем тата мĕнле илемлĕ! Пирĕн тумсем те питĕ хитреччĕ. Эпир ташланă ташша та мухтарĕç. Алă хытă çупса йышăнчĕç. Грамотăсем тивĕçрĕмĕр.
Кану программинче тĕрлĕ мероприятисем пулчĕç: экскурсисем, чăваш халăх йăли-
йĕркине тĕпчемелли конкурссем, халăхăмăрăн культурипе ирттернĕ маçтăр-классем, чăваш вăййисемпе ăмăртусем. Кашни кун савăнăçлă та усăллă иртрĕ. Каçхине вара пуçтарăнса паянхи кун мĕнле иртнине сӳтсе яваттăмăр, мĕн асра юлнине каласа параттăмăр. Конкурсра çĕнтерекенсене çăлтăрсем паратчĕç. Хăш ушкăн нумайрах çăлтăр пуçтарать, вĕсене мухтав хăми çине вырнаçтараççĕ. Пирĕн «Туслăх» ушкăн ячĕ яланах мухтав хăми çинче тăчĕ.
Манăн асăмра ытларах экскурсисем юлчĕç. Чи малтан пире Шупашкара илсе кайрĕç. Эпир чăваш музейĕнче, мăнастирсенче, Атăл хĕр-ринчи илемлĕ вырăнсенче пултăмăр. Тепĕр
çулçӳревре чăваш космонавчĕ Андриян
Николаев çуралнă яла тата унăн музейне
çитсе килтĕмĕр. Кайран вара 270 çулхи чи
пысăк юман йывăçне кайса куртăмăр.
Кунсем сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç. Киле таврăнма та вăхăт çитрĕ. Никамăн та уйрăлас килмест. Эпир пĕр-пĕринпе малашне те çыхăну тытас пирки калаçса татăлтăмăр. ЧР вĕренӳ министерстви пире пурне те асăнмалăх парнесем пачĕ. Вĕсен хушшинче – Константин Ивановăн «Нарспи» поэми.
Лагерьтен таврăннăранпа самаях вăхăт иртрĕ пулин те унта пулнă кунсем шав аса килеççĕ. Çавăнпа та пире пысăк савăнăç парнеленĕшĕн УОЧНКА ертӳçине Владимир Сваева чĕререн тав тăвас килет. Эпир вара малалла та хамăр культурăна, чĕлхемĕре упрама, Тăван çĕршывшăн усăллă пулма тăрăшăпăр!
 
Чăнлă районĕ.
 
: 630, Хаçат: 32 (1330), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: