Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Редакци тĕпелне самаях çулланнă арçын кĕчĕ. Чăвашла таса калаçни пире тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ те. Кун пеккине сайрарах куркалама тивет-çке пире... Чылайăшĕ чĕлхене «маннипе» çурма
вырăсла, çурма чăвашла пуплет.
Данила Мельников 60 çул ытла ют çĕрсенче пурăннă, анчах амăш чĕлхин пĕр сăмахне те манман!
 
Çак çӳллĕ те илемлĕ, сăпайлă та çепĕç арçын хăйпе паллаштарчĕ.
– Мана Данила Данилович тесе чĕнеççĕ, хушаматăм-Мельников ,– терĕ вăл лăпкăн.-Эпĕ Засвияжски районĕнчи Дачнăй поселокĕнче пурăнатăп. Сирĕн хаçатăра юратса вулатăп.
Унтан вăл хăйĕн çăмăл мар пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ.
Вăл 1934 çулта Тутарстанти Аксу районĕнчи Саврăшпуçĕнче çуралнă. Амăшне астумасть, вăл çулталăкра чухнех амăшĕ çĕре кĕнĕ. Ашшĕ тепре авланнă, ачаллă (пĕр хĕр) хĕрарăма качча илнĕ.
Данила икĕ класс çеç пĕтерет. 1941 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче ашшĕне вăрçа илсе каяççĕ. Вара унăн вĕренесси пирки манма тивет. Тăван мар амăшĕ тăватă ачапа тăрса юлать.
– Атте тухса кайнине лайăх астăватăп. Лашасемпе ăсатрĕç. Макăрма та пĕлмен вĕт ун чух эпир. Выçлăх, çуклăх тытăнчĕ. Колхоз председателĕ аван çынччĕ. Пире ыраш кӳрсе хăварчĕç. Пирĕн ал арманĕ пурччĕ, çавăнпа тырă авăртса кăлараттăмăр та пăтă пĕçерсе çиеттĕмĕр. Вăрçăччен атте колхозра ĕçлерĕ. Вăл юманран катка-пичĕке ăсталатчĕ. Пирĕн йĕри-тавра вăрманччĕ, çырла-кăмпа таврашĕ нумайччĕ. Анчах сахăр çукччĕ. Ача чух сахăр çинине астумастăп. Анне вара пит кăра çилĕллĕччĕ. Пире унран хытă лекетчĕ.
Шел, атте вăрçăран таврăнаймарĕ. 1943 çулта пире хут килчĕ. Вырăсла çырнă. Анне те хут пĕлмест, эпир те ăнланмастпăр. Кайран пĕлтĕмĕр: унта атте хыпарсăр çухални пирки çырнă. Манра халĕ те аттен виçкĕтеслĕ çырăвĕ упранать. Аттен вилтăпри ăçтине пĕлес тесе
эпĕ оборона министерствине çыру ятăм. Мана хурав ячĕç: вăрçăри йывăр лару-тăрăва пула ăçта пытарни паллă мар. Кайран пĕр чăваш ăс пачĕ: халĕ кашни облаçăн вăрçăра пулнисем пирки кĕнеке пур терĕç. Анчах кĕнекине паян та тупаймарăм-ха...Атт е Сталинград çывăхĕнче пуçне хунă пулĕ тетĕп. Анне те пит кулянчĕ: «Хăрах алăпа та пулин таврăнтăрччĕ хуть», – тетчĕ.
Пĕрремĕш класа пырсан мана: «Санăн хушамату халĕ Иванов», – терĕç. Атте Данила Никитич Ивановччĕ. Тăван аннен хушамачĕ те Ивановаччĕ.
Хушамата улăштарнин сăлтавĕ – асатте çил арманĕ тытнинче пулĕ тетĕп. Пире пурне те раскулачить тума пултарнă вĕт-ха...
Ачалăх çăмăл пулмарĕ пирĕн. Хăвăртрах ӳссе ялтан тухса каяс килетчĕ. Эпĕ хама çапла калаттăм: «Салтака юрăхлă пулсан яла урăх нихçан та таврăнмастăп», – аса илет Данила Данилович.
Вăл салтака юрăхлă пулать. Новосибирска лекет. Кунта чăваш чĕлхине илтсен савăнса каять. Салтаксем Чăваш Республикинчи тĕрлĕ районсенчен килнĕ иккен. Шел, кайран вĕсене тĕрлĕ çĕре сапалаççĕ.
-Служба вĕçленсен пире киле яраççĕ. Эпĕ командира: «Манăн атте те, анне те çук, мана яла ан ярăр, тархасшăн»,– тетĕп. Вăл мана: «Сентябрь, октябрь, декабрь уйăхĕсене хăваратăп. Йĕркене пăснă пĕр тĕслĕх пулсан-киле яратăп»,– тесе хăратса хучĕ. Авăнăн 11-мĕшĕнче демобилизаци иртрĕм,– аса илет йăл кулăпа пирĕн ентеш.
Кайран вăл «вăрăм укçа» шыраса Кемерово облаçĕнчи Анжеро-Судженск хулине шахтăна ĕçлеме каять. Аварине лекет. Шахтăра взрыв пулать. Унăн çӳç, куç харши, алли çунать. Мĕнле суккăр тăрса юлманнинчен хăй те тĕлĕнет халĕ... Васкавлă пулăшу киличчен шăтăкран хăйсемпех чаваланса тухаççĕ. Тухтăрсем ăна çурăмĕнчен лăпкаса: «Ты в рубашке родился!», – теççĕ. Уйăха яхăн сипленсен Данила Данилович яла таврăнать. Унччен вăл авланать. Анна ятлă хĕрпе çемье чăмăртать. Яла таврăнсан ама çури амăшĕ Данилăн: «Эсĕ-юл, арăму тухса кайтăр», – тет. Паллах, вăл килĕшмест. Ялтан кайма шутлать.
– Шăпах çав вăхăтра ялта вăрçăра вилни-семшĕн вутă пама тытăнчĕç. Эпĕ те справка илме ял советне кайрăм. Çавăнта пĕр хĕрарăма тĕл пултăм. Вăл Казахстанта пурăнать иккен. Унта ĕçе вырнаçма май пур терĕ, кĕтсе илме пулчĕ. Çапла эпир арăмпа ют çĕре тухса кайрăмăр. Çав хĕрарăм пире вокзалта кĕтсе илчĕ. КПД-на вырнаçрăм. Пире хваттер суйласа илме ирĕк пачĕç. Эпĕ пилорамăра столяр
цехĕнче вăй хутăм. 13 çул пурăнтăмăр унта.
РФ ĕç ветеранĕ ята, нумай наградăна тивĕç-
рĕм, – тет вăй сăпайлăн.
Данила Данилович пилĕк çул каялла пĕччен тăрса юлать, арăмĕ çĕре кĕрет. Вĕсем икĕ ывăл тата пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ. Халĕ вăрçă ачи кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Андрей чăвашла аван калаçать. Мăнукĕсем ăна «асатте» тесе кăна тăраççĕ. Тепĕр ывăлĕ те çемьеллĕ. Паян вăрçă ачин икĕ мăнук, 5 кĕçĕн мăнук.
– Чĕмпĕре эпир 1985 çулта Казахстанран куçса килтĕмĕр. Засвияжски районĕнчи Дачнăй поселокĕнче çурт туянтăмăр. Мана ăна кукка сутрĕ. Ултă сотка çĕр çинче тем те пĕр акса
ӳстеретпĕр. Çăвĕпех çавăнта аппаланатăп,– кăмăллăн кулать вăл.
Данила Данилович «Канаш» хаçата Чĕм-
пĕре куçса килнĕренпех вулать. Малтан киоскра туяннă, кайран хăй кайса çырăннă. Унăн хĕрĕ Галина почта уйрăмĕнче операторта вăй хурать. Вăл çырăнтарса парать те ашшĕне чăваш хаçатне. Киле мар, почта уйрăмне çӳремелле çырăнтарать. «Сан уру утать, ху кайса ил», – тет ашшĕне çынпа хутшăнтарас шухăшпа.
-Хаçат тиражĕ пысăк маррипе кунти чăвашсене çырăнтарма тăрăшатăп. «Вулама пĕлместпĕр»,– теççĕ те алă сулаççĕ. Ах, йывăр та иккен чăваша ӳкĕтлеме... Вĕрентӳçĕсем те çырăнса илмеççĕ вĕт..., – пăшăрхансах калаçать Данила Данилович. – Эпĕ те вĕренмен, анчах йăлтах ăнланатăп-çке... Тĕлĕнмелле!
 
: 667, Хаçат: 32 (1330), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: